05 августа 2003 г.
Иртнĕ ытлари кун, июлĕн 29-мĕшĕнче, пирĕн районта черетлĕ Министр кунĕ иртнĕ. Унта Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн пĕрремĕш çумĕ, ЧР ял хуçалăх министрĕ М.В. Игнатьев ертсе пыракан ушкăн хутшăннă.
Министр кунне ирттерме килнĕ ушкăн йышĕнче ЧР Ял хуçалăх министерствин тата ытти ведомствăсен ответлă работникĕсемпе специалисчĕсем пулнă. Тăватă ушкăна пайланса, вĕсем ирхи 8 сехетрех ял хуçалăх предприятийĕсене, продукци туса кăларакан тата тирпейлекен предприятисене тухса кайнă, ĕç коллективĕсемпе тĕл пулнă, вырăнти лару-тăрупа паллашнă. Пĕрремĕш ушкăнпа пĕрле район администрацийĕн пуçлăхĕ В.И. Вязов çÿренĕ, “Моргаушагропромхимия” ОАОра, “Оринино”, Ленин яч. хис. хуçалăхсенче, “Муркашри сĕт завочĕ” ОАОра пулнă. Район администрацийĕн пуçлăхĕн пĕрремĕш çумĕ, ял хуçалăх тата апат-çимĕç управленийĕн ертÿçи И.В. Николаев иккĕмĕш ушкăн членĕсемпе пĕрле “Моргаушкорм” ОООна, “Свобода” тата “Герой” хуçалăхсене çитсе курнă. Виççĕмĕш ушкăна ял хуçалăх тата апат-çимĕç управленийĕн тĕп агрономĕ А.И. Павлов Е.Андреев яч. хис., Чапаев яч. хис., Ильич яч. хис. хуçалăхсенчи лару-тăрупа паллаштарнă. Вĕсемпе пĕрле вырăнсенче хуçалăхсен ертÿçисем пулнă.
Ял хуçалăх министерствин специалисчĕсен виççĕмĕш ушкăнне кĕнисен куçĕ умне (ăна ял хуçалăх министрĕн çумĕ С.А. Енилина ертсе пынă) хуçалăхсене çитнĕ май тĕрлĕ сăн ÿкерчĕк тухса тăнă. Кăмăла çырлахтаракансем те, пăшăрхантараканнисем те куç ытамĕнчен айккинче юлман. Çакна, сăмахран, Е.Андреев яч. хис. хуçалăхра машина-трактор паркĕнче, уй-хирте ĕçлекенсем патĕнче пулса курни те çирĕплетнĕ.
-Мĕн пытарас, халĕ ĕлĕкрехри вăхăт мар, уй-хир бригадисенче ĕçе тухакан халăх сахаллансах пырать, уйрăмах çамрăксен йышĕ чакни пăшăрхантарать, -тенĕ хуçалăх ертÿçи Н.В. Рудаков.- Пур-çук халăхпах ĕçсене йÿнеçтерсе пыма тивет.
Вырмана хутшăнакан комбайнсене тивекен пухса кĕртмелли лаптăк пĕчĕк мар. “Уй-хир карапĕсене” пурне те механизаторсен кадрĕсемпе комплектласа çитернĕ, юсавпа хатĕрленÿ ĕçĕсем пыраççĕ. 1 миллион та 653 пин тенкĕ тÿлесе хуçалăх кăçал “Енисей-1200” маркăллă çĕнĕ комбайн туяннă, ĕççине ăна В. Осипов механизатор хатĕрлет. Ытти комбайнсене юсаса çитерессипе тимлеççĕ.
Чапаев яч. хис. хуçалăх территорийĕпе иртнĕ май, ушкăн членĕсем пурте уй-хирте тыр-пул япăх мар çитĕннине палăртнă. Çавăнпа та хуçалăх ертÿçипе специалистсен ăна çухатусемсĕр пухса кĕртес, йĕтемсем çинче тасатас-типĕтес, çумкурăк пусса илнĕ уйсенчи культурăсене пуçтарса тирпейлес ыйтусене кая хăвармасăр татса памалли çинче чарăнса тăнă.
Хуçалăхăн Отарккăри сĕт-çу ферминче вара кăмăла хуçакан самантсем куç тĕлне ытларах пулнă. Маларахри вăхăтра кунта талăкра пĕтĕмпе (200 пуç ĕне) 3,5 тонна таран та продукци илнĕ пулсан, паян вăл икĕ тонна чухлĕ кăна. Ферма çурчĕсенче юсав ĕçĕсене тĕпрен туса ирттермелле. Холодильниксем ĕçлемеççĕ, кадрсем тĕлĕшпе лару-тăру çырлахтараканскер мар. Çав кун ĕнесене симĕс курăк çине 9 сехет çурăра тин кăларни те йĕркеллĕ пулăмах мар-тăр. Çав вăхăт тĕлнеллех автозаправка тĕлне машина-трактор таврашĕ черетленсе тăнăччĕ. Заправщици пĕр вăхăтрах ĕне те сăвать, ферма заведующин тивĕçĕсене те пурнăçлать пулсан мĕн каласси ĕнтĕ.
Ильич яч. хис. хуçалăхра паян выльăх апачĕ хатĕрлессин хăвăртлăхĕсем япăх маррине палăртнă ушкăн членĕсем. Хуçалăхăн çамрăк ертÿçине Ф.А. Рылина вырмана епле ирттересси пăшăрхантармасть мар. Уй-хире тухма хатĕрленекен комбайнсенчен чи “çамрăкки” вун икĕ çулта, “ĕç ветеранĕ” ятне пани вара çирĕм виççĕмĕш вырмана хутшăнма хатĕрленет.
Министр кунне район администрацийĕнче ял хуçалăх, пулăшу паракан, продукци тирпейлекен тата хатĕрлекен предприятисен ертÿçисемпе специалисчĕсен, вырăнти самоуправлени пуçлăхĕсен канашлăвĕнче пĕтĕмлетнĕ. Район администрацийĕн пуçлăхĕ В.И. Вязов пухăннисене чи малтанах пирĕн район кăçалхи пĕрремĕш çур çул итогĕсем тăрăх республикăри экономика ăмăртăвĕнче пĕрремĕш вырăн йышăннă ятпа саламласа çак ÿсĕме тума пулăшнăшăн тав тунă. Çав вăхăтрах вăл хальхи вăхăтра хуçалăх ертÿçин ответлăхĕ питĕ пысăк пулмаллине асăрхаттарса каланă. Çакна хĕтĕртекен тĕслĕхсем: уйрăм хуçалăхсенче паян кашни ĕнерен талăкра вăтамран 15-19 килограмм сĕт сăваççĕ, хăш-пĕр хуçалăхсенче вара сăвăм 6-7 килограмран иртмест* хăш-пĕр лаптăксенчен курăксене иккĕмĕш хут çулса илме тытăннă тĕслĕхсем пур пулсан, уйрăм хуçалăхсенче пĕрремĕш хут хăçан çулса пĕтересси те паллă мар-ха* комбайнсене, çунтармалли-сĕрмелли материалсене хатĕрлесе çитернĕ хуçалăхсенче вырмана паян-ыран тухма хатĕр, хăш-пĕр хуçалăхсенче “уй-хир” карапĕсене алă пырса тĕкĕнмен тĕслĕхсем те пур.
Канашлура ЧР ял хуçалăх министрĕн пĕрремĕш çумĕ В.В. Григорьев ял хуçалăх таварĕсем туса кăларакансене патшалăх енчен паракан пулăшу, вырма техникине ĕççине хатĕрлес тата ытти пĕлтерĕшлĕ ыйтусем çинче чарăнса тăнă. Район администрацийĕн ял хуçалăхпе апат-çимĕç управленийĕн ертÿçи И.В. Николаев выльăх апачĕ хатĕрлес, вырмана хатĕрленес ĕçсен пĕтĕмлетĕвне тунă. ЧР патшалăх статистика комитечĕн ертÿçи Ю.К. Марков, ЧР ял хуçалăх министрĕн çумĕ С.А. Енилина тунă пĕтĕмлетÿсене, Чăваш патшалăх ял хуçалăх академийĕн ректорĕ Н.К. Кириллов хуçалăхсем валли ял хуçалăх специалисчĕсен кадрĕсене вĕрентсе хатĕрлес тĕлĕшпе панă сĕнÿсене канашлăва хутшăннисем пысăк тимлĕхпе итленĕ.
-Ял хуçалăх министерствин кунне Муркаш районĕнче ирттернин тĕллевĕ паянхи чи хĕрÿ ĕçсем вырăнта мĕнле пынипе тĕплĕн паллашасси пулчĕ. Хамăр куçсемпе мĕн курни çакна пурнăçлама май пачĕ пек,-тенĕ пĕтĕмлетÿ сăмахĕнче ЧР Министрсен Кабинечĕн Председателĕн пĕрремĕш çумĕ, ЧР ял хуçалăх министрĕ М.В. Игнатьев. -Эсир ĕçлеме пĕлнине тата пултарнине тепĕр хут курса ĕнентĕмĕр, анчах çанна тавăрарах ĕçлемелли тапхăрсем иртсе кайманнине ан манăр.
М.В. Игнатьев район ĕçченĕсене малашне те çĕнтерÿллĕ утăмпа утма ырă суннă, çав канашлурах ялта пурăнакансене çурт-йĕр лартма е туянма федераллă бюджетран субсиди илме право паракан Свидетельствăсене 8 çынна панă.