Чебоксарский международный кинофестиваль 2011ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Тĕнче кинокартинисен шăпине шурă Шупашкарта татса параççĕ

29 апреля 2011 г.

Атăл çинчи хула – сумлă хăнасен-жюри членĕсен куçĕпе

 

ПЫТАРМАСĂР

Кинофестиваль президенчĕ Карен Шахназаров «Раççей киноçулталăкне Шупашкарти кинематографи уявĕ вĕçлет» тесе пĕлтĕр тĕп-тĕрĕс палăртнăччĕ. Чăваш Ен тĕп хулинчи куравсем хыççăн – Сочири «Кинотавр». Çĕршывăн экран искусствин малашлăхри тĕп енĕсене шăпах вăл палăртĕ. «Фестивальсен фестивалĕ» программăра кино юратакансен кăçал пуçласа тĕнчери чи титуллă, анлă сÿтсе явакан Раççей фильмĕсене курса савăнма май пулчĕ. «Овсянки», «Как я провел этим летом», «Перемирие»… Канадăпа Аргентинăра, Кăнтăр Корейăпа Норвегире киленнĕ, Берлинта, Венецире, Дубайăра çĕнтернĕ картинăсем пирĕн пата та çитрĕç. Шупашкарти тĕнче кинофестивалĕн программа ертÿçи С.Лаврентьев калашле, пĕчĕк йышлă халăхсем пирки ÿкернĕ кинофильмсене таçта шырамалла мар халĕ, вĕсем çулталăк тăршшĕпе фестивальсенче çĕнтереççĕ, пĕтĕмлетÿллĕ куравсем вара Атăл хĕрриyчи илемлĕ чăваш хулинче иртеççĕ…Кашни уйрăм кинофильм шăпине шăпах Шупашкарта татса параççĕ. Конкурса тăратнă фильмсен программинче пурĕ 12 вĕсем: «Голубка», «Бибинур», «Зона турбулентности», «Гастарбайтер», «Люди добрые», «На свете живут добрые и хорошие люди», «Смерть в пенсне, или Наш Чехов», «Не скажу», «Письма отцу Якобу», «Запретный плод», «Апельсиновый сок», «Ловец ветра». Жюри йышĕнчи республика журналисчĕсен хушшинче «Тăван Ен» тĕп редакторĕ Алина Сусметова та пуррине палăртма кăмăллă.

Светлана Проскурина, жюри председателĕ, режиссер-постановщик, Раççей киноматографисчĕсен союзĕн членĕ.

Ленинградри театр, музыка тата кино патшалăх институчĕн театроведени факультетĕнче вĕреннĕ (Л.Гительман мастерскойĕ), сценаристсемпе режиссерсен аслă курсĕсене пĕтернĕ (Ю.Карасик мастерскойĕ). Локарнăри, Венецири, Каннăри тĕнче фестивалĕсен призерĕ тата лауреачĕ, «Ылтăн леопардăн» Раççейри пĕртен-пĕр хуçи. Мускавра пурăнать, унтах ĕçлет. Ĕçĕсем: «Русский ковчег» (2002), «Правильно живете, крестьянин» (2003), «Перемирие» (2010) т.ыт.те.«Эпĕ хамăн фильмсене шавлă мегаполиссенчен инçетре, провинцире ÿкеретĕп. Унти пурнăç кăсăклă, çут çанталăк чĕрĕрех, тасарах. Шупашкарта та ман чуна хускатаканни тупăнатех-тĕр. Хальччен çак хула пирки илтме тÿр килменнишĕн питĕ шел паллах».

Александр Антипенко, чи паллă кинооператорсенчен пĕри, РСФСР искусствăсен тава тивĕçлĕ ĕçченĕ, РФ Киноматографистсен союзĕнчи Кинооператорсен гильдийĕн, Европа кинооператорĕсен IMAGO ассоциацийĕн членĕ, ВГИКăн профессионаллă хушма пĕлÿ паракан факультечĕн преподавателĕ.

ВГИКăн операторсен мастерскойĕнчен вĕренсе тухнă, тĕрлĕ киностудире ĕçленĕ. Телекуравра «Криминаллă Раççей» (Владимир Панжевпа тата Андрей Карпенкăпа пĕрле) циклпа икĕ фильм ÿкернĕ, Петр Шепотинникăн «Кинескоп» автор программинче ĕçленĕ. «Ника» премийĕн лауреачĕ (1998 çулта «Маленькая принцесса» фильмри оператор ĕçĕшĕн тивĕçнĕ).Чи ăнăçлă ĕçĕсем: «Сегодня – каждый день» (1966), «Мольба» (1968), «Живая вода» (1971), «Прошу слова» (1976), «Радости и печали маленького лорда» (2002). М.Горький ячĕллĕ киностудире «Ералаш» журнал валли 20 ытла сюжет ÿкернĕ. «Ĕненетĕр-и, çук-и – сăмах мĕнле фестиваль пирки пынине çакăнта çитсен кăна ăнлантăм. Шупашкар илемлĕ, капăр хула иккенне пуйăсран ансан тÿрех ĕнентĕм».

Ирина Рубанова, критик, киновед, искусствоведени ăслăлăхĕсен кандидачĕ, Кинематографи искусствисен «Ника» Раççей академийĕн академикĕ, Польша халăх республикин культура тава тивĕçлĕ ĕçченĕ.

МГУ филологи факультетне пĕтернĕ. Искусство историйĕн институтĕнче (халĕ –Искусствознанин патшалăх институчĕ), телевиденире ĕçленĕ. Польша кинематографине халалланă телепрограммăсен ертÿçи, Сочири «Кинотавр» Раççейĕн уçă кинофестивалĕн суйлав комиссийĕн председателĕ тата директорĕ. «Социализм çĕршывĕсен киноискусстви», «Конрад Вольф», «Владимир Высоцкий» кĕнекесен авторĕ. «Искусство кино», «Сеанс» журналсенче, «Известия», «Коммерсант-daily» хаçатсенче пичетленнĕ. «Фестиваль тĕллевĕ, паллах, халăха кинозалсене пуçтарассипе, киноискусствăпа çывăхлантарассипе çыхăннă. Пысăк хуласенче залсем пуш-пушă. Иртнĕ фестивальсенче Шупашкарта вара пĕр залра 600 куракан ларнă! Тĕлĕнмелле вĕт! Чăваш Ене килес шухăша никам ыйтмасăрах пĕлтертĕм. Кунти халăх пире хапăл туса йышăнасса самант та иккĕленмен».

Шавкат Абдусаламов, художник, актер, режиссер, писатель.

ВГИК пĕтернĕ. Андрей Тарковский, Элем Климов, Али Хамраев фильмĕсен художник-постановщикĕ. Хамраевăн «Триптих», «Телохранитель» фильмĕсенче тĕп рольсене вылянă. Картинисем Третьяков галерейинче, Америкăра, Нэнсипе Нортон Доджей коллекцийĕсенче упранаççĕ. 2000 çулта «Единорог» романпа унăн хушамачĕ «Русский Букер» премин вăрăм списокне лекнĕ. 2002 çулта хăйне «Сукровица» фильм режиссерĕнче тĕрĕсленĕ. «Тăлăхсен çуртĕнче çитĕннĕ çын эпĕ. Пирĕн хушăра чăваш та пурччĕ. Асатте Ĕпхÿ гимназийĕн директорĕнче ĕçленĕ. Кунти çĕрсем çинче те çÿренĕ ĕнтĕ вăл. Çавăнпа та эпир чăвашсемпе кăштах тăванлă та…»

Наталья Седых, театрпа кино актриси.

Пысăк театр çумĕнчи хореографи училищине пĕтернĕ. Пултарулăх çулне труппăн балет артистĕнчен пуçланă: малтан кардебалет, унтан – солистка, кайран – прима. Пысăк театрпа пĕрле тĕнче тăрăх çÿренĕ, «Спящая красавица», «Щелкунчик», «Чайка» балетсенче ташланă. Чи пăсăк ăнăçу «Анна Каренинăри» Кити партийĕ илсе килнĕ тесе шухăшлать. 1990 çултанпа – Марк Розовский театрĕн актриси. «Морозко», «Дети Дон-Кихота» (1965), «Любовь к трем апельсинам» (1970), «Трень-брень» (1994), «Два Набоковых» (1999) фильмсенче вылянă. «Шупашкар Чăваш Ен тĕп хули пулнине унчченех пĕлнĕ. Жюри членĕ пулма сĕнсен çавăнпах сăмахсăрах килĕшрĕм».

Кăçалхипе тăваттăмĕш хут иртекен Шупашкарти кинофестивалĕн иртнĕ çулсенчи сумлă хăнисем: Эльдар Рязанов, Дмитрий Харатьян, Светлана Дружинина, Ирина Муравьева, Дарья Мороз, Юрий Грымов, Родион Нахапетов, Лидия Федосеева-Шукшина, Михаил Ефремов, Никита Высоцкий, Алексей Нилов, Семён Фурман, Вадим Цаликов.

 

Источник: "Тăван ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика