03 сентября 2003 г.
Пирĕн хаçатăмăр Василий Максимовăн пултарулăхĕпе ĕçĕ-хĕлĕ çинчен вулакансене тăтăшах паллаштарса тăрать. Ку вăл ăнсăртран та мар пулĕ. Ĕçĕпе чапĕ çыннăн юнашарах пулмалла-çке. Тĕп ĕçĕ унăн - учитель, çитĕнекен ăрăва пĕлÿ парса тата воспитани пулăшăвĕ пани. Сахал та мар - 34 çул! Çак тапхăрта унăн ĕçне тĕрлĕ шайра хакланă тата чыс тунă вун икĕ Хисеп грамоти кил архивĕнче упранать. Вĕсенчен ăна чыс-сум кÿрекеннисем тăван районпа республика шайĕнче чысласа панисем ытларах. Кăçал вара Василий Максимов (Василий Максимович Пузырев) Раççей Федерацийĕн Вĕрентÿ министерствин “Раççей Федерацийĕн вĕрентÿ ĕçĕн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ” значок-медале тивĕçлĕ пулчĕ. Чăнах та савăнмалла кăна. Районти учительсен, шкулта вĕренекенсен, ашшĕ-амăшĕсен шухăш-кăмăлĕпе çак пысăк чыса Василий Максимович чăннипех тивĕçлĕ.
Хамăр енчен тата çакна хушса калас килет. Вăл - пирĕн район хаçатĕнче вырăн тупакан сумлă авторсенчен пĕри. Унăн хайлавĕсенче (сăвăсем, поэмăсем, юптарусем, пурнăçа сăнаса çырнă йĕркесем т. ыт. те) вулакансем ăшран тухакан çивĕч, тарăн шухăшлă, илĕртÿллĕ кăмăл-туйăмпа шăрантарнă йĕркесене асăрхама пултараççех.
Унсăр пуçне çакна та каласшăн. “Тăван Атăл” журналăн кăçалхи улттăмĕш номерĕнче В. Максимовăн сăвви-юптарăвĕсем республикăмăр шайĕнче кун çути курчĕç. Асăрхăр тата пĕлсе тăрăр: республика пĕлтерĕшлĕ журналта пули пулми авторсен хайлавĕсене пичетлемеççĕ. Эппин, автор хайлавĕсем пĕлтерĕшлĕрех. Сăмах май, эпир пĕлнĕ тăрăх, çитес вăхăтрах асăннă литература журналĕнче пирĕн хисеплĕ авторомăрăн “Пул эс арçын” (район хаçатĕнче 1995 çулта пичетленнĕччĕ) тата “Сартон” (пуçламăш сыпăкĕ пичетленнĕччĕ) поэмисем кун çути курмалла, “Ÿрмек Ваçли” псевдонимпа пичетленмелле.
Сăмах май, юлашки номерсенче “Тăван Атăл” журнал шкул ачисем, вĕрентекенсем, кил-çемье валли “Автан тус”, “Шкул вулавĕ” ятлă çĕнĕ рубрикăсем уçрĕ, çĕнĕ юрăсем те чи малтан кунта сас параççĕ. Çаксене шута илсен, “Тăван Атăл” журнал пуриншĕн те усăлли куçкĕретех.
Паян эпир сире Василий Максимовăн “Ахрăм умĕн” философиллĕ сăввипе паллаштарасшăн, автора малашне те пур енлĕ ăнăçусем сунасшăн.
Ахрăм умĕн
Пÿлĕмре сĕрĕм явăнать,
Симĕс-кăвакăн пăтранать.
Унтан çĕлен пек ункăлать:
Мăя пăвать, куç хуралать.
Эп сывлаймас-кăшкăраймастăп,
Мана никам та пулăшмасть...
Чим! Вупăр çупăрлать пĕве -
Тĕнет-çке ÿтĕм, юн чупмасть.
Таçта тапать пек те чĕре...
Вăл çук та, тейĕн, кĕлеткере.
Юна сиссе çĕлен пуçне
Çĕклет, тĕллет тумлам енне.
Юлашки хут чĕрем сĕмлет -
Çĕлен сăнни ăна силлет.
Лачкам сив тарлă ман минтер.
Сив ал тупанĕ çамкана
Хуллен, ак, сĕртĕнчĕ. Тÿнтер
Çак тĕлĕк-пурнăç серепи,
Йывăр чаршавлăн сирĕлет.
Çак самантра пин тупăлла
Тÿпе пайланчĕ çурмалла!
Çунтарчĕ çиçĕм тавралла -
Пуçланчĕ ахрăм самана!