Чебоксарский международный кинофестиваль 2012ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Хăнара — Сергей Фетисов артист

01 июня 2012 г.

 

Çу уйăхĕн вĕçĕнче Шупашкар Раççей кино тĕп хули пулса тăнине хăнăхрăмăр ĕнтĕ. Акă кăçалхи майăн 22—26-мĕшĕсенче те кунта каллех Пĕтĕм тĕнчери кинофестиваль ĕçлерĕ. Хальхинче ăна, 5-мĕш хут иртнĕскере, пĕчĕк халăхсен кинематографне халалланă.

Куракансем кинофестиваль вăхăтĕнче интереслĕ фильмсем пăхрĕç, актерсемпе тата режиссерсемпе тĕл пулусем иртрĕç. Кăмăл тăвакансем кунпа пĕрлех Раççей историйĕн çулталăкне халалланă ретроспективлă фильмсене те курма пултарчĕç.

Пирĕн район “Чăваш Республикин 2012 çулхи культура территорийĕ” конкурс çĕнтерÿçи пулса тăнă май, фестиваль хăни — 2008 çулта Раççей тава тивĕçлĕ артисчĕ ята тивĕçнĕ театрпа кино артисчĕ С. Фетисов çу уйăхĕн 25-мĕшĕнче Трак енре пулчĕ. Сергей Васильевич каçхине ял тăрăхĕсем хушшинчи информаципе культура центрĕнче куракансемпе курнăçрĕ. Шел те, “чĕрĕ” артиста курма халăх сахалтарах пухăнчĕ. Тĕлĕнмелли вара, чăн та, чылай пулчĕ.

С. Фетисов 1952 çулхи августăн 12-мĕшĕнче Орел хулинче çуралнă, халĕ те унтах пурăнать, кунти муниципаллă “Русский стиль” театрăн ертсе пыракан актерĕ. Кинора 44 тата театрта 100 ытла роль калăпланипе палăрнă. Ачаран пултарулăхне туптанăскер, Ярославльти театр училищинче, ГИТИСра А. Папановпа О. Релиз преподавательсем патĕнче вĕреннĕ.

Сергей Васильевич пирĕн районăн тĕп сцени çинче те хăйне чăн-чăн артист евĕр тытрĕ, хăй вылянă фильмсен сыпăкĕсемпе паллаштарчĕ, вăхăт-вăхăт шÿтлерĕ те.

Ăна район администрацийĕн пуçлăхĕ А. Шестаков ăшшăн саламларĕ, “Красноармейский район. Люди и судьбы” кĕнеке парнелерĕ.

Унтан куракансем С. Фетисов вылякан “БАгИ” фильма (Раççей, режиссерĕ — Андрей Богатырев) пăхса хак пама пултарчĕç.

Источник: "Ял пурнăçĕ" (Красноармейская районная газета)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика