Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Пурнăçра кирлĕ

14 февраля 2015 г.

Патшалăх тата муниципалитет пулăшăвĕсем паракан районти нумай функциллĕ центр хăйĕн ĕç-хĕл калăпăшне анлăлатсах пырать. Халĕ кунта ĕçлекенсем çĕнĕ пулăшу тĕсне йĕркеленĕ - НФЦра судпа айăпланни (айăпланманни), уголовнăй йĕркепе хĕсĕрленин факчĕ пурри, уголовнăй йĕркепе хĕсĕрлеме чарăнни çинчен справкăсем пама пуçăннă. Вăл пурнăçра чылай чухне кирлĕ: медицина ĕçченĕсене, педагогсене тата патшалăх тытăмне, ытти организацисене ĕçе вырнаçма шутланă çынсене, ют çĕр-шыв гражданлăхне е пурăнма ирĕк паракан хута илнĕ, ачасене усрава илессипе çыхăннă ыйтусене татса панă, кредит тата банк организацийĕсем килĕшỹсем тунă, хĕç-пăшал туянма ирĕк илнĕ чухне.

Справкăна илес тесен район центрĕнчи тĕп библиотека çуртĕнче вырнаçнă нумай функциллĕ центра килсе заявлени çырмалла. Çумра РФ гражданинĕн паспорчĕ пулмалла. Енчен те çын хăй килеймест пулсан, справкăна унăн шаннă çынни, енчен те унăн шану хучĕ пур пулсан, илме пултарать. Справкăна тỹлевсĕр, 30 кун хушшинче хатĕрлесе параççĕ.

Л.ВИКТОРОВА,
нумай функциллĕ центр директорĕ

Источник: "Елчĕк Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика