26 июня 2008 г.
Ку пулăм Муркашсене кăна мар, асăннă ял тăрăхĕнче пурăнакансемпе район çыннисене те питĕ савăнтарчĕ: ĕнер чылайранпа кĕтнĕ самант çитрĕ - район центрĕнче физкультурăпа спорт комплексĕ /ФСК/ хăйĕн алăкне уçрĕ.
Федерацин “2006-2015 çулсенче Раççей Федерацийĕнче физкультурăпа спорта аталантарасси çинчен” тата республикăн “2007-2010 çулсенче Чăваш Республикинче физкультурăпа спорта аталантарасси çинчен” тĕллевлĕ программисемпе килĕшÿллĕн ĕнерхи кунччен Чăваш Енри сакăр тăрăхра çакăн евĕрлĕ 8 комплекс хута янăччĕ: Улатăр, Çĕмĕрле, Канаш хулисенче, Канаш районĕнчи Шăхасанта, Шупашкар районĕнчи Кÿкеç поселокĕнче, Йĕпреç поселокĕнче, Елчĕк /Елчĕк районĕ/ тата Патăрьел /Патăрьел районĕ/ салисенче. Вĕсене çĕклеме федерацин физкультурăпа спорт агентствипе Чăваш Республикин правительстви пĕр пек тÿпе хывнă. Вăрнар поселокĕнчи комплекса республика бюджетĕнчен уйăрнă укçа-тенкĕпе, Красноармейскинчине вара “Газпром” акционерсен уçă обществи хăйĕн шучĕпе çĕкленĕ.
Муркаш салинчи Культура çуртне ФСК валли тĕпрен юсаса çĕнетме 10 уйăх каялла тытăннă. Çăмăл килмен строительсене: ăна хăйсем те йышăнаççĕ - пĕр тĕллевпе çĕкленĕ пысăк калăпăшлă çурта пачах урăххи валли çĕнетме питĕ йывăр. Çавна шута илсе “Шупашкар промстройпроект” проект институчĕ” АУО специалисчĕсем хăйсен ăсталăхне кăтартнă та. Çакă стройкăна палăртнă вăхăтран маларах вĕçлеме май панă. Халĕ Муркашсем хăйсен хул-çурăмне, сывлăхне спорт, кĕрешÿ, тренажер залĕсемлĕ, бассейнлă комплексра çирĕплетме пултарĕç. Ку çуртрах ÿнерпе хореографие кăмăллакансем тата шкул ачисем ÿнерпе ал ĕçĕн ăсталăхне ÿстерме пултараççĕ.
Комплекс Республика кунне уявланă тапхăрта уçăлнинче хăйне майлă ырă сĕм пур, мĕншĕн тесен ăна кăçал шăпах Шупашкар хулипе Йĕпреç поселокĕнче тата Муркаш салинче чыслама палăртнă. Хальлĕхе ку халăха кÿнĕ парнесенчен пĕрремĕшĕ кăна-ха. Муркаш районĕнче ирттерекен Республика кунĕн программипе хатĕрленĕ парнесем татах пулĕç. Шетмĕпуçĕнче сиплев амбулаторийĕнче пĕтĕмĕшле практика врачĕн уйрăмĕ, Кашмашра Культура çурчĕ, “Çеçпĕл” акционерсен хупă обществин производство комплексĕ, Мăн Сĕнтĕр - Ильинка - Апчар автомобиль çулĕ уçăлĕç.
Савăнăçлă пулăма çав кун Муркашсемпе пĕрле Федерацин Атăлçи округĕнчи полномочиллĕ представителĕ Г.А.Рапота, Чăваш Республикин Президенчĕ Н.В.Федоров, С.А.Гапликов премьер-министр, А.А.Николаев министр, Раççей Геройĕ Е.Г.Борисов, Олимп чемпионки В.М.Егорова тата официаллă ытти çын пайларĕç.
- Муркашсем ĕçлеме пултарнине, хăнасене йышăнма пĕлнине ялан курса тăнă эпĕ, - терĕ республика ертÿçи. Николай Васильевич асăннă объекта вĕçлесе хута яма кăçал кăна 500 миллион тенкĕпе усă курнине пĕлтерчĕ. - Халăхшăн тăрăшакансене яланах пулăшатпăр эпир, хавхалантаратпăр. Мĕншĕн тесен пурнăç хакĕ, ĕçри ÿсĕм - сывлăхра. Муркаш çĕрĕ Олимп тÿпине хăпарнă, тĕнче шайĕнче çĕнтернĕ чемпионсене çуратса ÿстернĕ. Çакăн пек сывлăхăн чаплă çуртĕнчен вĕсен ретне тăракансем татах тухасса эпĕ нимĕн чухлĕ те иккĕленместĕп. Ку - спорт çурчĕ кăна мар, вăл ăс-хакăла, пĕлĕве, ăсталăха ÿстермелли кермен те. Спортпа культура, паян эпир вĕсем çинчен калаçатпăр пулсан, пĕр пулса çитĕнекен ăрăва анлă тавра курăмлă, сывлăхлă пулма пулăшĕ. Республика аталанăвĕшĕн ĕçлеме пире çивĕч ăслă, çирĕп сывлăхлă çынсем кирлĕ...
Н.В.Федоров Президент комплекспа юнашарах ахальтен мар “Ача-пăча хули” уçăлнине, çакă вăл каланипе пĕр тĕвĕре пулнине уйрăммăн пĕлтерчĕ: “Паян ачалăхшăн тăрăшакан çын ыран хăй те халăхра сăвап курать...” РФ Президенчĕн полномочиллĕ представителĕ Г.А.Рапота Чăваш Енре малашлăха пăхса ĕçленине, ахаль кăна мар, чылай кăтартупа округра, çĕршывра малта пыракан республика пулни çинчен каласа тăрăшуллă, хастар ĕçленине палăртрĕ. Олимп чемпионки тата кĕмĕл призерĕ, Раççей спортăн тава тивĕçлĕ мастерĕ В.М.Егорова çитĕнекен ăрăва ырăпа питĕ ăмсаннине пытараймарĕ, çавăнпа пĕрлех хăйсен пуçарăвне малалла тăсма, Чăваш Республикин спорчĕн ятне-сумне, тăван Муркаш тăрăхĕн чапне тата çÿлерех çĕклеме, ылтăн медальсен шутне ÿстерме сунчĕ. Комплекса çĕкленĕ “Парнас” общество директорĕ А.Н.Филиппов сывлăх керменне туса пĕтерни, вăл халăха йышăнма хатĕрри çинчен Муркаш район пуçлăхне Ю.А.Иванова пĕлтернĕ хыççăн символла хĕрлĕ хăйăва касрĕç. Комплекспа туллин паллашнă Муркашсемпе хăнасем тĕлĕнчĕç те савăнчĕç: шеп çурт парнеленĕ вĕсене республикăпа район ертÿçисем. Николай Васильевичпа Григорий Алексеевич калашле, “сывлăхлă пулас килсен - пулăр. Пĕтĕмпех хăвăр алăра. Ан ÿркенĕр”.
Источник: "Хыпар"