Чебоксарский международный кинофестиваль 2011ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Татьяна Яковенко: «Мускавран аякри çынсем ырăрах…»

10 июня 2011 г.

Раççей тава тивĕçлĕ артисчĕ, пултаруллă продюсер Татьяна Яковенко кăçал Шупашкарта иртнĕ Тĕнче кинофестивальне хутшăнни пирки вулакан пĕлетех-тĕр. «Люди добрые» кинокартина Чăваш Енре унăн режиссура дебючĕ пулчĕ. Чăннипех те ырă, уçă кăмăллă актриса пирĕнпе сăмах хушма хаваспах килĕшрĕ.

 

− Интервьюсенчен пĕринче эсĕ ят-сумшăн мар, укçашăн ĕçленине йышăнтăн. Актерсем паллă ятлă пулассишĕн çунманнине ĕненме питĕ йывăр…

− Халь чи малтанах актер тивĕçне пурнăçлассишĕн тăрăшатăп. Тĕп тĕллев те − хама киноискусствăра шырасси. Манăн хам çынсене кирлине туймалла. Ĕçсĕр ларнă тапхăр та пулнă пурнăçра. Халь вара, ят çирĕпрех янрама пикенсессĕн, халăхăн ытлашши тимлĕхĕ хăвăртах йăлăхтарнине ăнлантăм. Урамра пынă чух, черетре çынсем палланă май актерăн яланах сăнарта пулмалла. Хăвна-хăв яланах çапла çирĕп тытни, паллах, ывăнтарать. Çавăнпа та укçапа пысăк ят-сум хушшинче суйлама ыйтсан эпĕ пĕрремĕшне илетĕп.

− Пăшал сассине илтсен эсĕ тăн çухататăн. Çÿллĕшрен те хăратăн, тарăнăшĕнчен те. Трюклă фильмсенче мĕнле вылятăн вара?

− Камера умĕнче эпĕ пурнăçра хальччен хăюлăх çитерейменнине те тума пултаратăп. Дельтапланпа вĕçрĕм, тĕпсĕр авăрта сиртак ташларăм… Сценари тăрăх шыв айĕнче чуп турăм. Тĕрĕссипе, унччен чăмса та курман. Кайран вара тăна кĕме нашатырь шăршлаттараççĕ. Хăрушă, паллах, анчах та сцена çинче тата кадрта хамăн вăя кăтартма пултаратăп.

− Пурнăçра вара? Паян эсĕ чи тăтăш ÿкерĕнекен актрисăсенчен пĕри, ăнăçлă продюсер, хăвна режиссерта тĕрĕслерĕн. Çакна пĕтĕмпех ĕлкĕрес тесен питĕ вăйлă хĕрарăм пулмалла-тăр?

− Паллах. Хальхи вăхăтра вăйсăр хĕрарăмсем çукпа пĕрех. Пурăнмалли условисем çапла хушаççĕ. Арçынсем ан кÿренччĕр те, эпир вĕсенчен чылай вăйлăрах. Мана, сăмахран, çакна туйма кулленхи савăнăçсем пулăшаççĕ, çынсемпе лайăх хутшăнни.

− «Люди добрые» − санăн режиссер дебючĕ. Сан шутупа, çынсем паян ырă-и?

− Ман кинофильм − вăрçă вăхăтĕнчи пурнăç çинчен. Унти çынсем çĕршыв çине йăтăнса аннă хуйха кура мар ырă кăмăллă − акă вăл, парадокс. Вĕсем усала чун çывăхне яман. Мускавпа Питĕре тата ун йышши темиçе мегаполиса шута илмесен, чăнах та, ырă. Унта чĕрĕ юлас тесен шăл кăтартма тивет. Темиçе çул каялла Ульяновск облаçĕнче пулнăччĕ, кăçал − Шупашкарта. МКАДран, федераци центрĕнчен аякрах пурăнакансем чылай ырăрах. Атăлçи тăрăхĕн халăхĕ лайăх аса илÿсем кăна хăварчĕ.

− Таня, каçар та, эсĕ плита умĕнче тăнине куç умне кăларма питĕ йывăр…

− Кăлăхах. Эпĕ − барбекю ăсти. Какая кефирпа майонезăн ятарлă хутăшĕнче ислететĕп. Икерчĕ, сырник хатĕрлеме юрататăп, салатсем тăватăп − кедр мăйăрĕпе имбирьтен, шурă эрехпе креветкăран…

− Юратнă ĕçпе аппаланма вăхăт хăваратăн-и?

− Ку енĕпе хама нихçан та кÿрентерместĕп. Ман хобби пĕтĕмпех вĕренÿпе çыхăннă. Пĕр вĕçĕмех акăлчанпа француз чĕлхине шĕкĕлчетĕп. Фортепиано калама юрататăп. Хăш-пĕр чухне ачасем те аптăраççĕ вара: «Анне тата мĕн шухăшласа кăларать-ши?» − теççĕ. Вĕсемпе пĕрле «çитĕнетĕп».

− Хальхи вăхăтра лайăх сценарисем питĕ сахал теççĕ. Ку тĕрĕс-и?

− Килĕшетĕп. Лайăх сценарист ĕçĕ çÿлĕк çинче тусанланса выртмасть. Эпĕ хам чи çÿлти планкăна тытса пыратăп. Профессионаллăх маншăн чи малти вырăнта.

− Режиссерсенчен кампа ĕçлес килет?

− Спилбергпа, Михалковпа, Кончаловскийпе, Прошкинпа…

− Кала-ха, чунпа эсĕ продюсер е актриса?

− Эпĕ ĕмĕр тăршшĕпех актриса пулнă. Халĕ вара хамăн проектсене те пурнăçа кĕртме май пур. Паянхи экрана американсен кăра кинофильмĕсем сырса илнĕ. Çапăçусăр, харкашусăр, юнсăр фильм ÿкерме май çук пекех. Куракан таса, çутă кинокартинăсем кĕтсе илес шанăçне çухатман-ха. Кун пек ăнăçлă ĕçлесен телекурава, кинотеатрсене хамăрăн картинăсене тавăрма темиçе çул кăна кирлĕ.

− Сцена çинчи вăййа хамăн пĕтĕм хала паратăп тетĕн эсĕ. Шупашкара илсе килнĕ «Люди добрые» кинолента çакна ĕнентерчĕ. Йывăр шăпаллă сăнарсене пурне те хăвăн витĕр кăларнине чуну мĕнле чăтать?

– «Люди добрые» манăн режиссура дебючĕ пулчĕ. Çавăнтах Александра, вăрçăран хыпарсăр çухалнă мăшăрне кĕтекен мĕскĕн хĕрарăм, рольне вылярăм. Унăн пурнăçне эпĕ кукамай урлă курнă. Вăрçă чарăнсан темиçе çул иртсен те вăл çав-çавах чÿрече умĕнчен хăпмасăр хăйĕн мăшăрне кĕтетчĕ. Виç кĕтеслĕ çырăвĕсене çытар айĕнче упратчĕ.

– Эсĕ таса туйăмсене пысăка хуратăн. «Продается дача» фильмри çара сценăра ÿкерĕнме çакă чăрмантарчĕ-и?

– Тен, ку та? Çак самант пĕлтерĕшлех маррине тÿрех ăнлантăм. Дублер пулма çамрăк студенткăна тупса килчĕç. Çак сценăсем кайран фильма çав-çавах лекеймерĕç.

– Пирĕн вулакансене мĕн суннă пулăттăр?

– Юратма тата юратнине туйма.

 

ДОСЬЕ:Татьяна Александровна Яковенко (Татьяна Горошина)

Çуралнă: Мускав, 1964 çул, августăн 25-мĕшĕ.Ашшĕ-амăшĕ: театр, кино пурнăçĕпе нихăш енчен те çыхăнман. Икĕ ача амăшĕ.Паллă ролĕсем: «Валентин и Валентина», «Приговоренный», «Сделка», «По этапу», «Холодное солнце», «Исчезнувшая империя», «Люди добрые» т.ыт.те.

 

БЛИЦ-ОПРОС:

Гороскоппа – Хĕр.

Духовкăра пылпа пĕçернĕ чăх çунаттисем.

Тасалăха, тирпейлĕхе юрататăп.

Юратнине туйни хĕрарăма çамрăкланма пулăшать тесе шухăшлатăп.

Юлашкинчен ÿкернĕ сериал бюджечĕ – 2 миллион тенкĕ.

Источник: "Тăван ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика