Моргаушский район Чувашской РеспубликиОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
 
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Раççей çамрăкĕсен кунĕ умĕн

26 июня 2003 г.

Малашлăх шанчăкĕ - вĕсенче Июнь уйăхĕ вĕçленсе пырать. Йăлана кĕнĕ тăрăх пирĕн çĕршывра июнĕн 27-мĕшĕнче çулсеренех çамрăксен кунне паллă тăваççĕ. Пирĕн районта та пултаруллă, тăрăшуллă çамрăксем нумай. Мĕнле шухăш-кăмăлпа ĕçлеççĕ, уява мĕнле кĕтсе илеççĕ районти çамрăксем; Район хаçачĕн обществăпа политика пурнăç пайĕн ертÿçин А. Чернован ыйтăвĕсем çине район администрацийĕн культура тата çамрăксемпе ĕçлекен пайĕн ертÿçи А.Е. Андреева хуравлать. -Алевтина Евстафьевна, çамрăксемпе ĕçленĕ чухне эсир мĕне тĕпе хуратăр; -Хальхи вăхăтра пирĕн районта 9 пин ытла çамрăк пурăнать. Калас пулать, ку пысăк вăй. Кăçалхи мартăн 28-мĕшĕнче депутатсен районти пухăвĕн черетлĕ ларăвĕнче “Район çамрăкĕсем 2003 - 2005 çулсенче” тĕллевлĕ программа йышăннă. Унта çамрăксене пурнăçра хăйсен вырăнне тупма пулăшас, пултарулăхне аталантарас, ĕçпе тивĕçтерес, вĕсене массăллă спорта активлă явăçтарас, вĕсен культурине, тавракурăмне ÿстерес тĕлĕшпе конкретлă задачăсем палăртнă. Вĕсене пурнăçласси пирĕн тĕп тĕллев пулса тăрать те. Районти çамрăксем тĕрлĕ отрасльсенче тăрăшса экономикăна аталантарас ĕçе тивĕçлĕ тÿпе хываççĕ. Ял хуçалăхĕнче-и е культурăпа вĕрентÿре, сывлăха сыхлас ĕçре е спортра - пур çĕрте те вĕсем пултарулăхпа палăраççĕ. Паян ĕçре малта пыракан вуншар çамрăка ятранах асăнма пулать. Районти пултаруллă 11 яшпа хĕр ЧР Президенчĕн стипендине илсе тăни те çакнах çирĕплетет. Вĕсенчен иккĕшĕ культура ĕçĕнче тăрăшаççĕ. -Çамрăксем хăйсен пултарулăхне ăçта кăтартма пултараççĕ; -Муркаш районĕнчи çамрăксем республика, район шайĕнчи тĕрлĕ конкурссемпе фестивальсене, ăмăртусене активлăн хутшăнаççĕ, лайăх кăтартусем тăваççĕ. Кĕçех, июлĕн 4-5-мĕшĕсенче, Шупашкар районĕнчи Кÿкеçре, çамрăксен республикăри “Ăраскал” пултарулăх фестивалĕ иртмелле. Унта хутшăнакан район делегацине тĕрлĕ конкурссемпе фестивальсенче, ăмăртусемпе олимпиадăсенче çĕнтернисене кĕртнĕ. Фестивалĕн тĕллевĕ - республикăри çамрăксен туслăхне çирĕплетесси, çамрăксен, çитĕнекен ăрăвăн пултарулăхне тата массăллă спорта аталантарасси. Унта çамрăксем хăйсен пултарулăхне, спортри ăсталăхне кăтартаççĕ. Çавăн пекех ялти çамрăксен професси ăсталăхĕн конкурсĕ те пулать. Пирĕн районтан “Чи лайăх механизатор” конкурса Александр Морозов, Чи лайăх выльăх-чĕрлĕх пăхакан” конкурса Ольга Гаврилова, “Чи лайăх ÿсен-тăран ÿстерекен” конкурса Татьяна Романова хутшăнаççĕ. Çавăн пекех кăçал КВН командине те республика шайĕнчи ăмăртăва тăрататпăр. -Районта Раççей çамрăкĕсен кунне епле ирттерме палăртатăр; -Çамрăксем ĕçлеме пĕлеççĕ пулсан, вĕсен йĕркеллĕ, культурăллă канма та пĕлмелле. Унсăр пуçне, вĕсен тавракурăмне, ăс-тăнне аталантарасси те малти вырăнта пулмалла. Кăçал çак уяв Муркашра, июнĕн 27-мĕшĕнче, яланхи пекех суту-илÿ çурчĕ умĕнчи лаптăкра иртет. Уяв программи пуян содержаниллĕ.Унта пултаруллă çамрăксем килĕç, вĕсене чыслĕç, тĕрлĕ конкурссем пулĕç. Кăçал çемье çулталăкĕ пулнă май çамрăк çемьесен музыка конкурсĕ те иртĕ. Пултарулăх ушкăнĕсем те çынсен кăмăлне çĕклĕç. Уявсенче яланах çĕнĕлĕх курас килет. Кăçал Ярославка ял администрацийĕнчи çамрăксен КВН команди те хутшăнать уява. Ытти кĕтменлĕхсем те пулĕç унта. Çамрăксен уявĕ пулсан та уява çемьесемпех пырса курма чĕнетпĕр. Çамрăксен çак уявра хăйсем илемлĕ канма пĕлнине кăтартасса шанас килет.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429530, с.Моргауши, ул.Мира, д.6
Телефон: 8(83541) 62-58-81, 62-2-36, 62-1-34
Факс: 8(83541) 62-1-64
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика