Чебоксарский международный кинофестиваль 2011ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » ПАЯН НИМ ÇУК ÇĔРТЕН КИНО ТУМА ПУЛАТЬ

06 июня 2011 г.

Шупашкарти фестиваль кинематографири тепĕр чăваш ятне уçрĕ. Алексей Арсентьев – кинооператор. Унăн ĕçĕсем – “Дастиш фантастиш” (2009), “Гаражи” (2010), “Волчок” (2009), “Ухня” (2008), “Письма к ангелу” (2008), “Судебная колонка” (2007), “Цвет любви” (2005). “Волчок” картинăна чылай фестивальте палăртнă, Алексей ĕçне “Чи лайăх оператор” номинацире 2010 çулта “НИКА” парса хакланă.

 

– Тăван хулана хăв ÿкернĕ ĕçе мĕнле туйăмпа илсе килтĕн? Мухтанмалăх та пур вĕт...

– Ытларах пăлханатăп пуль. Эпĕ Шупашкартан тухса кайнă чухне вăл пач урăх хулаччĕ. 10 çул каялла кинофестиваль иртесси пирки тĕлленмен те, «Плацдарм» лофт-проект çинчен те шутлама пултарайман. Хула çав тери хăвăрт улшăнать. Вăл пĕр вырăнта тăманшăн, пĕрмай аталанма тăрăшнăшăн юрататăп та Шупашкара. Культура хули ята туллин тивĕçтерет вăл.

– “Волчок” фильмра тĕлĕнмелле хĕр ача вылять. Ачалла мар туйăмлă вăл, çынна витĕр курать тейĕн. Çакăн пек актриса тупма йывăр-и?

– Вася (фильмăн режиссерĕ Василий Сигарев. – Авт.) ăна икĕ çул шыранă. Екатеринбургри пур ача çуртне, театр студийĕсене çитнĕ. 5 пин ытла ача пăхнă. Полина Плучек ăнсăртран тупăнчĕ. Вăл вăхăтра улттăраччĕ ĕнтĕ вăл, çавăнпа тÿрех ÿкерме пуçларăмăр. Палăртнă пек кĕркуннеччен кĕтнĕ тĕк çу каçипе хĕр ача ÿссе кайма, улшăнма пултаратчĕ.

– “Волчок” – психологи тĕлĕшĕнчен питĕ йывăр кино. Кун пек картинăсенче ачасене ÿкерме хăрамалла мар-и?

– Уншăн вăйă çеç ку. Ÿкерĕнÿ лапамĕнче çав тери хавасчĕ.

– Сан кунта юлташсем пур-тăр, вĕсене “Волчок” курма чĕнтĕн-и?

– Тĕрĕссипе, Шупашкара темиçе сехет каялла çеç çитрĕм, паянах Мускава тухса каятăп. Хамăн канмалли кунпа усă курса ÿкерĕнÿ лапамĕнчен тÿрех килтĕм. Вĕрентекенсене, мана çак çул çине тăратнă çынсене, маларах чĕнсе хунăччĕ, маншăн вĕсен шухăшĕ çав тери хаклă, пĕлтерĕшлĕ.

– Кун пирки тĕплĕнрех пĕлес килет.

– Шкулта вĕреннĕ чухне фотопа кăсăкланса кайрăм. Килте кивĕ фотоаппарат выртатчĕ, пĕр пленка ÿкерсе пĕтертĕм, килĕшрĕ. Пĕррехинче Шупашкарти Мускав райо- нĕнчи Ачасен пултарулăх центрĕ çумĕнчен иртсе кайнă чухне фотокружок пирки пĕлтерÿ вуларăм. Ун чухне фото енĕпе аслă пĕлÿ илессине палăртса хунăччĕ ĕнтĕ. Кĕтĕм, хам ВГИКа вĕренме каяс шухăшлине пĕлтертĕм. Студие пăхса çаврăнтăм та унта “пурăнма куçрăм”.

– Нумайлăха-и?

– Шкул пĕтертĕм, техникумра вĕрентĕм – 5 çуллăха. ВГИКа та фотограф пулас ĕмĕтпе кайнă эпĕ, анчах пирĕн çĕр-шывра ун пек профессие ниçта та вĕрентмеççĕ, çакна пĕр уйăх пĕлÿ илнĕ хыççăн çеç ăнланса илтĕм. Çав вăхăтрах оператор ĕçĕ кăсăклăрах та интереслĕрех пулнине туйрăм.

– Тен, хăçан та пулин хăв та ÿкерĕн?

– Режиссер пек-и? Çук, мана хам профессире çав тери хăтлă. Ÿкерчĕк урлă çын кăмăл-туйăмне улăштарма интереслĕрех пек.

– Халĕ пачах та фотопа кăсăкланмастăн-и?

– Килте питĕ нумай фотоаппарат. Ÿкеретĕп, ытларах чухне çул çÿревсенче. Уйрăм кадрсем мар, фотопроектсем килĕшеççĕ мана. Хальлĕхе кун пек калăпăшлă шухăш çук.

– Халĕ мĕн ĕçлетĕн?

– Сериал ÿкеретпĕр, 24 сериллĕ “Инспектор Купер”. Çулталăкран, ахăртнех, НТВпа кăтартĕç.

– Кинофестивальтен кинофестивале эпир Чăваш Енре те пĕр-пĕр картина ÿкерессе кĕтетпĕр. Хăçан пулĕ-ши?

– Паянхи технологисем ним çук çĕртен кино тума май параççĕ. Ман шутпа, фильм ÿкерме пуç кирлĕ, “тимĕр-тăмăр” кÿрсе килме йывăр мар. Хальлĕхе пирĕн ÿкерес текен çын çук. Калăпăр, темиçе çул каялла “Нарспи” мюзикл тухрĕ. Пĕр иккĕленмесĕр калатăп, унран питĕ лайăх фильм та тума пулатчĕ.

– Сана чĕннĕ тĕк килĕшĕттĕн-и?

– Сăмахсăрах.

– Пачах нимĕн те ÿкермеççĕ теме те çук-ха, кино мар-ха ĕнтĕ вĕсем, телеспектакль темелле-ши? Эсĕ пĕрне те пулин курнă-и?

– Шел те, курман çав.

– Ман шутпа, кино ÿкерекенсен эсĕ килнипе усă курмаллаччĕ. Мастер-класс ирттерме ыйтмарĕç-и?

– Çук, манпа никам та çыхăнман.

– Кинематографире чăвашсем татах та пур пуль, тĕл пулман-и?

– Кĕркунне Саша Хванпа паллашрăм. Пĕрле «Гаражи» сериал ÿкертĕмĕр. ВГИКра аслăрах-кĕçĕнрех курссенче 5-6-ăн та вĕренетчĕç.

– Ентешÿсене мĕн сунатăн?

– Тăван хулана фестиваль хăни пек килме пултарнипе мăнаçланатăп. Хам хулапа, республикăпа мухтанатăп. Эпĕ çав фотостуди патĕнчен иртсе кайман тăк ВГИКа вĕренме кĕрейместĕм, оператор пулаймастăм. Çак фестиваль те çын шухăшне, тавра курăмне улăштарма пултарать. Çакăн пек культура проекчĕсем тата та ытларах пулччăр.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика