Чебоксарский международный кинофестиваль 2012ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Куракансен чунне витерĕç-ши?

26 мая 2012 г.

 

Шупашкарти Пĕтĕм тĕнчери кинофестиваль уçăлас умĕн çак мероприятин тĕп режиссерĕ Сергей Лаврентьев пресс-конференци ирттерчĕ. Жюри членĕсемпе паллаштарчĕ вăл. Павел Финн сценарист /жюри председателĕ/, Вячеслав Сачков оператор-постановщик, Алла Гербер кинокритик, Елена Чижова прозаик, Андрей Эшпай режиссер конкурса тăратнă 11 кинофильма хак парĕç. Республикăра пурăнакансем çак ĕçсене халĕччен курман. Унсăр пуçне кинофестиваль йĕркелÿçисем халăх юратакан фильмсене те илсе килнĕ. Кинотеатрсене тÿлевсĕр кĕртни пирки маларах çырнăччĕ.

- Çапах та пур фильма та çитсе курма çук. Камăн ĕçĕпе паллашма сĕнетĕр? - кăсăкланчĕç журналистсем.

- Конкурс пуçланиччен çакăн пирки калаçни килĕшÿсĕр. Никама та айккине тĕксе хăварас килмест, - палăртрĕ Сергей Лаврентьев. Паллах, вăл е ку ĕç кашни куракана килĕшмесен те пултарать.

1959 çулта пуйăспа Барнаула кайнă чухне Чăваш Ен витĕр иртнине аса илчĕ Павел Финн. Çавăн чухне Геннадий Айхипе паллашнă вăл. Каярах паллă сăвăçăн ывăлĕ Алексей Айхи унăн кинофильмĕсем валли кĕвĕ çырнă.

- Шупашкар илемĕ, лăпкăлăхĕ, çынсен тараватлăхĕ, ырă кăмăлĕ хăнасене илĕртет. Тин çеç Германирен таврăннине пăхмасăрах Чăваш Республикине килсе çитрĕм, - терĕ Алла Гербер. Раççейĕпех, çав шутра Мускавра та, кинотеатрсене халăх сахал çÿренĕшĕн пăшăрханса калаçрĕ вăл. Сăмах май, Алла Ефремовна кино çинчен 1000 статья çырнă. Хĕрарăм хăйĕн ĕçĕсене пĕр кĕнекене пуçтарасшăн.

Кинофестиваль йĕркелÿçисем хальхи фильмсен шайĕ пирки те сăмах пуçарчĕç. Телекурав пахалăхсăр фильмсем çавăрттарни çинчен калаçрĕç вĕсем. Чуна витерекенни вара айккинче юлать.

Шупашкара илсе килнĕ фильмсем куракансен кăмăлне тивĕçтерĕç-ши?


Вăрçă ахрăмĕ

Александр Колмогоров ÿкернĕ “Связь времен” фильма программа директорĕ Сергей Лаврентьев хăй илсе килнĕ. Экран çинчен çухалнăскерĕн копине киноархивран илнĕ. “Çакăнта Тăван çĕр-шывăн Аслă вăрçине урăх куçпа хаклани пур. Куракан çĕнĕлĕх тупасса шанас килет”, - кино пуçланиччен сăмах илчĕ вăл.

Унта икĕ вăхăта сăнланă. 1943 çулта вырăс тата нимĕç аманнă офицерĕсен чиркÿре сипленме тивет. Пĕр пĕриншĕн тăшмана çаврăннăскерсен, паллах, юнашар пурăнма йывăр. Иккĕшĕ те çакăнта канлĕх тупнă ачаллă хĕре юратса пăрахаççĕ. Анчах та вăрçă вăхăтĕнче халăхран пытанса хăтлăх тупаймăн. Лейтенатсен кун-çулĕ вăхăтсăр татăлать, çапах та вĕсем Настьăпа унăн ывăлĕн Ваньăн пурнăçне çăлса хăвараççĕ.

Аслă вăрçăра çĕнтернĕренпе 67 çул иртсен те вутлă тăвăл ахрăмĕ канăç памасть. Халĕ те çав вăхăтри гранатăсем çурăлаççĕ. Шăпах çак пулăмпа çыхăннă та кунти ĕç-пуç. Çапăçу хирĕнче выртса юлнă ашшĕсем хальхи вăхăтра Мускавра тата Германире пурăнакан мăнукĕсемпе çыхăну йĕркелесшĕн тейĕн. Тем каласшăн вĕсем...

Ман шухăшпа, ку фильм тĕрлĕ ăру çыннишĕн кăсăклă.


Марина ТУМАЛАНОВА


Çĕнĕ сăнарсем кирлĕ

Çу уйăхĕн 21-мĕшĕнче Шупашкарта Пĕтĕм тĕнчери кинофестиваль уçăлчĕ. Кăçалхипе Чăваш Ен хăнасене пиллĕкмĕш хут йыхравларĕ. Çулсерен кинофестивале хутшăнакансем чăваш çĕрĕ çинче пурăнакансене тĕнчипе палăрма ĕлкĕрнĕ е пачах никам та курманпа пĕрех картинăсем илсе килсе кăтартаççĕ. Йăлана кĕнĕ пекех кинофестиваль “Çеçпĕл” кинотеатрта уçăлчĕ.

- Хисеплĕ кино кăларакансем, ăна юратакансем, хаклакансем, Чăваш çĕрĕ çине килнĕ хăнасем! Сире пурне те уяв ячĕпе саламлатăп! Çак кунсенче эпир асра юлакан киносем курасси пирки пĕрре те иккĕленместĕп. Кинофестиваль пирĕн культурăшăн питĕ пĕлтерĕшлĕ. Вăл хускатакан çивĕч ыйтусем халăх йăли-йĕркине сыхласа хăварма, çамрăк ăрăва патриотла воспитани парса ÿстерме пулăшаççĕ. Кинофестиваль теми - пĕчĕк халăхсен кинематографийĕ. Çакă пирĕн истори, пуянлăх, пурлăх, ăна нимĕнле укçапа та илме çук, - терĕ Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев пухăннисене саламласа.

Шупашкарти кинофестивалĕн жюри председательне, сценариста, РСФСР искусствăсен тава тивĕçлĕ ĕçченне Павел Фина та сăмах пачĕç.

- Пире ăшшăн кĕтсе илнишĕн сире, Чăваш Ен халăхне, пысăк тав, - терĕ вăл. - Хăть те мĕнле жюри çине те пысăк тивĕç тиенет. Йăнăшма питĕ çăмăл, мĕншĕн тесен тĕрлĕ ĕçре тăрăшакансем пухăннă, кашниех хăйне евĕр куçпа пăхать, хăйне май хаклать. Çавăнпах пирĕн тивĕç - тĕрĕс хак парасси. Сисĕнмесĕр иртекен çак кунсем пирĕн асра, культурăра йĕр хăварасса шанас килет, - пĕлтерчĕ Павел Константинович.

- Фестиваль ытларах та ытларах аталанать. Ун пирки пĕлекенсен йышĕ те ÿссех пырать, - палăртрĕ Шупашкарта иртекен Пĕтĕм тĕнчери кинофестивалĕн илемлĕх ертÿçи Сергей Лаврентьев.

Кинофестиваль президенчĕ Карен Шахназаров хăй килсе çитейменрен уяв ячĕпе экран çинчен саламларĕ.

Мероприяти “Кинофестиваль” /режиссерĕ Василий Пичул/ кинофильмпа малалла тăсăлчĕ. “Фестивальсен фестивалĕ” программăна кĕрекенскер вăл. Конкурса хутшăнакан киносемсĕр пуçне ытти программăсемпе те кăтартаççĕ-çке картинăсене.

Чуна уçса калаçас килсен...

Паллă режиссер Али Хамраев 75 çул тултарнă ятпа унăн хăш-пĕр кинофильмне кăтартрĕç. 2003 çулта ÿкернĕ “БоБаБу” ĕçе “Мир Луксорта” курма май пулчĕ.

- Хаклă юлташсем, эпĕ сире курма питĕ хавас, - терĕ Али Иргашалиевич Шупашкара йăл кулă хули тесе палăртнă май. - Эпĕ кунта пĕрремĕш хут. Тÿрех калам, Шупашкар кăмăла кайрĕ. Кинофестивале килсе курма сĕнсен эпĕ тÿрех килĕшрĕм, мĕншĕн тесен манăн кин - чăваш. Эпĕ хулана çитсен тăвансене шăнкăравлатăп тесе шухăшланăччĕ, анчах Земфира Николаевна вакун умĕнчех кĕтсе илчĕ, - ăшшăн сăмахларĕ вăл кино пуçланас умĕн куракан умне тухса. - Кино ÿкернипе плов пĕçерме пĕлнисĕр пуçне эпĕ урăх нимĕн тума та пĕлместĕп, - шÿтлерĕ кăмăллă хăна. - Тепĕр чухне çывăх çынпа чуна уçса калаçас кăмăл çуралать. Автор кинофильмне шăпах чун уçса калаçни теессĕм килет. Кашни çынна шалта мĕн пулса иртнине каламастăн вĕт. Енчен те режиссер кăмăл-туйăмне уçма килĕшет тĕк - вăл сирĕнпе уççăн та таса чунпа калаçать, - палăртрĕ режиссер, сценарист. - “БоБаБу” пирки калас пулсан Библире “Çывăх çыннăн арăмĕ çине ан пăх”, - тенĕ. Коранра тата та çирĕпрех çырнă: “Аçăрăн хĕрарăмĕсене нихăçан та качча ан илĕр”, - тенĕ. 13 страница сценари çыртăм. Пĕр диалогсăр. Сюжечĕ тăрăх та çынсен унта нимĕн пирки те калаçма та кирлĕ мар. Ашшĕпе ывăлĕ пĕр пĕрне сăмахсăрах ăнланаççĕ. Вилĕмрен хăтарнă хĕрарăм вара вĕсен чĕлхине пачах пĕлмест, - ăнлантарчĕ Али Хамраев куракана.

Кинофестивале илсе килнĕ чылай ĕç халăх умне анлăн тухман-ха. Хăшне-пĕрне вара пирĕн патăмăрта пачах пĕрремĕш хут кăтартаççĕ. Конкурса хутшăнакан “Случайная связь” кинофильм та - халăхра сарăлманнисен йышĕнчен. Ольга Столповская режиссер хатĕрленĕскер хăйне евĕрлĕ пулнине палăртмаллах. Кăткăс сюжета ăнланма та çăмăлах мар. Кинофильмпа паллашнă хыççăн иртнĕ пресс-конференцинче режиссер ĕçе кашниех хăйне евĕр хакланине, ăнланнине палăртрĕ.

Сăмах май, конференцие фильмра тĕп сăнара калăпланă Софья Каштанова актриса, “Которого не было” фильм сценарисчĕ Елена Долгопят та хутшăнчĕç.

- Кинофильмри пур япалана та чăнлăх вырăнне хумалла мар. Хамăн ĕçре пурнăçра хăть те мĕн те ăнсăртран пулса иртнине кăтартасшăн пултăм эпĕ. Тепĕр чухне эпир мĕншĕн шăпах çак çынна качча тухнине, мĕншĕн шăпах çак ĕçре вăй хунине хамăр та пĕлместпĕр. Çак ыйтусен хуравне тупас тесе шухăшăмăрсемпе таçта та çитетпĕр. Чун ыйтнине шыратпăр. Кинофильмри героиня та хăйне тупас тет. Çавăнпах тĕрлĕ вырăна лекет те, - ăнлантарма тăрăшрĕ режиссер.

- Пурнăç аталаннă май киноискусство та унран юлмасть. Çавăнпах паян çĕнĕ сăнарсем кирлĕ, тарăн шухăша яма пултарччăр вĕсем, - шухăшне палăртрĕ Виктория Щербань кастинг-директор.

Татьяна НАУМОВА

Источник: "Чăваш хĕрарăмĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика