24 мая 2012 г.
Кинофестиваль программипе килĕшÿллĕн тĕп хуламăрти тата районсенчи кинотеатрсемпе культура çурчĕсенче тĕрлĕ фильм кăтартаççĕ, Раççей киноискусствин ăстисемпе тĕл пулусем, калаçусем иртеççĕ. Пирĕн патăмăра халĕччен проката тухман ĕçсене илсе килнĕ пирки эпир пĕлтернĕччĕ. Фестивальте çавăн пекех çĕр-шывăмăрта çеç мар, тĕнчипе палăрнă фильмсемпе те киленме май пур.
Калăпăр, «Фауст» /режиссерĕ А.Сокуров/ - 2011 çулта Венецире иртнĕ «Ылтăн арăслан» кинофестивалĕн премине, «Безразличие» /унта Федор Бондарчук вылять/ пĕлтĕр «Кинотаврăн» гран-прине тивĕçнĕ. «Гусарская баллада» е Леонид Гайдайăн фильмĕсене халăх еплерех килĕштерни вара сăмахсăрах паллă.
Фестивальте чăннипех те хăйне евĕрлĕ ĕçсем кăтартаççĕ. Тарăн тишкерме, пурнăçа пачах урăх енчен курма вĕрентекенсем тесен те юрать вĕсене. Хăш-пĕрине ăнланма, ăс-тăна вырнаçтарма та çăмăлах мар.
Шăпах çакăн йышши фильм илсе килнĕ те пирĕн пата Ольга Столповская режиссер. Ĕнер «Çеçпĕл» кинотеатрта унăн «Случайная связь» ĕçне курнă хыççăн журналистсем пресс-конференцие пухăнчĕç. Унта Ольга Борисовна, тĕп сăнара калăпланă Софья Каштанова, Наталия Вагонова продюсер, кастинг-директор Виктория Щербань, çавăн пекех «Которого не было» фильм сценарисчĕ Елена Долгопят хутшăнчĕç.
- Кинофильмри пур япалана та чăнлăх вырăнне хурса йышăнма кирлĕ мар. Пурнăçа вăл тĕрлĕ тĕслĕх урлă уçса парать. Хамăн ĕçĕмпе тĕнчере кирек мĕн те ăнсăртран пулса иртет тесе каласшăн. Пурнăç - çав тери кăткăс япала. Калăпăр, тепĕр чухне эпир мĕншĕн шăпах çак çынна качча тухнине, мĕншĕн çак ĕçре тăрăшнине хамăр та пĕлместпĕр. Чунăмăра кирлине тупас тесе таçта та çитетпĕр, ыйтусен хуравне шыратпăр. Укçа ĕçлесе илтĕм те çăмăл автомашина туянас вырăнне хăйне евĕрлĕ сăнав фильмĕ калăплас терĕмĕр. Пурнăçра тĕл пулакан тĕрлĕ лару-тăрăва уйрăм ÿкертĕмĕр те кайран пурне те пĕрлĕ сыпăнтартăмăр, - калаçăва пуçларĕ Ольга Столповская.
- Мухтанмастăп: çынсене килĕшрĕ. Мускаври «Художественный», «Пять звезд», «Иллюзион» кинотеатрсенче кăтартрĕç ăна. Халăх хапăл туса çÿрерĕ. Монреальти /Канада/ кинофестивале те хутшăнчĕ, - сăмах хушрĕ Наталия Вагонова.
- Пурнăç аталаннă май киноискусство та унран юлмасть. Çавăнпа та пире паян урăхларах, çĕнĕ сăнарсем кирлĕ. Ăслă та, илемлĕ те пултăр вăл, куракана хăйĕн патне турттăр. Софья Каштанова шăпах çакăн йышшисенчен, - терĕ Виктория Щербань.
- Кинофильмри хирург кам вăл? - кăсăкланчĕç журналистсем.
- Тĕп сăнарăн туйăмĕсене, ыйтăвĕсене татса пама пулăшаканскер.
- Софья, кинофильма эсĕ ахаль çын пек курас тăк ăна еплерех йышăннă пулăттăн? - ыйтрăм унран.
- Тен, хăшĕ-пĕри ăнланмĕ те ăна. Çапах та куракана тарăн, пуян шухăшлă фильмсем ытларах пăхма сĕнес килет.
Источник: "Хыпар"