24 мая 2012 г.
Шупашкарта иртекен Пĕтĕм тĕнчери кинофестиваль /çу уйăхĕн 21-26-мĕшĕсем/ вăхăтĕнче Чăваш патшалăх культурăпа искусствăсен институтĕнче киношкул ĕçлесси пирки хаçатра пĕлтернĕччĕ. Ăна йĕркелес шухăш акă мĕнпе çыхăннă: пулас кинематографистсем асăннă искусствăпа питĕ кăсăкланаççĕ, чăн ăстасен сĕнĕвĕсене тăван хуларах илме май пур-çке.
Киношкул çу уйăхĕн 22-мĕшĕнче уçăлчĕ. Унăн пĕрремĕш хăни - Узбекистан искусствăсен тава тивĕçлĕ деятелĕ, асăннă республикăн Патшалăх премийĕн лауреачĕ Али Хамраев режиссер, сценарист.
Али Иргашалиевич 75 çул каялла Ташкентра çуралнă. ВГИКăн режиссер факультетне пĕтернĕ. Вăл илемлĕ 20 фильм, документлă 40 ытла тата телефильм ÿкернĕ.
Калаçу Хамраев автор киновĕ пирки мĕн шухăшланине пĕлтернинчен пуçланчĕ. Коммерци киновĕ, Али Иргашалиевич палăртнă тăрăх, «искусствăна сутни». Вăл вара тупăш илес тĕллевпе мар, куравçă патне хăйĕн шухăшне çитерес тĕлĕшпе ĕçлет. «Ÿкерме пуçличчен хăвăн умна çакăн пек ыйту лартмалла: «Çынсене мĕн каласа кăтартма пултаратăн? Шухăшласа кăларма мар - каласа пама», - тет режиссер. Пурнăçри пулăмсене ас туса юлма, вĕсене тивĕçлĕ хак пама сĕнчĕ вăл. Акă тĕрлĕ наградăна тивĕçнĕ «БоБаБу» картинăн сценарине Хамраев Библири пĕртен пĕр йĕркене илсе ăна малалла хăйĕн шухăшĕпе аталантарса пынă.
Паянхи кинематографи пирки мĕн шухăшлать-ха Шупашкар хăни? «Чăн-чăн кино çукпа пĕрех, - тет вăл. - Енчен те ÿкерес килет, турă пани пур тăк - ÿкерĕр. Телефон камери çине пулсан та. Хальхи вăхăтри кинематографи çĕнĕ шухăш, вăй, ăнтăлу кĕтет».
Режиссер пулас ăстасене хăйĕн адресне хăварчĕ, ĕçĕсене ярса пама ыйтрĕ. Вĕсем пирки хăйĕн шухăшне пĕлтерме шантарчĕ.
Ĕнер киношкул Олег Ковалев сценариста, актера, киноведа, Фархот Абдуллаев режиссера, актера, Рамил Камил оглы Азимов актера, Елена Долгопят сценариста йышăнчĕ.
Источник: "Хыпар"