27 июля 2006 г.
Кирек мĕнле ĕç те хăйне тăваканнинчен яваплăхпа тимлĕх ыйтать. Роспотребнадзорăн территори управленийĕн Чăваш Республикин Çĕнĕ Шупашкарти территори уйрăмĕн тĕп специалисчĕ Воробьева «Шел пулин те, хăш-пĕр ĕçченсем çакна ăнланмаççĕ», - пăшăрханать тĕп специалисчĕ Воробьева Глафира Григорьевна.
Тĕслĕх шырама инçе каймалла мар. Мăн Сĕнтĕр участокнех илер. ООО «Рассвет» хуçалăхра сăмахран, 16 çын таранах 1-мĕш çур çулшăн медосмотр тухма кăмăл туман. «Хлебороб» хуçалăхра медосмотр тăманнисен шучĕ 10 çынпа, «Нива» хуçалăхра - 3 çынпа танлашать. Медосмотртан пăрăнса çÿрекенсен йышĕнче ял хуçалăх предприятийĕсен водителĕсем: 35 çынран 18-шĕ кăна медосмотр тăнă* выльăх-чĕрлĕх пăхакансем: 52 çын тăмалла пулсан медосмотра 24-шĕ кăна килнĕ* дояркăсем: 15 çынтан 11-шĕ тухнă (ĕне сăвакансен, ял хуçалăх ĕçченĕсен ятарлă ушкăнне кĕнĕ пирки, медосмотра 100 процент) килмеллине асра тытнăран ку кăтарту пĕртте савăнармасть).
Пĕтĕмĕшле илсен, тухтăрсем Мăн Сĕнтĕр участокĕ тăрăх 1059 çынна тĕрĕслеме планланă, вĕсенчен 64,8 процент - 687 çын çеç медосмотра килни, паллах, шухăшлаттарать. Ял хуçалăх предприятийĕсен пуçлăхĕсем çакăн çине тимлĕх уйăрасса (хăйсене шанса панă предприятире ĕçлекен рабочисен сывлăхĕшĕн, ман шутпа, вĕсен те чунтанах тăрăшмалла!) ĕçченсем яваплăха туйса илессине шанас килет. Медосмотр тĕллевĕ - ял хуçалăхĕнче ĕçлекенсен сывлăхне, упрасси вĕсем ĕçе юрăхлине палăртасси. Медицина тĕрĕслевĕ витĕр тухманни - хамăр сывлăх çине çăмăлттайла алă сулни мари-Источник: "Çĕнтерÿ ялавĕ"