Моргаушский район Чувашской РеспубликиОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
 
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Н.В.Никольскине халалланă уяв пухăвне уçмалли умсăмах

20 мая 2003 г.

Хисеплĕ ял-йыш!
Хаклă хăнасем!

Паян Чăваш ен паллă историкпа этнограф, истори наукисен докторĕ, педагог-просветитель, фольклорист, чăвашсен пĕрремĕш хаçат – “Хыпар” – никĕслевçи Н.В.Никольский çуралнăранпа 125 çул çитнине паллă тăвать. Ку уяв пирĕн Чăваш Республикин, уйрăмăнах Муркаш районĕн историнче сумлăн çырăнĕ. Çак юбилее эпир хамăр Президентăн Николай Васильевич Федоровăн Указĕпе тата Министрсен Кабинечĕн йышăнăвĕпе килĕшÿллĕн ирттеретпĕр. Ку пире, Муркашсене, пысăк чыс тăвать, малашне татах маттур пулма хистет. Пирĕн халăх мĕн авалтан иксĕлми ĕçченлĕхпе, пултарулăхĕпе палăрнă. Хăйĕн йăхĕнчен тĕнчипе, çĕр шывĕпе паллă çынсем çитĕнтерсе пама пултарнă. Муркаш тăрăхĕнчен тухнă паллă çынсем те сахал мар. Вĕсен шутĕнче сăмахлăх тĕпчевçисем: Тимухха Хĕветĕрĕ (Федор Тимофеев), С.М.Михайлов-Янтуш; çыравçăсем: Юрий Скворцов, Кузьма Пайраш, Александра Лазарева; кĕвĕ ăстисем: Федор Васильев, Аверий Токарев тата ытти вуншар паллă çынсен чаплă ĕçĕсем халĕ те тĕслĕх пулса тăраççĕ. Николай Васильевич Никольский тăван çĕрĕнчи Сосновка шкулĕ те чăваш ятне çÿле çĕклекен çынсем сахал мар вĕрентсе кăларнă: 2 Совет Союзĕн Геройĕ – Григорий Алексеевич Алексеевпа Яков Анисимович Анисимов; Олимп чемпионки Валентина Егорова тата нумай-нумай пултаруллă çынсем. Паянхи çамрăксем те тĕнче шайне çĕкленме пултарни пире пушшех те савăнтарать. Акă ĕнер кăна иртнĕ Европăн V-мĕш кубокĕн амăртăвĕсенче пирĕн ентеш Валентина Егоровăпа пĕр ялта (Исетерккă ялĕнче) çуралса ÿснĕ Вера Соколова кĕмĕл медаль çĕнсе илме пултарчĕ. Николай Васильевич Никольский юбилейне хатĕрленнĕ май курăмлă ĕçсем туса ирттертĕмĕр. 2002-мĕш çулта Муркаш районĕн энциклопедине кăлартăмăр. Сосновка шкулĕ валли çĕнĕ çурт тума пуçларăмăр. Сентябрĕн 1-мĕшĕнче кунти шкул ачисем вĕренÿ çулне хăтлă та илемлĕ вĕрентÿпе культура центрĕнче пуçлĕç. Автобус маршрутне Ваçкассине çитерме çулсене тата павильонсене тĕпрен юсаса çĕнетнĕ. Ку таврари магазинсенче, культура, сывлăха сыхлас, çыхăну учрежденийĕсенче те юсав ĕçĕсем туса ирттертĕмĕр. Купăрля ялĕн сăн-пичĕ куç умĕнчех улшăнчĕ: Николай Васильевич Никольский паркĕ çитĕннисемшĕн те, ачасемшĕн те чăн-чăн культурăпа кану паркĕ пулса тăчĕ; пĕве пуçĕпе асфальт çул каçартăмăр; Николай Васильевич тăван килĕ умĕнче асăну палли лартрăмăр. Паллă ентешĕмĕрĕн ятне районăн Хисеп кĕнекине кĕртрĕмĕр, унăн музейне анлăлатрăмăр, экспонатсемпе пуянлатрăмăр. Паян музей çĕнĕрен ĕçлеме пуçларĕ. Хисеплĕ хăнасем! Муркаш районĕн çыннисем хăйсен ырă ĕçĕсемпе Н.В.Никольский ятне яланах çÿллĕ шайра тытса пырĕç. Юлашки çулсенче районти хастар ĕçченсен тăрăшулăхĕпе район экономикăпа социаллă аталанăва малалла çĕклес тĕлĕшпе пысăк утăмсем турĕ. Халăха вĕрентес, ун сывлăхне упрас тата çирĕплетес, культура шайне ÿстерес, спорта аталантарас ĕçсем ăнăçлă пулса пычĕç. Шкулсемпе больницăсен, культура вучахĕсен материалпа техника базисем пуянланчĕç. Район администрацийĕ агропромышленнăç комплексĕн предприятийĕсене патшалăх енчен пулăшассине май килнĕ таран ÿстерсе пырать. Районта çурт-йĕр тăвасси, газ кĕртесси, ялсене тирпей-илем кĕртесси анлăн пурнăçа кĕрет. Ахальтен мар республикăри яллă районсем хушшинчи экономика ăмăртăвĕнче 1 квартал ĕç пĕтĕмлетĕвĕсемпе пирĕн район 1 вырăна тивĕçрĕ. Пирĕн ентешĕн Николай Васильевич Никольскин ырă ятне тивĕçлĕ шая çĕкленĕшĕн, унăн ĕçĕсене пысăк хак панăшăн эпĕ чи малтанах Чăваш Республикин Президентне Николай Васильевич Федорова, Министрсен Кабинетне, Пичетпе информаци политикин министерствине, культурăпа национальнăçсен ĕçĕсен министерствине тата “Хыпар” хаçат редакцине чун-чĕререн тав тăватăп. Уважаемая Наталия Ивановна, выражаю Вам искреннюю благодарность за Вашу инициативу по проведению 125-летия со дня рождения Н.В. Никольского и огромную помощь в подготовке юбилейных мероприятий. Хаклă ял ĕçченĕсем, тăвансем! Пысăк тав сире пирĕн Президент Н.В.Федоров, Чăваш Республикин правительстви пуçарнă ĕçсене ăнланса пурнăçа кĕртсе пыма активлă хутшăннăшăн.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429530, с.Моргауши, ул.Мира, д.6
Телефон: 8(83541) 62-58-81, 62-2-36, 62-1-34
Факс: 8(83541) 62-1-64
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика