30 мая 2012 г.
Майăн 26-мĕшĕнче Шупашкарта Пĕтĕм тĕнчери V кинофестиваль вĕçленнине халалланă мероприятисем – пресс-конференци тата çĕнтерÿçĕсене палăртакан уяв каçĕ – иртрĕç.
Чăваш наци библиотекинче кинофестиваль пĕтĕмлетĕвĕсене халалланă пресс-конференцире жюри членĕсем паянхи кино шăпи пирки калаçрĕç. Шупашкарта пурăннă кунсем мĕнле туйăмсем хускатнипе паллаштарчĕç. Палăртмалла, пирĕн тĕп хула хăнасене килĕшнĕ, май пулсан вĕсем кунта хаваспах тата килме хатĕррине пĕлтерчĕç.
Фестивалĕн кăçалхи программине Раççейре кăна мар, ют çĕр-шывсенче е пĕрле ÿкернĕ кинофильмсене кĕртнĕ, кураканăн халĕччен ниçта та курман ĕçсемпе паллашма май пулнă. Кино юратакансем 40 ытла картина курнă, вĕсенчен 11-шĕ – конкурс программине кĕртнисем. Сăмах май, кăçалхи кинофестивальре куракансен йышĕ тĕп хуларах 10 пин ытла пулнă, фильмсене Шупашкарсăр пуçне Çĕнĕ Шупашкарта, Канашра, Çĕмĕрлере тата Красноармейски районĕнче кăтартнă.
Кинофестиваль пĕтĕмлетĕвĕсемпе "Чи лайăх фильм" ята Раççейре ÿкернĕ "Сибирь.Монамур" картина тивĕçрĕ. Унта тĕп рольсенчен пĕрне – тайгари ялта аслашшĕпе кăна пурăнакан çичĕ çулхи Лешка – вылянă Михаил Процько çамрăк актер амăшĕпе пĕрле Шупашкара çитме май тупнă. Чăваш патшалăх академи драма театрĕнче кинофестивале хупнине халалланă уявра Михаил, асăннă картинăн режиссерĕпе сценари авторĕ Вячеслав Росс Шупашкара çитейменрен, сцена çине икĕ хутчен хăпарса "Анне" статуэткăна илчĕ – чи лайăх фильмшăн тата чи лайăх сценаришĕн.
Чăваш Республикин Пуçлăхĕн Михаил Игнатьевăн ятарлă призне "Презумпция согласия" (Раççей – Таджикистан) фильм тивĕçрĕ. Куракансен кăмăлне кайнă кино – "Связь времен" (Раççей). Прессăн жюрийĕ Финляндире тата Швецире ÿкернĕ "Ирис" фильма суйласа илчĕ. "Арçын рольне чи лайăх вылякан" ята "Презумпция согласия" фильмра ÿкерĕннĕ Рамил Азимов (Шупашкара килнĕ) тивĕçрĕ, "Хĕрарăм рольне чи лайăх вылякан" – Оксана Фандера ("Огни притона" фильмра тĕп роле калăпланă, Шупашкара килеймен).
Уяв каçĕнче Мускавран килсе çитнĕ паллă хăнасем хушшинче Андрей Ургантпа Сергей Фетисов актерсене, Анна Миклош актрисăна курма пулчĕ.
Источник: "Пирěн пурнăç"