Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Пулăшусемпе тивĕçтеретпĕр

24 августа 2013 г.

  Раççей Президенчĕн 2012 çулхи çу уйăхĕн 7-мĕшĕнчи "Патшалăх управленийĕн тытăмне çĕнетмелли тĕп направленисем çинчен" Указĕ çĕнĕлĕхсене ĕçе кĕртрĕ. Унпа килĕшỹллĕн Елчĕкре кăçалхи ака уйăхен 25-мĕшĕнче халăха патшлăх тата муниципалитет пулăшăвĕсемпе тивĕçтерекен нумай функциллĕ центр хута кайрĕ. Çак кунсенче эпир нумай функциллĕ центр (электронлă адресĕ _ E-Mail, mfc@yaltch.cap.ru) ертỹçипе Людмила Викторовăпа тĕл пулса тĕрлĕ ыйтусем çине хуравсем илтĕмĕр.

      - Людмила Николаевна, нумай функциллĕ центрĕн тĕп тĕллевĕ мĕнлерех?

    - Центрăн тĕп тĕллевĕ - халăха, предприятисемпе организацисене пысăк пахалăхпа тата кĕске вăхăтрах патшалăх е муниципалитет пулăшăвĕсем парасси, административлă регламентпа килĕшỹллĕн палăртнă кунра çынна хатĕр документпа тивĕçтересси. Пирĕн тĕп тивĕçсен шутĕнче çавăн пекех ыйтупа килнĕ çынран административлă регламентпа килĕшỹллĕн ятарлă заявлени тата кирлĕ документсен пуххине тĕрĕс йышăнаса программăра регистацилесси, вĕсене электрон мелĕпе усă курса çак кунах яваплă органсене çитересси те кĕрет. Ведомствăсенчен кĕтекен пулăшусен результачĕсене нумай функциллĕ центра вăхăтлă çитерессине те сăнаса тăма тивет.

      - Хальхи вăхăтра халăха миçе тĕрлĕ тата мĕнле пулăшусемпе тивĕçтеретĕр?

     - Паянхи кун район администрацийĕпе пĕрле муниципалитетăн 22 пулăшăвне çирĕплетнĕ. Вĕсенчен 7-шĕ _ ял тăрăхĕсен, 8-шĕ _ çĕрпе пурлăх хутшăнăвĕсен, 4-шĕ веренỹ тата çамрăксен политикин пайĕн, пĕрерĕшĕ ĕç йĕркелев пайĕн, капиталлă строительство тата пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх пайĕн, архив пайĕн пулăшăвĕсем. Çавна май пирĕн центр урлă çемье йышне кăтартакан, кил-хуçалăх кĕнекинчен çырса илнине палăртакан справкăсем илме заявлени çырма, ачана ача садне вырнаçтарнă чух мĕнле документсем хатĕрлемеллине пĕлме пулать. Центр урлă çавăн пекех çурт-йĕр условийĕсене лайăхлатас ĕçре патшалăх пулăшăвĕпе усă курма ирĕк пур граждансене учета илетпĕр, 16 çул тултарсан мăшăрланма ирĕк илме заявлени çырма пулать тата ытти пулăшусене сĕнетпĕр.

      -Малашлăх теллевĕсем мĕнлерех?

  - Авăн уйăхĕн 2-мĕшĕнче Патшалăх тата муниципалитет пулăшăвĕсене паракан нумай функциллĕ центр халăха патшалăх пулăшăвĕсемпе тивĕçтерес тĕллĕшпе Чăваш Республикин Экономика аталанăвĕн, промышленноç тата суту-илỹ министерствисен автономлă учрежденийĕсемпе, Федерацин патшалăх регистраци, кадастр тата картографи службин, миграци службин, суд приставĕсен службин, Раççей Пенси фончĕн, налук службин Чăваш Республикинчи управленийĕсемпе, Шалти ĕçсен Чăваш Республикинчи министерствипе,Сывлăх сыхлавĕпе социаллă аталану министерствипе, Экономика аталанăвĕн министерствипе, Промышленноç тата суту-илỹ министерствипе, Чăваш Республикинчи патшалăх ĕç инспекцийĕпе ятарлă килĕшỹсем çирĕплетрĕ. Çывăх вăхăтра çак асăннă министерсвăсемпе ведомствăсен пулăшăвĕсен административлă регламенчĕсене ятарлă программăна кĕртес ĕçе вĕçлемелле. Çакă халăха патшалăх пулăшăвĕсемпе пĕр вырăнтах тивĕçтерме,вăхăта перекетлеме май парать.

     - Эсир сĕнекен пулăшусем тỹлевлĕ-и?

     - Пулăшусем тỹлевсĕр. Çапах та Федераци саккунĕпе килĕшỹллĕн, хăш-пĕр пулăшусемшĕн патшалăх пошлини тỹлеме тивет.

     -Сирĕн центра пулăшу ыйтса пыракансен йышĕ пысăк-и?

     -Паянхи кун тĕлне пурĕ 78 çынна кирлĕ документпа тивĕçтернĕ, 38-шне патшалăх пулăшăвĕн порталĕнче регистрациленме пулăшнă, ытти 141 çын тĕрлĕ ыйтусем çине тулли хуравсем илнĕ. Малашне пулăшусен шайĕ ỹснĕ май, халăх йышĕ те ỹссе пырасса шансах тăратпăр.

    Центрта (вăл Елчĕкри тĕп библиотекăра, 1-мĕш хутра вырнаçнă) эпир кашнинех ырă сунса кĕтетпĕр, е граждансем 8(83549)2-57-09 телефонпа шăнкăравлама пултараççĕ.

Е.ПЕТРОВА калаçнă.

Райгазета "Елчĕк Ен"

Источник: "Елчĕк Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика