Чебоксарский международный кинофестиваль 2012ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Кинофестиваль ĕçне вĕçлет

26 мая 2012 г.

 

Майăн 21-мĕшĕнчен пуçласа паянхи кунччен Шупашкарта Пĕтĕм тĕнчери кинофестиваль иртет. Паян унăн юлашки кунĕ. Фестивальти конкурса халиччен пирĕн патăмăрта кăтартман 11 кинофильма тăратнă. Вĕсене паллă сценарист П.Финн (жюри председателĕ), В.Сачков оператор-постановщик, А.Гербер кинокритик, Е.Чижова прозаик, А.Эшпай режиссер тата сценарист хак парĕç.

Кинофестиваль программипе килĕшÿллĕн тĕп хуламăрти тата районсенчи кинотеатрсемпе культура çурчĕсенче тĕрлĕ фильм кăтартнă, Раççей киноискусствин ăстисемпе тĕл пулусем, калаçусем ирттернĕ. Фестивальте çавăн пекех çĕршывăмăрта çеç мар, тĕнчипе палăрнă фильмсемпе те киленме май пулнă.

Калăпăр, «Фауст» (режиссерĕ А.Сокуров) 2011 çулта Венецире иртнĕ «Ылтăн арăслан» кинофестивалĕн премине, «Безразличие» (унта Ф.Бондарчук вылять) пĕлтĕр «Кинотаврăн» гран-прине тивĕçнĕ. «Гусарская баллада» е Леонид Гайдайăн фильмĕсене халăх еплерех килĕштерни вара сăмахсăрах паллă.

Фестивальте чăннипех те хăйне евĕрлĕ ĕçсем кăтартаççĕ. Тарăн тишкерме, пурнăçа пачах урăх енчен курма вĕрентекенсем тесен те юрать вĕсене. Хăш-пĕрне ăнланма, ăс-тăна вырнаçтарма та çăмăлах мар.

Шăпах çакăн йышши фильм илсе килнĕ те пирĕн пата О.Столповская режиссер. «Çеçпĕл» кинотеатрта унăн «Случайная связь» ĕçне курнă хыççăн журналистсене пресс-конференцие пухнă. Унта Ольга Борисовна, тĕп сăнара калăпланă С.Каштанова, Н.Вагонова продюсер, кастинг-директор В.Щербань, çавăн пекех «Которго не было» фильм спенарисчĕ Е.Долгопят хутшăннă.

- Кинофильмри пур япалана та чăнлăх вырăнне хурса йышăнма кирлĕ мар. Пурнăçа вăл тĕрлĕ тĕслĕх урлă уçса парать. Хамăн ĕçĕмпе тĕнчере кирек мĕн те ăнсăртран пулса иртет тесе каласшăн. Пурнăç - çав тери кăткăс япала. Калăпăр, тепĕр чухне эпир мĕншĕн шăпах çак çынна качча тухнине, мĕншĕн çак ĕçре тăрăшнине хамăр та пĕлместпĕр. Чунăмăра кирлине тупас тесе таçта та çитетпĕр, ыйтусен хуравне шыратпăр. Укçа ĕçлесе илтĕм те çăмăл автомашина туянас вырăнне хăйне евĕрлĕ сăнав фильмĕ калăплас терĕмĕр. Пурнăçра тĕл пулакан тĕрлĕ лару-тăрăва уйрăм ÿкертĕмĕр те кайран пурне те пĕрле сыпăнтартăмăр, - калаçăва пуçланă О.Столповская.

Пурнăç аталаннă май киноискусство та унран юлмасть. Çавăнпа та пире паян урăхларах, çĕнĕ сăнарсем кирлĕ. Ăслă та, илемлĕ те пултăр вăл, куракана хăйĕн патне турттăр.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика