01 августа 2006 г.
«Ÿкессе пĕлнĕ пулсан тÿшек сарăттăм»,- тет чăваш ăслăлăхĕ. Çак сăмахсем пысăк пĕлтерĕшлĕ пулнине пурнăç кулленех анлăн кăтартса парать. Пушар хăрушсăрлăхĕ тĕлĕшпе илсен те вĕсем иккĕмĕш вырăна юлмаççĕ: асăрханулăх та асăрханулăх ыйтать ваттисен сăмахĕ. Çакна самантлăха манни каялла тавăрмалла мар инкек патне çитерет...
Июлĕн 9-мĕшĕ. Çу шăрăхĕпе киленекен тавралăх нимĕнле хăрушлăха та систермест-ха. Илемлĕ кунсем малашлăха пăхтараççĕ. Умра Питрав уявĕ. Ăна хатĕрленсе ĕмĕрхи йăлапа Турай ял тăрăхĕнчи Уйкасра пурăнакан 83 çулхи О. Иванова сăра вĕретме çакса ярать. Çакăнта килсе çапать те ял çыннисене «тÿшек сарманни»: ахаль те шăрăх çанталăкра çуллахи кухньăри кăмака вĕрилĕхĕ çуртăн иккĕмĕш хучĕпе иртекен асбест мăрьене сирпĕтсе ярать. Вĕри ванчăксем иккĕмĕш хута «хĕрлĕ автан» кĕртеççĕ. 1923 çулта çуралнă кил хуçи пĕччен нимĕн те тăвайманнипе кÿрше каçать. Анчах кун пек чух минутпа мар çеккунтпа пăхмалла çав: пирвайхи пулăшу çитнĕ çĕре çулăм сарăлма та ĕлкĕрет. Акă, куç умĕнчех лаçăн йывăç конструкцийĕсенчен 2-3 метрта кăна вырнаçнă кÿршĕн пурăнмалли çуртне çулăм ярса илет. Ял çыннисем кам витрепе, кам кĕреçепе çитнĕ çĕре «хĕрлĕ автан» типĕ çурт-йĕре шалтан-шала кĕрет. Кунта районти патшалăх пушар надзорĕн уйрăмĕ тăтăшах, уйăх каялла вара РФ Чрезвычайлă лару-тăру министерствин Чăваш Республикинчи патшалăх пушар надзорĕн Тĕп управленийĕ тĕрĕслесе асăрхаттарнине пăхмасăрах пушар машинине юсаса вырăнта пушар хуралĕ йĕркелесси çине «Нива» хуçалăх та, Турай ял тăрăхĕн администрацийĕ те хăнк та туманни пысăк инкеке çул уçрĕ. Кунта вырăнти пушар хуралĕн пĕлтерĕшне 2005 çулхи февралĕн 19-мĕшĕнче Çатракасси ял тăрăхĕнчи Торинкасси ялĕнче тухнă пушарта инкек патне К. Иванов яч.хис. хуçалăхăн ведомствăлла пушар машини çийĕнчех çитни «хĕрлĕ автан» ашкăнăвне утă-улăмпа кăштах йĕпетнипе тата пĕр шифер катăлнипе ирттерме май панине уçăмлă кăтартрĕ. Апла пулсан вырăнсенче пушар машинисене юсавлă тытни тата вĕсем патĕнче тăтăш хурал тăни пустуй япала мар. Уйкасра вара вут-çулăм алхаснине аякран пырса çитнĕ пушар машинисем çеç çăварлăхлама пултарчĕç. Апла пулин те, шăрăх çанталăкра вăй илнĕ «хĕрлĕ автан» икĕ хуçалăха кĕллентерчĕ. Ку тĕслĕх тимлĕхпе асăрханулăха, тивĕçлĕ органсем ыйтнине пурнăçланине тата пушар хурал надзорĕн хушăвĕ-сĕнĕвĕсене кашнин пăхăнмаллине уçăмлă кăтарса парать.
Районти пĕтĕмĕшле пушар тухаслăх. Ĕнерхи кун тĕлне кăçал район территорийĕнче 30 пушар регистрацилерĕмĕр. Пĕлĕтрхипе танлаштарсан ку 11 тĕслĕх ытларах та, анчах ирĕке кайнă вут-кăварта кăçал 11 çын вилни (пĕлтĕр çулталăкĕпе те пулман) пушар алхаснин лару-тăрăвне уйрăмах çивĕчлетет. Пушар тухаслăх уйрăмах Катькас, Москакасси, Çатракасси ял тăрăхĕсенче ÿсни вырăнти пуçлăхсене шухăшлаттармаллах. 30тан 26 пушарĕ килти хушма хуçалăхсенче пулни те ял çыннисемшĕн асăрхаттару урокĕ. Мĕнрен тухать-ха пушар; Тĕрĕслевсем çакна çирĕплетеççĕ: кăçал уçă çулăмпа асăрханусăр пулнипе тата электрооборудование эксплуатацилес правилăсене пăснипе 7-шер, пирус туртнипе 5, юсавсăр кăмака-мăрйесемпе 3 пушар тухрĕ. Вут-кăвар пурăнмалли 18 çурта кĕл турĕ. Ÿсĕрле пирус туртнипе юлашки инкек июлĕн 5-мĕшĕнче Москакасси ял тăрăхĕнчи Ситуккассинче пулчĕ. 5 сехет те 13 минутра çак сăлтавпа тухнă пушарта пурăнмалли çурт кĕлленчĕ.
Çу кунĕсем малашлăха пăхса ĕçлемелли меллĕ вăхăт. Çитес хĕл пирки шутласа паян пĕрлешÿллĕ хуçалăхсем пĕтĕм вăйсене явăçтарса выльăх апачĕ хатĕрлеççĕ. Çакна пахалăхлă пурнăçлани хĕлле те продукци илессине тивĕçлĕ шайра тытма пулăшĕ. Анчах выльăх апачĕ хатĕрленĕ вăхăтра та пушар хăрушсăрлăх правилисене пăхăнассине манас марччĕ. Ку чухне утă çинче ĕçлекен тракторсен мăрйисем çинче хĕлхем сÿнтерекен устройствăсем пулмалла. Ахальлĕн утă хранилищисене кĕрекен тракторсем пысăк хăрушлăх çăлкуçĕ пулса тараççĕ. Утă харанилищисем патĕнче шыв, хăйăр, витре-кĕреçе, пушар хăрушсăрлăх паллисем, пушар щичĕ пулмалла, харанилищĕсен алăкĕсене каçпа хупса çÿремелле, утă çинче ĕçлекенсемпе алă пустарса инструктаж ирттермелле, ĕçе явăçтаракан кашни трактор çинчех огнетушитель пулмалла.
Инкексĕр тата тирпейлĕ ирттернĕ ут çи ял хуçалăх аталанăвĕшĕн пысăк утăм.
Источник: "Çĕнтерÿ ялавĕ"