30 сентября 2015 г.
2004 çултанпа ирттерекен Пĕтĕм Раççейри çуран чупакансен уявне - «Наци кросне» Елчĕкре, районти ял тăрăхĕсенче пурăнакансем - ватти-вĕтти хутшăнасси ырă йăла пулса тăчĕ.
Кăçалхи авăн уйăхĕн 27-мĕшĕнчи çуллахи пек шăрăх çанталăк нихăçан та пулман пулĕ. Елчĕкри тĕп лапам территорийĕ, ăмăрту кăнтăрла 12 сехетре анчах пуçланать пулин те, ир-ирех кăмăла çĕклекен юрă-кĕвĕпе тулчĕ, çапла майпа çынсем те унта палăртнă вăхăтчен чылай маларах пуçтарăнчĕç. Чупăва хутшăнма хатĕр коллективсен тунсăхлама, ахаль тăма пĕрре те вăхăчĕ пулмарĕ - Елчĕкри культурăпа кану центрĕ çумĕнчи пултарулăх ушкăнĕн концертне курса киленчĕç.
...Чупăва хутшăнма тата курма килнĕ çынсене Чăваш Республикин вĕренÿпе çамрăксен политикин министрĕн пĕрремĕш çумĕ С.Петрова, район пуçлăхĕ, районти Депутатсен пухăвĕн председателĕ П.Скворцов, район администрацийĕн пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Л.Левый саламларĕç, дистанцие ăнăçлă чупса тухма вăй-хал сунчĕç.
Кĕтнĕ, чи яваплă самант пуçланчĕ: чи малтан предприятисемпе организацисен ертÿçисем VIP чупăва /1000 метр/ тухрĕç. Спорт тусĕсем кам мала тухасса чăтăмсăррăн кĕтрĕç. Арçынсенчен Аслă Елчĕкри пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкул директорĕ Николай Малышкин, хĕрарăмсенчен нумай функциллĕ центр директорĕ Людмила Викторова финиша пĕрремĕш чупса çитрĕç. Валерий Изратов предпринимательпе район администрацийĕ çумĕнчи контрольпе шутлав органĕн председателĕ Ирина Иноходова - иккĕмĕш, «Россельхозбанкăн» районти уйрăмĕн ертÿçи Алексей Миллин тата Чăваш Республикин вĕренÿпе çамрăксен политикин министрĕн пĕрремĕш çумĕ Светлана Петрова виççĕмĕш пулчĕç.
Çитĕнекен ăрăва мĕн ачаран спортпа туслаштарма хăнăхтарассишĕн шкулсенчи физкультура учителĕсем хăйсен тивĕçлĕ тÿпине хываççĕ. Çакна вĕсен вĕренекенĕсем наци кросĕнче ушкăнпа старта тăни тата çывхартнă çитĕнÿсем те çирĕплетсе параççĕ. Район центрĕнчи чупăва хутшăннă Елчĕкри /физкультура урокĕсене Виктор Демьянов, Николай Волков тата Сергей Александров ертсе пыраççĕ/, Аслă Елчĕкри /вĕрентекенĕ - Виталий Афанасьев/ пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкулсенчи, Патреккелти /учителĕ - Александр Адюков/ тата Таяпа Энтринчи /вĕрентекенĕ - Борис Клементьев/ пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан тĕп шкулсенчи тĕрлĕ ÿсĕмри вĕренекенсем чупăва хутшăнса хăйсенчи çирĕп кăмăлпа çивĕчлĕхе, тăрăшулăха кăтартса пачĕç. 1-4-мĕш класра вĕренекен арçын ачасемпе хĕрачасем хушшинче Дима Можаевпа Настя Антонова, Данил Сайкинпа Лена Печкова, Дима Кузнецовпа Настя Чернова, 5-9-мĕш класра вĕренекенсем хушшинче Петр Галкинпа Катя Агеева, Андрей Даниловпа Аэлина Чайкина, Андрей Куприяновпа Настя Краснова, 10-11-мĕш класра вĕренекенсем хушшинче Гера Агеевпа Карина Галкина, Владимир Петровпа Диана Горшкова, Александр Куприяновпа Настя Краснова малти вырăнсене йышăнчĕç. Физкультура урокĕсене ертсе пыракансем анчах мар, ытти вĕрентекенсем те спорт ăмăртăвне кашни çул хастар хутшăнаççĕ. Елчĕкри пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкулти педагогика коллективĕ - пысăк йыш хăйсем спорт уявне хисепленине палăртса пурте пĕр вĕçрен, логотиплă футболкăсем тăхăннă.
Ял тăрăхĕсенче, район центрĕнче иртнĕ мероприятире спорт тумтирĕ тăхăннă тĕрлĕ ÿсĕмри çынсене курма пулчĕ. Елчĕкри Валерий Петров çулĕпе çамрăках мар пулин те кашни çул çамрăксемпе пĕр тан старта тухать, Çĕнĕ Пăва ялĕнче пурăнакан Федор Квасов та чупăва хутшăнса ырă тĕслĕх кăтартрĕ. Нацисен кросĕнчи чи çамрăк участник - 1,5 çулхи Вероника Демьянова. Ашшĕпе, Елчĕкри пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкулта физкультура предметне вĕрентекен Виктор Петровичпа пĕрле вăл дистанцие вĕçлерĕ.
Çирĕклĕ Шăхалĕнчи ваттисен вăхăтлăх пурăнмалли çурчĕн заведующийĕ Антонина Осипова ертсе пынипе ваттисем старта тухнă.
Нацисен кросне пĕтĕмлетнĕ май çĕнтерÿçĕсене Хисеп грамотисем парса чыс тунă.
Источник: "Елчĕк Ен"