01 июня 2013 г.
Елчĕкри нумай функциллĕ центрăн пурлăхпа техника никĕсĕ пуянланса, муниципалитет пулăшăвĕсен шайĕ ỹссе пырать.
Право информацийĕн калăпăшне ỹстерес тĕллевпе кунта нумаях пулмасть информаципе правăн "Система ГАРАНТ" терминалне вырнаçтарнă. Унта Раççей саккунĕсем, вĕсене ăнлантарнисем, консультацисем туллин пур. Çавăн пекех терминалта Чăваш Республикин саккунĕсене, тĕрлĕ суд практикине, отрасльсенчи саккунсене те тупма пулать. Комплекта электронлă справочниксен информаци блокĕсем - саккунсен проекчĕсем, Раççей гаранчен архивĕсем, йышăнусен энциклопедийĕсем - килĕшỹсем, патшалăх заказĕ, право докуменчĕсен формисем, бухгалтерпа кадрсем енĕпе ĕçлекенĕн пысăк библиотека, юристăн библиотеки, саккунсене ăнлантарни тата ытти те кĕрет.
Муниципалитет пулăшăвĕсен калăпăшĕ те сахал мар.
Кунта тĕрлĕ документсене (ордерсем, çурт кĕнекинчен çырса илни, справкăсем) параççĕ. Тĕрлĕ майпа усă курма çĕр лаптăкĕсем илесси пирки консультацисем иртереççĕ, документсен копийĕсене çирĕплетеççĕ.
Ачасен канăвне йĕркелес, тỹлĕвсер вĕренỹ пирки те информаци илме май пур.
Çурт-йĕр тăвассипе пулăшу, çамрăк çемьесене субсиди, вĕтерансене социаллă тỹлев памалли йĕркесене те пĕлме пулать.
Нумай функциллĕ центр Елчĕкри тĕп библиотека çуртĕнче, пĕрремĕш хутра вырнаçнă. Хăвăра кăсăклантаран ыйтусемпе кĕрсе тухма сĕнетпĕр.
Л.Викторова
Райгазета "Елчĕк Ен"
Источник: "Елчĕк Ен"