Моргаушский район Чувашской РеспубликиОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
 
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ачана пурнăç çулĕ çине кăларар

27 июля 2006 г.

 

«Паянхи ачасем - ыранхи пирĕн пуласлăх. Эпир хамăртан мĕн килнине йăлтах çамрăк ăрăва пама тăрăшатпăр», -теççĕ «Путене» ача садĕнче вăй хуракансем. Шкул çулне çитмен вĕрентÿ учрежденийĕ воспитани, пĕлÿ пама, ачасене пăхма тата вĕсен сывлăхне пăхма, çирĕплетме май парать. Кунта ултă ушкăн йĕркеленĕ: 3 - ясли,3 - шкул умĕнхи, çав шутра 1 логопед ушкăнĕсем.

Педагогсен пултарулăхпа ăсталăх шайĕ пысăк вырăнта, вĕсен 73 проценчĕ аслă пĕлÿ, 27 проценчĕ ятарлă вăтам пĕлÿ илнĕ. Ачасене воспитани парас ĕçре çак тĕллевсемпе ĕçлесе пыраççĕ:

- ачасен сывлăхне çирĕплетесси*

- ачасене  вĕренÿ хăнăхăвне парасси, вĕсенче  вĕренес кăмăлне çирĕплетесси*

- ачасене воспитани парса вĕсен ăс-тăнне аталантарасси.

Вĕрентекенсем хăйсен ĕçĕнче «Сообщество», «Радуга», «Программа воспитания, обучение и развитие в детском саду», Филичевăпа Чиркина программисемпе анлăн усă кураççĕ. Комплекслă  вĕренÿ ачана хăвăрт улшăнакан пурнăçа хатĕрлеме май парать.

Ачасене наци культурине вĕрентесси çине те пысăк тимлĕх уйăраççĕ кунти педагогсем. Халăх юрри-кĕввине, ташшине вĕренеççĕ. «Муркаш ен, юратнă ен» педагогика технологийĕпе ĕçлесе пыраççĕ. Çамрăк ăру тăван ен историйĕпе, çут çанталăкĕпе, йăли-йĕркипе, унăн паллă çыннисемпе паллашать. Çак тĕлĕшпех авалхи кил-çурт хатĕрĕсем, асатте-асанне тумтирĕсене упракан мини-музей йĕркеленĕ. Халăх искусствине упрасси, ăна малалла аталантарасси çĕнĕрен вăй илсе пырать. Çамрăк  ăрăва чăвашăн ырă йĕркине упрама вĕрентессине кунта тивĕçлĕ шайра йĕркеленĕ.

Физкультурăпа сывлăха çирĕплетес мероприятисен системине те хатĕрленĕ: физкультминтукăсем, ирхи гимнастика, спорт уявĕсем, чупса, утса  сывлăха çирĕплетсси, кăмăла çĕклекен гимнастика. Кунти спорт площадкинче тĕрлĕрен вăйăсем выляма, тупăшма пултараççĕ.

Шкул çулне çитмен вĕрентÿ учрежденийĕнче логопед ушкăнĕ ĕçлесе пырать, ют чĕлхене  вĕрентессине те йĕркеленĕ. Педагогсем вĕрентÿ ĕçне çĕнетсе улăштарассипе ялан шыравра. Çакă ĕçе паянхи самана ыйтнă пек çĕнĕ шайра йĕркелеме май парать.

Источник: "Çĕнтерÿ ялавĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429530, с.Моргауши, ул.Мира, д.6
Телефон: 8(83541) 62-58-81, 62-2-36, 62-1-34
Факс: 8(83541) 62-1-64
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика