11 мая 2012 г.
«Фильм – кичемлĕхе тĕппипех хăваласа кăларнă пурнăç», – тенĕ Альфред Хичкок. Чăнах та, лайăх кино никама та сÿрĕк хăвармасть. Самантлăха хамăр пирки манса, кулленлĕхрен пăрăнса тепĕр тĕнчене, урăх чăнлăха путатпăр, геройсемшĕн чунтан пăшăрханатпăр. Фильмсем пурнăçа хаваслăрах, нумай енлĕрех тăваççĕ, вăл е ку событие сăнласа ĕмĕрлĕхе хăвараççĕ. Историн пĕр-пĕр тапхăрне çитсе ÿкесси те ним те мар. Кашни хăйне кирлине суйлать.
Халăхсем хушшинчи кинофестиваль кăçалхипе Шупашкарта пиллĕкмĕш хут, çу уйăхĕн 21-26-мĕшĕсенче иртĕ. Çавна май çăвăн 4-мĕшĕнче Чăваш наци библиотеки хаçат-журнал, телевиденипе радио ĕçченĕсене пĕрремĕш пресс-конференцие пухрĕ. Сергей Лаврентьев киновед, Дмитрий Капустин фестивалĕн тĕп режиссерĕ, Республикăри культура программисен дирекцийĕн ертÿçи Максим Матросов, ЧР культура министрĕн пĕрремĕш çумĕ Вячеслав Фошин пулас фестиваль çинчен, иртнĕ çулхисенчен вăл мĕнпе уйрăлса тăни пирки каласа пачĕç, журналистсен ыйтăвĕсене хуравларĕç. Ытти çулсенче уява йышĕпе пĕчĕк халăхсен кинематографине халалланă пулсан, кăçал ку тематикăна сахалрах тимлĕх уйăрнă. Çапах Раççейре кăна мар, Казахстанра, Польшăра, Финляндире, Швецире, Таджикистанра, Германире, Украинăра ÿкернĕ картинăсемпе паллашма май пулĕ. Фестивалĕн президенчĕ – «Мосфильм» киноконцернăн генераллă директорĕ Карен Шахназаров.
Конкурса вун икĕ фильм тăратнă. Вĕсене сумлă жюри хаклĕ:
Павел Финн – председатель; сценарист, совет тата вырăс кинодраматургийĕн классикĕ, РСФСР искусствăсен тава тивĕçлĕ ĕçченĕ;
Елена Чижова – çыравçă, «Русский букер» преми лауреачĕ;
Алла Гербер – кинокритик, çыравçă, обществăлла деятель;
Вячеслав Сачков – оператор, ВГИК доценчĕ, Раççей Федерацийĕн искусствăсен тава тивĕçлĕ ĕçченĕ;
Андрей Эшпай – продюсер, режиссер, сценарист.
Кунсăр пуçне тепĕр пилĕк программа та хатĕрленĕ Чăваш Ен кураканĕсем валли: «Фестивальсен фестивалĕ», «Автор киновĕ», «Ачасем валли – кино», Раççей историйĕн çулталăкне халалланă фильмсен ретроспективлă кăтартăвĕ, «Кино каçĕ». Максим Матросов пĕлтернĕ тăрăх, Чăваш патшалăх культурăпа искусствăсен институчĕнче фестиваль кунĕ-сенче ятарлă киношкул ĕçлĕ. Кино ÿкерес ăсталăхпа кăсăкланакансене хапăлласах йышăнĕ вăл. Ăна Татьяна Малыщицкая актриса тата режиссер ертсе пырĕ. Занятисене ирттерме паллă сценаристсемпе кинокритиксем, актерсемпе операторсем хутшăнĕç.
2012 çулхи фестиваль çĕнĕлĕхсем енчен пуян. Халиччен куракан умне пĕртте тухман фильмсем («фильмы-невидимки») йышлă. Тĕслĕхрен, Виктор Чепрасовăн «Радуга», Ольга Столповскаян «Случайная связь», Андрей Богатыревăн «БАгИ» картинисем. «Кинотеатрсенче те, телевиденире те пулман, никама паллă мар фильмсем тупас çирĕп тĕллев лартманччĕ хамăр ума. Анчах кайран сисмесĕрех тенденци пулса тăчĕ ку. Вĕсем пурте шедеврсем мар паллах. Хăшĕ-пĕри сире килĕшмесен те пултарать. Кураканăн хакламалла вĕсене», – сăмахларĕ Сергей Лаврентьев. Ÿкернĕ лентăсене кăтартмасăр упрама юраманни пирки те асăнчĕ вăл. Унсăрăн ĕçĕн – усси, картинăн пурнăçĕ çук. «Курупкара, продюсер путвалĕнче фильм пурăнмасть, çĕрет кăна», – терĕ Сергей Александрович. Фестиваль валли картинăсем шыранă, суйланă чух чылай йывăрлăхпа тĕл пулма тивнĕ иккен. Укçа ыйтăвĕ те самаях такăнтарнă. Çапах ку хыçра ĕнтĕ. «Йăлтах укçа-тенкĕпе виçмелле мар. Фестиваль – аудиторие кинопа паллаштаракан акци. Кинотеатрта çутă сÿнни, экран çуталса кайни – асамлă самант. Килте телевизор умĕнче туяймăн çакна», – хавхаланса калаçрĕ паллă киновед.
Кăçал пирвайхи хут конкурс программинчи фильмсене тепĕр хут та кăтартĕç. Куракансемшĕн питĕ меллĕ те аван ку. Фестиваль Шупашкартан Çĕмĕрле хулипе Красноармейски районне те утăмлать. Мероприятие çу уйăхĕн 21-мĕшĕнче каçхи ултă сехет çурăра «Çеçпĕл» кинотеатрта уçĕç. Конкурс кăтартăвĕсем «Каскад» центрта иртĕç. Ытти фильм-сене вара «Мир Луксор», «Атăл», «Синема 5» кинотеатрсенче, «Салют» тата Трактор тăвакансен культура керменĕсен, электронлă тата кинодокументацин патшалăх архивĕн, Наци библиотекин, «Сосновский» клубăн кинозалĕсенче кăтартĕç. Уява çу уйăхĕн 26-мĕшĕнче вун пилĕк сехетре К.Иванов ячĕллĕ Чăваш патшалăх академи драма театрĕнче хупĕç. Дмитрий Капустин систернĕ тăрăх, церемонисем чаплă, интереслĕ пулмалла. Киноиндустри çăлтăрĕсене те чĕннĕ. Сцена хăйне евĕрлĕхĕ, çĕнĕ номерсем тĕлĕнтерĕç те савăнтарĕç халăха. Вăхăт тупса çитсе курма çеç ÿркенмелле мар. Картинăсен ячĕсем хăйсемех илĕртеççĕ: «Рай для мамы» (режиссерĕ Актан Арам Кубат), «БоБаБу» (Али Хамраев), «Жених с того света» (Леонид Гайдай) тата ыттисем те. Асгар Фархадин «Развод Надера и Симин», Оскара çĕнсе илнĕ Иранри пĕрремĕш фильма пăхма та кăсăклă пулĕ. Мĕнпе палăрса тăрать-ха вăл, мĕнпе тивĕçнĕ çак пысăк наградăна? Тен, ыйтусен хуравĕсем кăткăсах та мар?
Кашни лентăн – хăйĕн историйĕ, геройĕсем. Хăвăра çывăххине, кăмăла каяканнине тупаятăрах вăл йышран. Кун-çулăр çине урăхла куçпа пăхма, тĕнче курăма улăштарма хистекеннисем те паха. Пурнăçа тишкерме нихăçан та кая мар.
Источник: "Тантăш"