22 апреля 2019 г.
ăçалхи çурла уйăхĕнче Пушкăртстан тĕп хулинче - Уфара Раççей пенсионерĕ-сен VI спартакиади иртет. Унта çĕршыври регионсенче çĕнтернĕ финалистсем хутшăнаççĕ. Кăçал Раççей Федерацийĕн 70 субъектĕнчен 600 çын ытла хутшăнать. Иртнĕ юнкун Олимп вăййисен чемпионки Е.Николаева ячĕпе хисепленсе тăракан "Мариинский" физкультурăпа спорт комплексĕнче асăннă спартакиадăн районти тапхăрĕ иртрĕ. Унта хула тата ял хутлăхĕсенчен килнĕ командăсем хутшăнчĕç. Мероприяти пуçланас умĕн активлă пенсионерсене район администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ - культура тата социаллă аталану пайĕн пуçлăхĕ Е.Матюшова тата Республикăри васкавлă медицина пулăшăвĕн станцийĕн Мускав районĕнчи 1-мĕш номерлĕ подстанцийĕн заведующийĕ В.Иванов саламларĕç, çирĕп сывлăх, спартакиадăра лайăх кăтартусем тума сунчĕç. Спартакиада положенийĕ-пе пенсионерсен пĕрлешĕвĕн районти уйрăмĕн ертỹçи Р.Ракова паллаштарчĕ. Калас пулать, Роза Николаевна ертсе пынипе тивĕçлĕ канăва тухнă çынсем активлă пурнăçпа пурăнаççĕ. Вĕсем спорт тата культура мероприятийĕсене хаваспах хутшăнаççĕ. 8 çынран тăракан командăсем çак спорт тĕсĕсемпе ăмăртрĕç: сĕтел çи теннисĕ, шывра ишесси, чупу, дартс, шашкăлла вылясси, тĕрлĕ енлĕ эстафета. Паллах, ăмăртăва хутшăнакан пенсионерсем хушшинче спорта юратакансем те, хăй вăхăтĕнче спортра пысăк çитĕнỹ тунисем те пулчĕç. Сăмахран, Н.Алексеев çăмăл атлетика енĕпе ветерансем хушшинче ирттернĕ ăмăртусенче икĕ хут Раççей чемпионĕ пулнă. В.Сундырцев вара çамрăк чух Раççейри çăмăл атлетика енĕпе ирттернĕ ăмăртусенче пĕрре çеç мар призерсен шутне лекнĕ, темиçе хут республика чемпионĕ пулнă. Ăмăрту питĕ çивĕч тупăшура иртрĕ. Жюри кашни спорт тĕсне балсем çине куçарса, кашни командăна вырăнсем пачĕ. Çĕнтерỹçĕ ятне хула команди çĕнсе илчĕ. Иккĕмĕш вырăна шуршăлсем тухрĕç. Виççĕмĕш вырăна Кукашни команди тивĕçрĕ.
И.ВАСИЛЬЕВ.
Источник: "Наше слово" ( Мариинско-Посадская районная газета)