Моргаушский район Чувашской РеспубликиОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
 
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Спорт шкулĕн малашлăхĕ пысăк

13 августа 2002 г.

Ачасемпе çамрăксен В. Егорова ячĕпе хисепленекен Муркашри спорт шкулĕ йĕркленни тата ĕçлеме тытăнни кĕçех 30 çул çитет. Хăй вăхăтĕнче ăна районта ăста йĕлтĕрçĕсем хатĕрлес: йĕлтĕр спортне аталантарас тата халăх хушшинче анлăрах сарас тĕллевпе уçнă. Çакă ăнсăртран çуралнă шухăш пулман. Йĕлтĕр спорчĕ пирĕн районта яланах пысăк хисепре пулнă: ку йăла халĕ те çирĕппĕн малалла пырать. Спорт шкулĕ ĕçлеме тытăннăранпа кунта çĕршер çамрăкпа: яш ăсталăх пухнă: хăйсен результачĕсене лайăхлатсах пынă: спорт шкулĕн тата районăн чысне республикăри: Раççейри тата Пĕтĕм союзри ăмăртусенче ăнăçлă хÿтĕленĕ. Спорт шкулĕн воспитанникĕсенчен тĕнче шайĕнчи ăмăртусене хутшăнма тивĕçлĕ пулнă йĕлтĕрçĕсем те пур. Апла пулсан: районта пуçарнă çак ырă ĕç усăсăр иртмен. Унăн результачĕсем куç умĕнчех. Çак тапхăрта ăнăçусем тунă: спорт мастерĕн: спорт мастерĕн кандидачĕн тата пĕрремĕш разряд нормативĕсене пурнăçланă яшсемпе хĕрсем питĕ йышлă. Ăста: хăйсен ĕçне чунтан парăннă тренер-преподавательсем пулнă: халĕ те пур вĕсем: малашне те вĕсен йышĕ ÿсессе шанса тăратпăр. Вĕсен йышне спорт шкулĕн воспитанникĕсем кĕрсе пыни уйрăмах кăмăла çĕклет.
Анчах пурнăç пĕр вырăнта тăмасть. Унăн улшăнăвĕсенче чи малтанах спорт пурнăçĕнчи улшăнусене сăнаса-асăрхасах тăмалла. Унсăрăн кăтартусем те туптанмаççĕ: ÿсĕмсем те пулмаççĕ. Çавна шута илсе юлашки çулсенче спорт шкулĕн ĕçне те анлăлатрăмăр. Паян хăйсен пултарулăхне кăтартма хатĕрленекен ачасемпе çамрăксем йĕлтĕрпе чупассипе: маунтейнбайкпа тата çăмăл атлетикăпа ăсталăх пухаççĕ. Çакна пурнăçлама: спорт кулĕн директорĕпе завучсăр тата методистсăр пуçне: вĕсене 11 тренер-преподаватель куллен пулăшса тата ертсе пыраççĕ.
Тен: вулакансем пурте пирĕн Спорт шкулĕн ĕçĕ-хĕлĕ пирки пĕлсех те каймаççĕ. Эпир пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан шкулсемпе тачă çыхăнса ĕçлетпĕр: вĕсен директорĕсемпе: физкультура учителĕсемпе пĕр шухăш-тĕллевлĕ пулни пулăшать те ĕнтĕ пире пĕрлехи ÿсĕмсем тума. Вĕрентÿпе тренировка занятийĕсемсĕр пуçне ытти ĕçсене те манмастпăр: планпа килĕшÿллĕн йĕркелесе пыратпăр. Вĕсем вара нумай енлĕ. Ачасемпе çамрăксен спорт шкулĕн черетлĕ çулĕн итогĕсене пĕтĕмлетсе: тепĕр çул валли палăртакан задачăсемсĕр пуçне йĕркелÿ: вĕрентÿпе спорт: воспитани: агитаципе пропаганда ĕçĕсем те пысăк пĕлтерĕшлĕ пулнине лайăх ăнланатпăр.
Хальхи вăхăтра укçа-тенкĕ ыйтăвне татса пама та çăмăл мар: кунта та пуçа ватмалли çителĕклĕ. Çав вăхăтрах ашшĕ-амăшĕсемпе те ĕçлемелле: тренер-преподавательсен квалификацине ÿстересси пирки те шутламалла. Лару-тăрăва шута илсе: уçă уроксем ирттерсе вĕсене сÿтсе явассине те йĕркелетпĕр: методика литературине те тĕплĕн тишкеретпĕр. Спорт шкулĕн пĕтĕмĕшле ĕçĕ-хĕлĕ пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан шкулсен ĕç планĕпе килĕшсе тăрать.
Çу уйăхĕсенче: ачасен çуллахи каникул кунĕсенче: спорт шкулĕн занятийĕсене çÿрекенсенчен ытларахăшĕ вĕрентÿпе тренировка процесне: сывлăха çирĕплетмелли тата спорт ĕç: шкулсем çумĕнчи лагерьсенче ирттереççĕ. Çамрăк спортсменсемпе юнашар яланах пирĕн тренер-воспитательсем пур.
Ачасемпе çамрăксен спорт шкулĕ районта физкультурăпа спорта аталантармалли координациллĕ центр пулса тăрать: çавăн пекех халăх сывлăхне çирĕплетмелли центр та. Спортсменсене тивĕçтерекен базăпа тата условисемпе кирек епле çын та кăмăллă пулмалла. Хамăр патра ăсталăх пухса уйрăмах палăрнисене пысăк спорт çулĕ çине тухма май пур таран пулăшатпăр. Сăмахран: иртнĕ çул кăна республикăри Олимп резервĕсен училищинче ăсталăха малалла пухма спорт шкулĕн 5 воспитанникĕ тивĕçлĕ пулчĕ. Вĕсен йышне хушăнма пултаракансем татах та пур. Сăмах май: пултаруллă çамрăк спортсменсем хатĕрлес ĕçре пысăк тÿпе хывнăшăн А.В. Васильев: В.Ф. Киселев тренер-преподавательсене “Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ тренерĕ” хисеплĕ ята пачĕç.
Кăçалхи сезон пирки калас пулсан ăнăçусем те: хамăра тивĕçтермен самантсем те пур. Çу вăхăтĕнче спорт шкулĕн чи пултаруллă спортсменĕсен сывлăхне аталантарма спорт лагерĕсене яма майсем тупрăмăр.
Пĕрремĕш сменăра – 30 ача: иккĕмĕш сменăра – 35 ача: виççĕмĕшĕнче – 25 ача: августăн 9-мĕшĕнченпе каллех 20 ача сборта.
Вĕсем çине эпир пысăк шанăç хуратпăр: ăна тÿрре кăларасса ĕненсе тăратпăр. Ăнăçусăр самантсем пирки асăнсан: чи малтанах çакна каламалла пулĕ. Йĕлтĕр спорчĕ хакланса кайрĕ. Укçа-тенкĕ çитмест. Çавна пула йĕлтĕрçĕсемпе пысăк ăмăртусене каяймастпăр.
Паянхи куна спорт шкулĕн 4 спортсменĕ Раççейĕн пĕрлештернĕ командине кĕреççĕ: - Наташа Смелова _ Раççей чемпионĕ: Европăра ăнăçлă ăмăртать. - Таня Моисеева – хĕллехи биатлонпа Раççей: Европа: тĕнче чемпионĕ. - Петр Трофимов - хăвăрт утассипеРаççей призерĕ. - Вера Соколова – хăвăрт утассипе Раççей чемпионĕ.
Çак ырă тĕслĕх пысăк шанăç паракан ытти çамрăк спортсменсен пултарулăхне: вĕсен ăсталăхне малалла туптаса пырасса ĕненсе тăратпăр.
Пирĕн маттур çамрăк спортсменсем: тренер-преподавательсем: пире ăнланса тата пулăшса пыракансем! Пурне те уяв ячĕпе пысăк салам:ÿсĕмсемпе ăнăçусем сунатăп сире пурнăçра. А.А. Сидюшкин: ачасемпе çамрăксен спорт шкулĕн директорĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429530, с.Моргауши, ул.Мира, д.6
Телефон: 8(83541) 62-58-81, 62-2-36, 62-1-34
Факс: 8(83541) 62-1-64
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика