21 июля 2003 г.
Районти санэпиднадзор центрĕнче
Шывпа тивĕçтермелли централизациленĕ çăлкуçсенчен ĕçмелли шыв пахалăхĕн танлаштаруллă тишкерĕвĕ ку енĕпе кăçалхи пĕрремĕш çур çулта санитарипе хими кăтартăвĕсем иртнĕ çулхи çак тапхăртинчен лайăхрах пулнине çирĕплетеççĕ. Артскважинăсенчен илнĕ шывăн стандартлă мар пробисем 17,6 процентпа танлашнă (пĕлтĕр - 33,3 процент). Водопровод сечĕсенчен илнĕ ĕçмелли шывăн стандарта тивĕçтермен анализĕсем вара 7.1 процент чухлĕ, иртнĕ çул вĕсем пачах пулман.
Микробиологи кăтартăвĕсемпе ĕçмелли шывăн пахалăхĕ унчченхи çулхинчен япăхрах, тивĕçтермен пробăсен хисепĕ кăçал 8,0 процент чухлĕ пулнă, пĕлтĕр - 4,6 процентĕ Мичурин ячĕ хисĕ ял хуçалăх производство кооперативĕн территорийĕнчи халăха яланхиллех таса мар шыв ĕçтереççĕ (тивĕçтермен пробăсем кăçал 37,5 процент, пĕлтĕр 20,0 процент). Çавăн пекех Ленин ячĕ ячĕ хисĕ, Ильич ячĕ хисĕ, “Свобода”, “Дружба”, Чапаев ячĕ хисĕ, “Сундырский” хуçалăхсенче илсе тĕрĕсленĕ ĕçмелли шыв пахалăхне те ырламаллиех çук.
Ĕçмелли шыв пахалăхĕ водопровод сечĕсемпе сооруженийĕсем кивелсе-юхăнса пынăран япăхланать. Вĕсенчи аварисене вăхăтра юсаса тÿрлетмеççĕ, сооруженисемпе колонкăсене çуллен юсаса тăмаççĕ тата тирпей-илем кĕртмеççĕ. Шыв резервуарĕсемпе пайланса каякан сетьсенче çуллен профилактика тасатăвĕсем тăвассине тата дезинфекцилессине ниçта та йĕркелемен. Çумăр тата çĕр айĕнчи шывсем лекесрен скважинăсен анисене тачă питĕрмен.
Ял хуçалăх предприятийĕсенчен ытларахăшĕнче водопровод сечĕсемпе сооруженийĕсем кам аллинче пулнине ку таранччен те татăклăн палăртман.
Вĕсен санитарипе техника тĕлĕшĕнчи пахалăхне лайăхлатмашкăн шывпа усă куракансем мероприятисен планне туса хатĕрлемен.
Çăлсемпе çăлкуçсенчен усă куракан ĕçмелли шыв пахалăхĕ микробиологи кăтартăвĕсемпе пĕлтĕрхинчен кăштах лайăхланнă, санитарипе хими кăтартăвĕсемпе те лайăх еннелле улшăнусем пулнă. Çапах та ялсенче çăлсене вăхăтра юсаса тăмаççĕ, палăртнă йĕркепе вĕсене тасатасси тата дезинфекцилесси те тивĕçлĕ шайра мар.
Пичете санэпиднадзор центрĕн материалĕсем тăрăх хатĕрленĕ.