Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Центр уçăлнă

27 апреля 2013 г.

    Вăхăт малалла шунă май пурнăçа та улшăнма хистет. Чылайăшĕ асăрхарĕ пулĕ, юлашки вхăтра патшалăх тата муниципалитет пулăшăвĕсене электронхатĕрĕсемпе илесси аталанса пырать.Çак тĕллевпе Елчĕкри тĕп библиотека çуртĕнчи пĕрремĕш хутра патшалăх тата муниципалитет пулăшăвĕсене паракан нумай функциллĕ центр уçăлнă.

  Ăна ухма район пуçлăхĕ - районти Депутатсен пухăвĕн председателĕ Р.Молодова, район администрацийĕн пуçлăхĕн пĕрремĕш çумĕ-вĕренỹ тата çамрăксен политикин пайĕн ертỹçи Л.Левый, Раççей Пенси фончĕн Елчĕк районĕнчи управлениĕн ертỹçи З.Яковлева, район администрацийĕсен, организцисемпе учрежденисен ертỹçисем, ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсем хутшăннă.  

   Патшалăх тата муниципалитет пулăшăвĕсене нумай функциллĕ центрăн директорĕ Л. Викторова тĕллевĕсемпе паллаштарнă. Центра район администрацийĕн 2012 çулхи юпа уйăхĕн 9 - мĕшĕнчи йышăнăвĕпе килĕшỹллĕн йĕркеленĕ.

    Центра уçнă савăнăçлă самантра тухса калаçакансем палăртнă тăрăх,уйрăм çыннăн е юридика сăпачĕн тивĕçлĕ документсем илес тесен, тĕрлĕ учрежденисене çитме тивет. Урăхла каласан, хаклă вăхăт сахал мар çухалать. Çавăнпа "пĕр чỹрече" принцип анлă çул тупмалла. Центр тĕрлĕ шайри ведомствăсемпе тачă çыхăнса пысăк пахаллă патшалăх тата муниципалитет пулăшăвĕсене илессине хăвăртлатать. Хальхи вăхăтра муниципалитетăн 22 пулăшăвне илме май пур. Малашне вĕсен йышĕ те ỹсĕ.

   Р. Молодова, Л.Левый тата ыттисем палăртнă тăрăх, нумай функциллĕ центра уçни административлă реформăна пурнăçа кĕртессинче паллă вырăн йышăнать, муниципалитет, регион, федераци шайĕсенчи пулăшусене илме май парать, çынсен пурнăçĕн пахалăхне çỹллĕ шая çĕклет. Районта кашни пурăнакан тĕрлĕ пулăшусемпе усă курассине шанса тăраççĕ.

   Специалистсем пĕрремĕш çынна та йышăнчĕç. А. Салабайкина муниципалитет пулăшăвне илес тĕллевпе заявлени çырнă, кирлĕ хутсене тăратнă. Унăан ыйтăвне регламентпа килĕшỹллĕн кĕске вăхăтра татса параççĕ.

Райгазета "Елчĕк Ен"

Источник: "Елчĕк Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика