Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çынсене çăмăллăх кỹрет

05 марта 2014 г.

"Пĕр чỹрече" принципа пурнăçа кĕртсе, юридици сăпачĕсене, уйрăм предпринимательсемпе хресчен (фермер) хуçалăхĕсене патшалăх регистраци тăвассипе документсене илес, регистрацилес, парас енĕпе Елчĕкри нумай функциллĕ центр нарăс уйăхĕнче ĕçе пуçăнчĕ. Хальлĕхе документсен 9 пуххине йышăннă. Вĕсене федерацин налук службин Чăваш Республикинчи районсем хушшинчи 2-мĕш номерлĕ инспекцине йышăннă кунран тепĕр кунне çитеретпĕр.

Юридици сăпачĕсене патшалăх регистрацине тăратма çак документсем кирлĕ: патшалăх енчен регистрацилеме ыйтса çырни (заявлени); юридици сăпатне йĕркелесси çинчен протокол, килĕшỹ е ытти документ; юридици сăпачĕн йĕркелỹ докуменчĕсем (2 экземпляр); 4000 тенкĕ патшалăх пошлинине тỹленине ĕнентерекен документ (квитанци, поручени).

Уйрăм предпринимателе е хресчен (фермер) хуçалăхĕсене регистрацине тăратма çак документсем кирлĕ: патшалăх енчен регистрацилеме ыйтса çырни (заявлени); çын Раççей гражданинĕ пулнине ĕнентерекен документ (паспортăн пĕтĕм страницине копи туни); налук тỹлекенĕн идентификаци номерĕ (ИНН); патшалăх пошлинине 800 тенкĕ тỹлени çинчен квитанци.

Йĕркелỹ докуменчĕсене улшăнусем кĕртес, юридици сăпачĕсене пĕтерес тесен патшалăх пошлинине 800 тенкĕ тỹлемелле. Анчах кунта уйрăмлăх пур: панкрута тухакан предприятине, организацине пĕтернĕ чухне урăх йĕркепе тỹлеттереççĕ. Енчен те уйрăм предприниматель ĕç-хĕле пăрахас тесен, патшалăх пошлинине 160 тенкĕ тỹлемелле.

Нумай функциллĕ центр специалисчĕсем, кирлĕ пулсан, заявлени çырма пулăшаççĕ. Патшалăх регистрацине пурнăçласа е хирĕçлесе паракан хатĕр документсен 5 ĕç кунĕ хушшинче çитереççĕ. Нумай функциллĕ центр налуксем енĕпе ытти пулăшу та парать. Çакă Комсомольскине кайса çỹрессинчен хăтарать, çынсен вăхăтне перекетлет, çавăнпа центр çынсене çăмăллăх кỹрес енĕпе пулăшма хатĕр. Çавăн пекех вĕсем 2-57-09 телефонпа та шăнкăравласа хурав илме пултараççĕ.

Нумай функциллĕ центр 8.00 - 17.00, шăмат кун 9.00 - 13.00 сехетсенче ĕçлет. Вырсарни кун - кану кунĕ.

Л.ВИКТОРОВА,

Елчĕкри нумай функциллĕ центр директорĕ.

Источник: "Елчĕк Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика