Моргаушский район Чувашской РеспубликиОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
 
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » 58 çул мирлĕ пурнăçра

03 сентября 2003 г.

Сентябрь пуçламăшĕнче иккĕмĕш тĕнче вăрçи вĕçленни 58 çул тултарать. 1418 кун тата çĕр çапăçса 1945 çулхи май уйăхĕнче фашистла Германине парăнтарнă хыççăн иккĕмĕш тĕнче вăрçи пĕтмен-ха. Хĕвелтухăçĕнче нимĕçсен союзникĕ, милитаристла Япони, Маньчжури тата Китай çĕрĕсем çинче Совет Союзĕн чиккинче питĕ вăйлă хĕçпăшалланнă Квантун çарне (командующийĕ генерал О. Ямада) тытса тăнă. Германи правительстви, Совет Союзĕ çине вăрçăпа тапăничченех, Япони тата Итали правительствисемпе пĕр союза чăмăртаннă (Рим - Берлин - Токио тытăм.). Çав вăхăтрах ку çар пирĕн чикĕсенче тăнă пулнă виççĕлле (тройственный) союз тунă хыççăн çара вăйлă хĕçпăшаллантарнă, вăл кирек хăш вăхăтра та пирĕн çĕршыв çине вăрçăпа кĕме хатĕр тăнă. Пирĕн çĕршыв чиккисенче час-часах йĕркене пăснă, çавна пула, хĕвеланăçĕнче питĕ хаяр вăрçă пынă вăхăтрах, пирĕн çĕршывăн хĕвелтухăçĕнче вăйлă хĕçпăшалланнă çар тытса тăмалла пулнă. 1945 çул. Фашистла Германине çĕнтересси çывхарса пынă. Гитлера хирĕçле тăраслă коалицин виçĕ союзлă вăйĕ: СССР, США тата Великобритани ертÿçисем февраль уйăхĕнче Ялта хулине пухăнса конференци ирттернĕ, кунта Германин пуласлăхĕ, Польша тата Венгри правительствисем пирки, унсăр пуçне уйрăм ыйту - Япони çине вăрçăпа (тухасси) тапăнасси пирки калаçса килĕшÿ тунă. Конференцине Совет Союзĕн Совнарком председателĕ Иосиф Сталин, Америка Президенчĕ Франклин Рузвельт (вăл президентра 1933-1945 çулсенче ĕçленĕ), Великобритани Премьер-Министрĕ Уинстон Черчиль тата вĕсен ют çĕршыв ĕçĕсен министрĕсем хутшăннă. Конференцире иккĕмĕш ыйтупа çапла йышăннă: Германи çарне çуркунне тĕлне иккĕмĕш фронт пулăшăвĕпе çапса аркатнă хыççăн, виçĕ уйăхран, Совет çарĕсем Яппун самурайĕсене хирĕç вăрçăпа тухасси (пуçласси), унччен икĕ уйăх хушшинче хĕвеланăçĕнчен хĕвелтухăçне вăрçă техникине, çар чаçĕсене куçармалли пирки, Совет Союзне Кăнтăр Сахалина, ун çумĕнче утравсене, пĕтĕм Курилл утравĕсене тавăрса парасси пирки. Çапла, фашистла Германи капитуляци тунă хыççăн, пĕр кун сиктермесĕр, виçĕ уйăхран, августăн 9-мĕшĕнче Совет Çарĕсем Яппун самурайĕсене хирĕç вăрçă пуçларĕç. Ку вăрçă 25 кун çеç пычĕ, çав вăхăтра Совет çарĕсем Китай тата Çурçĕр Корея çĕрĕсене пĕтĕмпех ирĕке кăларчĕç, унсăр пуçне Кăнтăр Сахалина, Курилл утравĕсене (33 утрав) çĕнсе илсе хамăр çĕршыв аллине тавăрчĕç. Сентябрĕн 2-мĕшĕнче 9 сехет те 4 минутра (Владивосток вăхăчĕччĕ) Америкăн “Миссури” линкорĕ çинче империалистла Япони капитуляцитунă пирки акт çине алă пуснă, вăрçă хыççăнхи ĕçсене çирĕплетнĕ. Акт çине çаксем алă пуснă: Японин императорĕ ячĕпе ют çĕршыв ĕçĕсен министрĕ М. Кигэмицу, генерал Й. Умэдзу, Совет Союзĕн правительстви ячĕпе генерал-лейтенант К.Н. Деревянко, Союзлă çарсен командующийĕ генерал Д. Макартур, адмирал Г. Нимиц (США), адмирал Б. Фрейзер (Великобритани), генерал Су Юн Чан (Китай), генерал Ф. Лекрен (Франци). Яппун самурайĕсем (салтаксемпе офицерсем) пĕтĕмпе 639 пин те 635 çын плена лекнĕ, вĕсенчен нумайăшĕ Инçет хĕвелтухăçĕнче (Иркутск, Чита хулисенче) тата тайгари вăрмансенче ĕçленĕ. Вĕсене чирлесрен пирĕн тухтăрсем питĕ асăрхаса тăнă. 1956 çулта плена лекнĕ юлашки çын хăйĕн тăван çĕршывне таврăннă. Çапла, 1945 çулхи сентябрь пуçламăшĕнче иккĕмĕш тĕнче вăрçи вĕçленнĕ. Çĕршывра пурăнакан пĕтĕм халăх ирĕккĕн сывласа янă. Яппун самурайĕсене хирĕç пынă вăрçăра эпĕ те пулнă. Вăрçăн малтанхи кунĕнчен пуçласа, вăрçă вĕçленичченех ручной пулеметчик пулса çапăçрăм. Вăрçăна эпĕ 1-мĕш Инçет-Хĕвелтухăç фронтĕнчи (командующийĕ Кирилл Мерецков - Совет Союзĕн Маршалĕ) 25 Арми ретĕнче (командующийĕ Иван Чистяков генерал-полковник), 247 бригадăри 53-мĕш полкра хутшăнтăм. Вăрçăра хастарлăх кăтартнăшăн1945 çулхи августăн 23-мĕшĕнчи Верховнăй главнокомандующин И. Сталинăн 372-мĕш номерлĕ приказĕпе пирĕн чаçе, вăл шутра мана та, Тав хучĕ панă, Корейăри Аслă халăх пухăвĕн указĕпе мана “За освобождение Кореи” медальпе наградăланă. Вăрçă хыççăн пилĕк çула яхăн Лăпкă океан флочĕн çыран хÿтĕлевĕн çарĕнче службăра тăтăм, 1950 çулта демобилизаци шучĕпе яла таврăнтăм. Тĕрлĕрен ĕçре ĕçлесе ĕç стажне 50 çула çитертĕм, халĕ Муркаш райповĕнче йĕркеленĕ ветерансен канашĕн ертÿçĕ çумĕ пулса ĕçлетĕп.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429530, с.Моргауши, ул.Мира, д.6
Телефон: 8(83541) 62-58-81, 62-2-36, 62-1-34
Факс: 8(83541) 62-1-64
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика