09 декабря 2015 г.
Чăваш Енри нумай функциллĕ центрсенче /НФЦ/ Пенси фончĕн пулăшăвĕсенчен халăх хальхи вăхăтра ытларах ыйтаканни амăшĕн капиталĕн сертификатне йĕркелессипе тата унăн укçипе хуçаланассипе çыхăннă /54 процент/.
Унсăр пуçне çынсем обязательнăй пенси страхованийĕн свидетельствине /СНИЛС/ е унăн дубликатне илме йышлăн пыраççĕ. Пенсионерсем НФЦра ватлăх укçине тивĕçмелли меле тата банка куçармалли счет номерне уçăмлатма, пенси укçин виçи пирки справка, пенси ĕçне ытти вырăнтан ыйтса илме тăрăшаççĕ. Федерацин çăмăллăхçисем социаллă пуххипе килĕшÿллĕн тÿлевсĕр пулăшăва илмешкĕн е ăна хирĕçлесе заявлени çыраççĕ. НФЦра Пенси фончĕн пулăшăвĕсемпе çамрăксем те усă курма пултараççĕ - вĕсем хăйсен пенси валли пухăнса пыракан укçана инвестицилемешкĕн управляющи компани суйласси, пĕр фондран тепĕрне куçасси пирки заявлени çыраççĕ, хăйсен лицевой счечĕ çинчен информаци илеççĕ.
Пенси фончĕн пулăшăвĕсене нумай функциллĕ центрсенче илесси анлăлансах пырать - хальхи вăхăтра вĕсен хисепĕ 17-е çитнĕ.
Районти нумай функциллĕ центра пенсипе çыхăннă ыйтусемпе çулталăк пуçланнăранпа 100 ытла çын пынă.