18 мая 2012 г.
Май уйăхĕн 21-26-мĕшĕсенче Шупашкарта Пĕтĕм тĕнчери кинофестиваль иртет. Кăçалхипе пиллĕкмĕш хут йĕркелекен мероприяти программипе Чăваш наци библиотекинче иртнĕ пресс-конференцире паллаштарчĕç. Унăн ĕçне программа директорĕ, фестивалĕн пултарулăх ертÿçи Сергей Лаврентьев киновед, фестивалĕн тĕп режиссерĕ Дмитрий Капустин, çавăн пекех ЧР культура министрĕн пĕрремĕш çумĕ Вячеслав Фошин, культура программисен республика дирекцийĕн директорĕ Максим Матросов хутшăнчĕç.
– Программа хатĕр, жюри членĕсем те паллă. Фестивалĕн кăçалхи программине Раççейре çеç мар, ют çĕршывсенче е пĕрле ÿкернĕ кинофильмсене те кĕртнĕ. Кураканăн хальччен ниçта та кăтартман ĕçсемпе паллашма май пулĕ. Уяв «Кинофестиваль» (В. Пичул) фильмпа уçăлĕ. 2008 çулта ÿкернĕ «Радуга» кинофильм (режиссерĕ В. Чепрасов) тата «БАгИ» (А. Богатырев) картина премьери шăпах Шупашкарта пулĕ. «Случайная связь» (О. Столповская), «Whisky с молоком» (А. Михайлов, Раççей-Польша) кинофильмсене те Мускавра 2-3 хут çеç кăтартнă.
– Канн фестивалĕпе танлашайман пулин те вăл Мускав хăнисене çав тери килĕшнине палăртмалла. Вĕсем ăна чун ăшăлăхĕпе йышăнаççĕ, кунта хăйсене хăтлă туяççĕ. Çавăнпа та Шупашкара килес текен йышлă, – терĕ Сергей Лазарев журналистсем Мускавра пирĕн фестивале мĕнлерех йышăннипе кăсăкланнине хирĕç.
Чăваш патшалăх культурăпа искусствăсен институтĕнче «Шупашкарти Пĕтĕм тĕнчери кинофестивалĕн кино- шкулĕ» ĕçлĕ. Унта хутшăнас текенсем ятарлă сертификата тивĕçĕç. Куракансем ыйтнипе хăш-пĕр кинофильма икшер хут кăтартĕç. Билетсене кинотеатра сеансчен пĕр кун маларах кайса илмелле, тÿлевсĕр валеçĕç.
Кам? Шупашкарти фестивале Раççей кинематографи «çăлтăрĕсенчен» Игорь Верник, Александр Лазарев-кĕçĕнни, Сергей Фетисов, Оскар Кучера, Евгений Герасимов, Дмитрий Астрахан, Ирина Апексимова тата ыттисем те хутшăнĕç. Карен Шахназаров та пирĕн патăмăра çитме палăртнă.
Ăçта? «Çеçпĕл», «Мир Луксор», «Атăл», «Синема-5» кинотеатрсем, «Каскад» кинокомплекс, «Салют», П.П. Хусанкай тата Трактор тăвакансен культура керменĕсем, ЧР Патшалăх электрон тата кинодокументаци архивĕн кинозалĕ куракансене хаваспах йышăнĕç.
Источник: "Тăван ен"