13 февраля 2016 г.
Нумай хваттерлĕ çуртсенче пурăнакансене регистрацилессине те малашне нумай функциллĕ центрсем урлă пурнăçлаççĕ.
2016 çулхи февралĕн 1-мĕшĕнчен миграци службин Чăваш Республикинчи управленийĕпе Чăваш Ресубликинчи «Патшалăх тата муниципаллă пулăшу ĕçĕсемпе тивĕçтерекен нумай функциллĕ центр» автономи учрежденийĕн хушма килĕшĕвĕ ĕçе кĕнĕ. Унта палăртнипе килĕшÿллĕн Раççей Федерацийĕн гражданинĕн хăй пурăнакан вырăнтан куçса кайнă чухне учетран тухнă е пурăнма куçса пынă вырăнта регистраци учетне тăма кирлĕ документсене тата заявленисене нумай функциллĕ центрсенче йышăнаççĕ. Аса илтеретпĕр, кăçалхи февралĕн 1-мĕшĕччен нумай функциллĕ центрсем асăннă документсене уйрăм çуртсенче пурăнакансенчен анчах йышăннă. Малашне, чи малтан аса илтĕмĕр, çак пулăшупа нумай хваттерлĕ çуртсенче пурăнакансем те усă курма пултараççĕ.
Асăннă килĕшĕве çирĕплетнин тĕп тĕллевĕ - квалификациллĕ специалистсем пулăшнипе граждансене патшалăх пулăшăвĕсемпе хăвăрт тата меллĕ тивĕçтересси.
Т.КАЗЕЕВА.
Источник: "Елчĕк Ен"