Чебоксарский международный кинофестиваль 2012ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çăлтăрсемсĕр те кичем пулмарĕ

29 мая 2012 г.

 

Акă Пĕтĕм тĕнчери кинофестиваль те хупăнчĕ. Пилĕк кун та пилĕк каç тыткăнларĕ вăл Чăваш Ен тĕп хулинче, Çĕнĕ Шупашкарта, çавăн пекех республикăри чылай районта пурăнакансене. Çак тапхăрта 100 ытла мероприяти иртнĕ, 30 ытла кинокартина кăтартнă, унта 40 ытла актер, режиссер, сценарист, киновед... хутшăннă.

Пытарма кирлĕ мар: малтанхи фестивальсемпе танлаштарсан сăпайлăхĕпе уйрăларах тăчĕ вăл. Ытти чухне кама кăна йышăнман: СССР халăх артисчĕ Эльдар Рязанов, Раççей халăх артисчĕсем Ирина Муравьева, Ирина Скобцева, Дмитрий Харатьян, Светлана Дружинина, Анатолий Мукасей, Михаил Ефремов.

Шел те, фестивалĕн президенчĕ - паллă кинорежиссер, «Мосфильм» генеральнăй директорĕ Карен Шахназаров хăй те пулаймарĕ, артистсемпе куравçăсене экранран çеç саламларĕ. Кăçал çав шайри «çăлтăрсем» Шупашкар тĕлне «ÿкеймерĕç». Апла пулин те программа пĕрре те чухăн пулмарĕ. Конкурса тăратнă фильмсемпе пĕрлех «Фестивальсен фестивалĕ» иртрĕ, Леонид Гайдай фильмĕсен каçĕ пулчĕ, киношкул ĕçлерĕ тата ыт. те.

Шăмат кун вара К.В.Иванов ячĕллĕ Чăваш патшалăх академи драма театрĕнче V кинофестиваль савăнăçлă лару-тăрура хупăнчĕ.

Хăнасем хĕрлĕ кавир тăрăх утса хăпарчĕç, вĕсен пичĕ-куçĕ, темшĕн хавхаланупа, савăнăçпа çиçнĕн туйăнмарĕ. Çумăрлă çанталăк кăмăла пăсрĕ-ши? Чаплă, паллă кинофестивальсенчи пек капăр тумлисем те курăнсах каймарĕç. Виçĕ çул каялла Светлана Дружинина тăхăннă çи-пуç халĕ те куç умĕнче-ха та.

Юрĕ, фестиваль патне таврăнар. Вăл вĕçленнипе çыхăннă мероприятие ЧР Пуçлăхĕн Администрацийĕн ертÿçи Александр Иванов хутшăнчĕ. Александр Степанович фестиваль йĕркелÿçисене Чăваш Ен çыннисене кино тĕнчипе çывăхлатма пулăшнăшăн тав турĕ, республика Пуçлăхĕн парнипе килнине пĕлтерчĕ. Ăна Фарход Абдуллаев лартнă «Презумпция согласия» фильм тивĕçрĕ /Раççей - Таджикистан/. Парнене илме сцена çине тĕп роле калăпланă Рамил Азимов хăпарчĕ.

«Куракансем килĕштернĕ фильм» ята Алексей Колмогоров ÿкернĕ «Связь времен» кинолентăна пачĕç.

Тĕп жюрипе пĕрлех пресса жюрийĕ те ĕçлерĕ. Вăл хăйĕн парнине Швеципе Финлянди пĕрле ÿкернĕ «Ирис» /режиссерĕ Ульрика Бенгтс/ драма тивĕçлĕ тесе йышăнчĕ. Шел, ютри хăнасем пулаймарĕç, сцена çине программа дирекцийĕн директорĕ, кинофестивалĕн ÿнер ертÿçи Сергей Лаврентьев хăпарчĕ.

«Иккĕмĕш планри роль» ята «Случайная связь» трейлерти Наталья Коляканова тивĕçрĕ. Шел, Наталья хăй пулаймарĕ. «Анне» статуэткăна ун патне фильм режиссерĕ Ольга Столповская илсе çитерĕ.

«Хĕрарăм рольне чи лайăх калăплакан» номинацире «Огни притона» /режиссерĕ Александр Гордон/ Оксана Фандера çĕнтерчĕ. Вăл та наградăна каярах çын урлă илĕ. «Арçын рольне чи лайăх калăплакан» ята сцена çине маларах хăпарма ĕлкĕрнĕ Рамил Азимов /«Презумпция согласия»/ тивĕçрĕ. Рамил «Анне» статуэткăна алла тытсанах хумханса çапла каларĕ:

- Ку - манăн пĕрремĕш награда. Анне савăнать ĕнтĕ.

Сăмах май, Рамил Азимов Бакура çуралса ÿснĕ. Хальхи вăхăтра Мускав облаçĕнчи Серпухов хулинчи театрта вылять.

«Чи лайăх оператор» ята «Ирис» фильма ÿкернĕ Роберт Нордстрем тивĕçрĕ. «Чи лайăх сценари» номинаципе «Сибирь. Монамур» сценарисчĕ Вячеслав Росс /режиссерĕ те хăех/ çĕнтерчĕ. Наградăна унăн хуçи патне тĕп рольсенчен пĕрне калăпланă Михаил Процько çитерĕ. Миша шкул ачи çеç-ха, фильмра 7 çулти Лешка сăнарне калăпланă. Мишăн ĕмĕчĕ - оператор пуласси.

«Илемлĕ фильмăн чи лайăх режиссури» ята «Рай для мамы» ĕçĕн режиссерне Актан Арым Кубата /Кăркăсстан/ панă. Апла пулин те «Анне» статуэтка малтан Сергей Азимов продюсерпа Казахстана çитĕ, мĕншĕн тесен Шупашкара вăл çеç килнĕ. «Рай для мамы» ĕç пирки «Хыпарăн» иртнĕ номерĕнче хамăн шухăша пĕлтернĕччĕ. Жюри членĕсем те ăна асăрхани савăнтарчĕ. Сергей Азимова Шупашкар, ун çыннисем питĕ килĕшнĕ-мĕн. Кунта ырă, уçă кăмăллă халăх пурăнать терĕ.

Михаил Процько сцена çине иккĕмĕш хут хăпарчĕ. Хальхинче тата пысăк награда - Гран-при илме. Ăна жюри председателĕ Павел Финн пачĕ. «Сибирь. Монамур» драма кинематографăн лайăх енĕсене уçса парать. Пуринчен ытла - ырă усалран ытларах, вăйлăрах пулнине», - терĕ Павел Константинович.

Куравçăсемпе хăнасене Августа Уляндина, Наталья Ильц, Сергей Степанов юрăçсем, «Çеçпĕл» ансамбль чăваш юрри-ташшипе савăнтарчĕç. Тепĕр коллектива пайăррăн палăртасшăн: «Бурановские бабушки» ушкăн хевтипе Шупашкарти «Асаннесем» те пултарулăхра пĕрремĕш утăмсем тума пуçланă.

Источник: "Хыпар"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика