Моргаушский район Чувашской РеспубликиОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
 
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Доклад председателя женсовета

28 мая 2003 г.

Хисеплĕ хĕрарăмсем! Эпир паян хамăр ĕçсем пирки калаçма, малашлăх планĕсене сÿтсе явма черетлĕ конференцие пухăнтăмăр. Юлашки çулсенче пурнăç улшăннине кура нумай обществăлла организацисем хăйсен пĕлтерĕшне çухатрĕç пулин те, районти хĕрарăмсен канашĕ хăйĕн вăйне çухатмарĕ, активлă ĕçлесе пычĕ. Пирĕн районти хĕрарăмсем, чăн та, ĕçченлĕхĕпе, сăпайлăхĕпе, çирĕп кăмăлпа палăрса тăраççĕ. Ахальтен мар ĕнтĕ эпир «хĕрарăм – пурнăç тыткăчи, этемлĕх амăшĕ» теççĕ. Чи ăшă та ытарлă сăмахсем те çителĕксĕр пек туйăнаççĕ хĕрарăмсен паха енĕсем çинчен каланă чухне. Темле ыйвăрлăхра та эсир аллăрсене усмастăр, шанчăка çухатмасăр, мал ĕмĕтпе обществăлла ĕçре, производствăра хастарлăх кăтартатăр, çемьери пурнăçа тытса, йĕркелесе пыратăр. Сирĕн ĕçчен те вăр-вар аллусем пур ĕçе те ĕлкĕреççĕ, ырă кăмăллă пулнипе кашни валли чун ăшши, ырă сăмах тупатăр, кирлĕ чухне лăплантарма та пултаратăр, кашни ĕç валли вăй-хăват çитеретĕр. Пысăк тав сире уншăн. Экономикăри, социаллă пурнăçри йывăрлăхсем чи малтанах хĕрарăма пырса тивеççĕ. Апла пулин те, эсир ачасене вĕрентсе ура çине тăратма та, вĕсене тĕрĕс воспитани парса çĕршыва юрăхлă çын тума та пултаратăр. Çакна районти вуншар-çĕршер амăшĕн тĕслĕхĕпе çирĕплетсе пама пулать паян. Район администрацийĕ те хĕрарăмсен пурнăçне ăнланса ăна çăмăллатма тăрăшать, район çыннисен пурнăç шайне ÿстерессишĕн нумай ĕçсем туса ирттерет. Çакна ялсенчи социаллă инфраструктурăна аталантарни, çутçанталăк газĕпе нумай çĕрте усă курма пуçлани, çулсем туни тата ытти те лайăх çирĕплетеççĕ. Ялти çынна пурăнма май килнĕ таран çăмăллăхсем туса памалла – акă мĕнле тĕллевпе ĕçлет паян район администрацийĕ. Районти хĕрарăмсен канашĕ те хăйĕн тивĕçĕсене çак тĕллевпех пурнăçласа пырать, хĕрарăмсене ĕçлеме тата канма тивĕçлĕ условисем пулччăр тесе тăрăшать. Кирек епле отрасĕле илсен те, вĕсенче хĕрарăмсем пултаруллăхпа палăрса тăраççĕ. Вĕсемпе эпир чăнах та мухтанатпăр. Кашни çын пурнăçра хăй юратнă ĕçе суйласа илет, ăна чунĕпе парăнса пурнăçлать. Çакăнтах ĕнтĕ, ĕçре, лайăх кăтартусем тăвать. Илер-ха, сăмахран, ял хуçалăхне. Мĕн чухлĕ хĕрарăм выльăх-чĕрлĕх пăхнă çĕрте, уй-хирте тăрăшать. Агрономĕ те, уй-хир бригадирĕ те, операторĕ те сахал мар вĕсен хушшинче. Юлашки çулсенче «Ударник» сăнавпа производство хуçалăхĕ сĕт сăвассипе районта анчах мар, республикăра та малтисен ретĕнче. Кунта каллех хуçалăхри хĕрарăмсен тÿпи пысăк. Галина Леонидовна Васильева та «Ударник» хуçалăхра дояркăра тăрăшать. «Оринино» хуçалăхри Маргарита Евгеньевна Горшкова оператор, «Герой» хуçалăхри тĕп аграном ЧР ял хуçалăхĕн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ Зоя Яковлевна Макарова, Суворов ячĕпе хисепленекен хуçалăхри Галина Никандровна Албутова бригадир хăйсен хастар ĕçĕпе ыттисемшĕн ырă тĕслĕх пулса тăраççĕ. Суту-илÿпе обществăлла апатлану предприятийĕсенче те хĕрарăмсем вăй хураççĕ. Çынсен ыйтăвĕсене туллин тивĕçтерессишĕн тăрăшаççĕ вĕсем. Татьяна Ивановна Юмжакова обществăлла апатлану предприятийĕн технологĕ. Ăна пурте лайăх пĕлеççĕ. Вăл хăйĕн тивĕçĕсене тÿрĕ кăмăлпа пурнăçланипе пĕрлех обществăлла ĕçсене те хастар хутшăнать. Муркашри универмагри Полина Николаевна Петрова, Людмила Александровна Скворцова кондитер, Тамара Егоровна Никитина столовăй заведущиĕ Те тăрăшуллăхпа палăрса тăрăшаççĕ. Ахальтен мар ĕнтĕ Мăн Сĕнтĕр тата Муркаш райповĕсем Раççейри ăмăртура малти вырăнсене йышăнаççĕ. Сывлăх чи хаклă пуянлăх, тетпĕр эпир. Çын сывă пуласси хăйĕн пурнăç йĕркинчен нумай килет пулсан та, чирлесен пире медицина ĕçченĕсем чунĕсене парса сиплеççĕ, çав вăхăтрах вĕсем обществăлла ĕçсене те активлă хутшăнаççĕ. Муркашри тĕп больницăри Нина Артемьевна Лобачева акушер-гинеколог, Маргарита Петровна Савельева райпедиатр, Марина Ивановна Касьянова врач-нарколог тата ытти вуншар ĕçчен хĕрарăм сывлăх хуралĕнче хăйсен тивĕçĕсене пурнăçлаççĕ. Культура учрежденийĕсенче ĕçлекенсем те тĕрлĕ уявсенче пире интереслĕ, усăллă канма майсем пулччăр тесе тăрăшаççĕ. Москакассинчи культура çурчĕн директорĕ Галина Георгиевна Голубева, Ярабайкассинчи культура çурчĕн директорĕ Фея Фадеевна Паргеева, Муркашри искуствăсен шкулĕн директорĕ Галина Михайловна Анисова та ку тĕлĕшпе ырă ята тивĕçлĕ. Вĕрентÿ ĕçĕнче тимлекенсенчен те чылайăшĕ хĕрарăмсем. Вĕсем çитĕнекен ăрăва çирĕп те тарăн пĕлÿ парассишĕн тăрăшаççĕ, вăхăта шеллемесĕр, канăçа пĕлмесĕр пирĕн ачасене вĕрентсе, тĕрĕс воспитани парса пурнăç çулĕ çине тăратаççĕ. Муркашри вăтам шкулти физкультура учителĕ Зоя Григорьевна Углева, Нискассинчи вăтам шкулти Маргарита Николаевна Пушкарева, Çатракассинчи вăтам шкулти Эльвира Дмитриенва Ярикова тата ытти нумай учительсене асăнма пулать паян. Йăла ыйтăвĕсене тивĕçтернĕ çĕрте те хĕрарăмсем сахал мар вăй хураççĕ. Муркашри йăла çуртĕнчи Евгения Егоровна Леонтьева тĕп бухгалтер, Евгения Григорьевна Москова çĕвĕç тăрăшуллăхпа палăраççĕ. Çыхăнупа почта ĕçĕнче те пултаруллисем сахал мар. Çыхăнтару инспекторĕ Валентина Васильевна Тучева, Мăн Сĕнтĕрти почта уйрăмĕн ертÿçи Юлия Николаевна Киселева активлă, пултарăллă хĕрарăмсем. Çул çитмен право йĕркине пăсасран асăрхаттарас енĕпе шалти ĕçсен пайĕнчи Глафира Ивановна Григорьева нумай тимлет. Çул çитмен ачасемпе ĕçлекен инспекцин ертÿçи пулнă май вăл яваплăха çирĕп туять, пуласлăх шăпи канăçсăрлантарнипех пĕрмаях çул çинче курма пулать ăна. Промышленноç предприятийсенче те маттур хĕрарăмсем сахал мар, Сĕт заводĕнчи Нина Васильевна Попова, «Моргаушавтотехсервис» предпрятири Лина Алексеевна Онькова, Муркашри кирпĕч заводĕнчи Валентина Германовна Рыжкова, Мăн Сĕнтĕрти юсавпа техника предприятийĕнчи Маргарита Ивановна Анисимова, Галина Александровна Ершова тата ытти вуншар хĕрарăм тĕрлĕрен продукци туса кăларса район экономикине çирĕплетме пулăшаççĕ. Хĕрарăм ертÿçĕсем те ырă сăмаха тивĕçлĕ. Вĕсем производствăна, учреждени ĕçне те аталантарассишĕн тăрăшни, çынсен шухăш – кăмăлне лайăх пĕлсе тăрса вĕсене хавхалантарса тăни кирек ăçта та пысăк пĕлтерĕшлĕ. Коммерци банкĕн Муркашри филиалĕн ертÿçи Вера Андреевна Сохтерова, Перекет банкĕн ертÿçи Харитина Мироновна Тимофеева, «Нежность» предприяти ертÿçи Людмила Гурьевна Пудова, ял администрацийĕсен пуçлăхĕсем Ирина Валентиновна Павлова, Ираида Витальевна Петрова, Валентина Алексеевна Любимова, Светлана Георгиевна Соколова, ял администрацисен специалисчĕсем Аполлинария Ивановна Булавкина, Венера Ивановна Волкова, Римма Николаевна Березова тата ыттисем те çынсемпе яланах кăмăллă пулнипе, хăйсен ĕçне лайăх пĕлнипе палăрса тăраççĕ. Районти хĕрарăмсен канашĕ хăйĕн ĕçне çирĕплетнĕ планпа туса пырать. Кашни кварталта пĕрре хĕрарăмсен канашĕн черетлĕ Ларăвсем иртеççĕ, унти кулленхи пурнăçпа, ĕçпе çыхăннă çивĕч ыйтусене сÿтсе яватпăр, вĕсене тĕрлĕ специалистсене те явăçтаратпăр. Каларăмăр ĕнтĕ, хĕрарăмсен канашĕсем ялти хĕрарăмсен пурнăçĕпе йăла условийĕсене лайăхлатассишĕн, культурăллă канăвне усăллă, интереслĕ ирттересишĕн нумай тăрăшаççĕ. Ку тĕлĕшпе хĕрарăмсен вырăнти канашĕсене кашнине ятран асăнса тав тăвас килет. Мĕншĕн тесен, вĕсем хăйсен тивĕçне, пĕлтерĕшне ăнланса, шанăçа тÿрре кăларассишĕн ырми – канми тăрăшаççĕ. Пурнăç кашни çыншăн пĕр пек килмест, пĕрисем ытлă-çитлĕ пурăнаççĕ пулсан, теприсене вара пулăшу та кирлĕ. Çак тĕллевпех ĕнтĕ районти хĕрарăмсен канашĕ юлашки çулсенче ыркăмăллăх марафонĕсем ирттерсе гуманитари пулăшăвĕ парассипе нумай ĕçлерĕ. Инкек никама та куçа курăнса килмест. Çавăнпа та ытти регионсенче инкек тÿснисене пулăшмаллине те хĕрарăмсен канашĕ хăйĕн тĕп тĕллевĕсенчен пĕри тесе шутлать, çакна ĕçпе çирĕплетет. 1999 çулта ачасен ыркăмăллăх марафонне ирттернĕ, унта 2185 тенкĕ Укçа, 24167 тенкĕллĕх промышленность тата апат-çимĕç таварĕсем пухăннă. 2000 çулта Чечняра службăра тăракан салтаксене промышленность таварĕсем, апат-çимĕç чылай пухса леçсе панă. 2001 çулта инкек тÿснĕ Саха Республикине (Якути) япаласем ăсатнă. Çавăн пекех 2001 çулта ачасен ыркăмăллăх марафонне ирттернĕ, унта 15 пине яхăн укçа, 14 пин тенкĕне яхăн тĕрлĕрен промышленноç тата апат-çимĕç таварĕсем пухăннă. Иртнĕ çулта «Управçă-анне» монументне тума укçа пуçтартăмăр. Кун пек ыркăмăллăх акцийĕсене ирттересси районта çирĕп йăлана кĕнĕ. Кăçал та, кĕрхи ĕçсем вĕçленсен, çакăн пек акци ирттерме шутлатпăр. Унта яланхи пекех хуçалăхсенчи, предприятисенчи хĕрарăмсен канашĕсем активлă хутшăнасса шанса тăратпăр. Пурнăç кунсерен малалла кайса пырать. Анчах та пирĕншĕн пирĕн ĕçсене никам та пурнăçламасть. Хĕрарăмсен канашĕсен те хăйсен умĕнче тăракан задачăсем çинчен манмалла мар. 2003 çула пирĕн республика Президенчĕ Н. Федоров «Çемье çулталăкĕ» тесе пĕлтерчĕ. Республикăра сывă пурнăç йĕркине çирĕплетессишĕн, физкультурăпа спорта аталантарассишĕн нумай ĕçлеççĕ. Пирĕн те пурнăçшăн пысăк пĕлтерĕшлĕ çак енсене аталантарассишĕн тăрăшмалла. Кашни çыншăн ÿт-пÿ сывлăхĕ ăс-хакăл сывлăхĕпе, унăн тĕнче курăм культурипе тата йăла культурипе тачă çыхăннă. Йăла культури вара мĕнле пĕлÿ илнинчен, çын пурăнакан культурă шайĕ мĕнле пулнинчен килет. «Çемье кăна – чи малтан çемье! – ăс-хакăл енчен сывă тата пиçсе çитнĕ çынна воспитани парас енĕпе тумалли ĕçе хăй çине илмелле», - тенĕ ЧР Президенчĕ ЧР Патшалăх Канашне янă çырура. Çак сăмахсем вырăнти хĕрарăмсем канашĕн ертÿçисене те тÿремĕнех пырса тивеççĕ. Вĕсен хĕрарăмсен канашĕсен членĕсемпе ял администрацийĕсенчи çемьесемпе ĕçлекен комиссийĕсемпе пĕрле йĕркеллĕ мар çемьесене пăхса – сăнаса тăмалла, вĕсемпе калаçусем ирттермелле. Çак çемьесенчи ачасен ачалăхĕ телейлĕ пултăр, ашшĕ-амăшĕсем хăйсен тивĕçĕсене яваплăха туйса пурнăçлаччăр тесе тăрăшмалла. Кашни ача амăшĕ хăйне çутçанталăк панă тивĕçе чыслăн пурнăçлатăр, ачисене юратса пăхса ÿстертĕр. Çул çитмен çамрăксем преступлени çулĕ çине тăни те ашшĕ – амăшĕ ачисене пăхса çитерейменнинчен, тĕрĕс воспитани пама тăрăшманнинчен килет. Ку ыйтăва хĕрарăмсен канашĕсен хăй еккине ямалла мар. Çамрăк ăрăва çирĕпленсе çитме пулăшасчĕ, вĕсем пурнăçра тÿрĕ çултан ан пăрăнччăр. Районти хĕрарăмсем ырă йăла-йĕркесене, халăх юррисене, чăваш тĕррисене нумай пĕлеççĕ. Хамăр мĕн пĕлнине çамрăксене вĕрентме тăрăшмалла. Çуллахи кунсем хăвăрт иртеççĕ. Кĕрхи – хĕллехи вăрăм каçсенче улах ларассине йĕркелесси, унта çамрăк хĕрарăмсене явăçтарасси те хĕрарăмсен канашĕсен тивĕçĕ. Халăхăн ырă йăли-йĕркисене аталантарса çирĕплетсе хăварасчĕ, пирĕн хыççăнхи ăрусем те вĕсене курччăр, асламăшсемпе мухтанччăр. Çав тĕллевпех ĕнтĕ районăн 60 çулхи юбилейĕ тĕлне Муркаш районĕнче пурăнакан халăхăн ырă йăла-йĕркине, сăвви-юррисене пухса кĕнеке кăларасшăн. Материал пухас ĕç маллла пырать. Çавăнпа та кам материалсене тăратса ĕлкĕрмен, çывăх вăхăтрах кĕтетпĕр. Хĕрарăмсен канашĕсен ĕçĕ питĕ нумай енлĕ. Пуçарулăх, кăмăл пулсан, мĕн палăртнине пурнăçлама пулать. Хĕрарăмсен канашĕн ертÿçисем пурте активлă ертсе пыма, çынсемпе пĕр чĕлхе тупма пултараççĕ. Çавăнпа та вĕсем хăйсен ĕçне малалла татах та лайăхлатса пырасса шанас килет.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429530, с.Моргауши, ул.Мира, д.6
Телефон: 8(83541) 62-58-81, 62-2-36, 62-1-34
Факс: 8(83541) 62-1-64
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика