12 ноября 2014 г.
Тунти кун район администрацийĕн пуçлăхĕ Н.Миллин райадминистрацин структура подразделенийĕсен, ял тăрăхĕсен, предприятисемпе организацисен ертỹçисемпе канашлу ирттернĕ.
"Елчĕк районĕнчи нумай функциллĕ центр" автономи учрежденийĕн директорĕ Л.Викторова нумай функциллĕ центрăн кăçалхи 10 уйăхри ĕçĕ-хĕлĕ çинчен каласа пачĕ. Паянхи кун нумай функциллĕ центрта патшалăхăн тата муниципалитетăн 93 тĕрлĕ пулăшăвне илмешкĕн документсем пама тата консультаци илме пулать. Центра пыракансем валли консультаци илмелли, документсем йышăнмалли тата хатĕррисене памалли 3 "чỹрече" ĕçлет. Çак тапхăрта центртан 5250 çын пулăшу ыйтма пынă. Федераци шайĕнчи пулăшăва 3255 çынна, республикăрине - 797, муниципалитет шайĕнчине 1102 çынна панă, патшалăх пулăшăвĕн порталĕнче 608 çын ыйтăвне регистрациленĕ.
Елчĕкри техника инвентаризацийĕн бюровĕн директорĕ А.Теллин куçман пурлăх объекчĕсене шута илесси мĕнле пынипе паллаштарчĕ. Çак ĕçе пирĕн районта 10 çул каяллах пуçăннă. Районти куçман пурлăх объекчĕсен 78 процентне шута илнĕ. Анчах Лаш Таяпа, Кĕçĕн Таяпа, Курнавăш, Çирĕклĕ Шăхаль ял тăрăхĕсенче çак цифра районăн вăтам кăтартăвĕнчен пĕчĕкрех.
Чăвашстатăн Елчĕк районĕнчи ертсе пыракан эксперт специалисчĕ Л.Горшкова 2016 çулта Пĕтĕм Раççейри ял хуçалăх çыравне хатĕрленсе ирттерес тĕлĕшпе палăртнă мероприятисемпе паллаштарчĕ.
Канашлура çавăн пекех тирпей-илем кĕртес, халăхран пуçтаракан сĕт хакĕ пирки ыйтусене хускатнă.
Источник: "Елчĕк Ен"