Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Пулăшу парасси ỹсет

07 сентября 2013 г.

    Елчĕкре вырнаçнă патшалăх тата муниципалитет пулăшăвĕсемпе тивĕçтерекен нумай функциллĕ центр халăха тĕрлĕ енлĕ пулăшу сĕнет.

        Çак кунсенче центрта социаллă хỹтлĕх пайĕ сĕнекен пулăшусемпе усă курас тĕллевлĕ граждансенчен (ачашăн уйăхсерен тата ача-пăча çуралсанах, çурт-йĕрпе коммуналлă пул ăшусемшĕн, ĕç ветеранĕсемпе тыл ĕçченĕсене тивекен тỹлевсене илме) заявленипе пĕрле кирлĕ документсем йышăнма пуçларăмăр.

   Çывăх вăхăтра пирĕн центр урлă патшалăх пулăшăвĕ сĕнекен ведомстăвсемпе министерствăсен йышĕ хутшăнать. Чăваш Республикин Экономика аталанăвĕн, Промышленноç тата суту-илỹ министерствисен, Федерацин патшалăх регистраци, кадастр тата картографи, миграци, суд приставĕсен службисен, Раççей Пенси фончĕн, Налук службин Чăваш Республикинчи управленийĕн, Чăваш Республикинчи шалти ĕçсен, Сывлăх сыхлавĕпе социаллă аталану министерствисен, Чăваш Республикинчи патшалăх ĕç инспекцийĕн пулăшăвĕсемпе усă курас текенсенчен заявленисемпе кирлĕ документсем йышăнма тытăнатпăр.

        Нумай функцилле центр урлă малашне те эрех-сăра сутма ирĕк паракан лицензи, Раççей Федерацийĕн е ют çĕр-шыв паспортне илнĕ тата улăштарнă, хресчен (фермер) хуçалăхĕ е харкам хăй ĕçне йĕркеленĕ чухне документсене, ытти пулăшусене илме пулать. Уйрăм çынсемпе оргнизацисем хăйсен парăм пуррипе çуккине тĕрĕслеме, çул-йĕр правилисене пăснăшăн тивекен штрафсем тата вĕсен виçи пирки пĕлме пултараççĕ.

       Аса илтеретпĕр, пирĕн центр Елчĕкри тĕп библиотекăра, 1-мĕш хутра вырнаçнă. Ыйтусем пулсан 2-57-09 ыйтса пĕлме пулать.

Л. Викторова центр ертỹçи

Райгазета "Елчĕк Ен"

Источник: "Елчĕк Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика