01 июня 2012 г.
Пĕтĕм тĕнчери V кинофестиваль шайĕнче кăçал 100 ытла мероприяти иртнĕ, 30 ытла кинокартина кăтартнă, унта 40 ытла актер, режиссер, сценарист, киновед... хутшăннă.
Иртнĕ шăмат кун К.В.Иванов ячĕллĕ Чăваш патшалăх академи драма театрĕнче вăл савăнăçлă лару-тăрура хупăнчĕ. Унăн пĕтĕмлетĕвĕсем вара çапларах: Республика Пуçлăхĕн парнине Фарход Абдуллаев лартнă «Презумпция согласия» фильм тивĕçрĕ (Раççей – Таджикистан). «Куракансем килĕштернĕ фильм» ята Алексей Колмогоров ÿкернĕ «Связь времен» кинолентăна панă.
Тĕп жюрипе пĕрлех пресса жюрийĕ те ĕçленĕ. Вăл хăйĕн парнине Швеципе Финлянди пĕрле ÿкернĕ «Ирис» (режиссерĕ Ульрика Бенгтс) драма тивĕçлĕ тесе йышăнчĕ. «Иккĕмĕш планри рольшĕн» номинацире «Случайная связь» трейлерти Наталья Коляканова тивĕçнĕ. «Хĕрарăм рольне чи лайăх калăплакан» номинацире «Огни притона» (режиссерĕ Александр Гордон) Оксана Фандера çĕнтерчĕ. «Арçын рольне чи лайăх калăплакан» ят Рамил Азимова («Презумпция согласия») пÿрчĕ.
«Чи лайăх оператор» – «Ирис» фильма ÿкернĕ Роберт Нордстрем. «Чи лайăх сценари» номинаципе «Сибирь. Монамур» сценаристне Вячеслав Роса (режиссерĕ те хăй) çитекен пулмарĕ.
«Илемлĕ фильмăн чи лайăх режиссури» номинацире «Рай для мамы» ĕç режиссерне Актан Арым Кубата (Кăркăсстан) тĕп парнепе палăртрĕç. Михаил Процько сцена çине гран-при илме хăпарчĕ.
Источник: "Тăван ен"