01 августа 2006 г.
Патшалăх паян çамрăк çемьесене пурнăç условийĕсем туса парассипе тимлет. Асилтеретĕп, «Чăваш Республикинчи çамрăк çемье» программăпа килĕшÿллĕн иртнĕ çул пирĕн районти 43 çамрăк çемье кредит илчĕ.
Нумаях пулмасть вара Раççей Федерацийĕн Перекет банкĕн Чăваш Республикинчи уйрăмĕпе ЧР Хула строительствин тата обществăлла инфраструктурăне аталантарассин министерстви кăçал çамрăк çемьесене «ЧР Çамрăк çемье» программа условийĕсемпе килĕшÿллĕн процент ставкисене республикиа бюджетĕнчен субсидилесси пирки калакан килĕшÿ çине алă пуснă.
"ЧР Çамрăк çемье" программăпа килĕшÿллĕн кредита нумай вăхăтлăх параççĕ: 20 çултан иртнĕ тапхăра валли. Кредита 13 процентпа параççĕ. 3 çынран тăракан е тата ытларах йышлă çемье кашни членĕ пуçне 18 тăваткал метр, 2 çынран тăракан çемьене 42 - тăваткал метр, законодательствăпа килĕшÿллĕн инвалида тивĕçекен хушма лаптăка - инвалид пуçне 1 пÿлĕм чухлĕ 18 тăваткал метр чухлĕ çурт-йĕр туянма е тума укçан усă курнă кредитпа усă курнăшăн тÿлемелли процентсене ЧР бюджетĕнчен саплаштараççĕ.
Ача пур çамрăк çемьесем çак программăпа кредит илнĕ чух çăмăллăхпа усă кураççĕ. Малтанхи 3 çулĕнче кредитшăн тÿлемелли проценчĕсене 5 процент таран чакараççĕ. Енчен те заемщик процент ставкин пайне хăйĕн укçинчен тÿлет пулсан тата кредит килĕшĕвĕнче кăтартакан вăхăтри графикпа килĕшÿллĕн кредит суммине татса пырать пулсан, ытти çулĕсенче кредитпа усă курнăшăн тÿлекен процентсене 10 процент чакараççĕ.
Енчен те çемьере 3 е ытларах ача пулсан, е пĕр çемье членĕ инвалид пулсан, çавăн пекех ялта пурăнакан çемьесене, пĕр çемье членĕ аслă пĕлÿ илнĕ çамрăк специалист пулсан: енчен те саккунпа килĕшÿллĕн 5 çултан час мар тапхăра ĕç килĕшĕвĕ тунă пулсан процент ставкине пĕтĕмпех республика бюджетĕнчен саплаштараççĕ. Ку çăмăллăх тивĕçтĕр тесен процент суммине кредит килĕшĕвĕнче палăртнă программăпа килĕшÿллĕн вăхăтра тÿлесе пымалла.
Çавăн пекех 2002-2010 çулсенче çамрăк çемьесене çурт-йĕр ыйтăвĕсене татса пама пулăшакан патшалăх программипе килĕшÿллĕн е çамрăк çемьесене çурт-йĕр тума е туянма патшалăх 30 процент таран субсиди парса пулăшать.
Источник: "Çĕнтерÿ ялавĕ"