27 июля 2006 г.
«Ĕç çынна илем кÿрет», - теççĕ халăхра. Темшĕн малтан эпĕ çакна ĕненместтĕм. Мĕнле илем çинчен пырать-ши кунта сăмах; Пур вăя, вăхăта туртса илекен ĕçре мĕн илемĕ пулма пултарать-ха; Шетмĕпуç амбулаторийĕнче вăй хуракан Юлия Николаевна Краснова ĕçĕ-хĕлĕпе тĕплĕнрех паллашсан çеç эпĕ илемĕн, телейлĕ куллин вăрттăнлăхĕ ĕçре пулнине ĕненме тытăнтăм.
Юлия Николаевна - шăл тухтăрĕ. Ялта вăл сумлă та хисеплĕ çын. Унăн ăста алли кама кăна сывлăх парнелемен-ши; Темшĕн эпир пурте шăл тухтăрĕсенчен хăратпăр. Манăн, тĕслĕхрен, бор машина кĕрлевне илтсенех чĕре ура тĕпне анса каять. Юлия Николаевна пациенчĕсем вара кабинет уратинчен пĕр шикленмесĕрех пусса кĕреççĕ. Опытлă тухтăр ман пек хăравçăсене хĕвеллĕ куллипе, кăмăллă шÿчĕсемпе хавхалантарса тăрать, хăюлăх хушать, ырă сăмахĕпе сиплет.
Шетмĕпуçĕнче Юлия Николаевна 1984 çултанпа ĕçлет. 1966 çулта алла диплом илсенех, ăна Красноармейски районĕнчи Мăн Шетмĕ амбулаторине ĕçлеме янă. 1971-73 çулсенче шăпа Юлия Николаевнăна Узбекистана илсе çитернĕ, кунта та вăл хăйĕн ĕçне пăрахман. 1975-1984 çулсенче Юлия Николаевна Шупашкар районĕнчи Янăш ялĕнче ĕçленĕ. Уй урлă, сивве, çумăра пăхмасăр, кашни кун васканă хăйне кĕтекен пациентсем патне. 1984 çулта Шетмĕпуç амбулаторийĕнче шăл юсав пÿлĕмне йĕркелесен Юлия Николаевна кунта ĕçлеме пуçлать. Паян кунчченех Шетмĕпуçĕнче тăрăшать хăйĕн ĕçне чунтан парăннă тухтăр. Кашни ирех амбулаторие васкать. Унăн çирĕп уттине, кăмăллă куллине Шетмĕпуçсем аякранах палласа илеççĕ. Хăйĕн ĕçне юратать Юлия Николаевна. Паллă ĕнтĕ, юратнă ĕç çынна илем кÿме пултарать. Çамрăк чунлă, вашават та ĕçчен Шетмĕ тухтăрĕ çакна çирĕплетет çеç.
Ĕçре те, çемьере те хисеплеççĕ, юратаççĕ Юлия Николаевнăна. 5 ывăл ÿстерсе ура çине тăратрĕç Юлия Николаевнăпа Анатолий Ефимович Красновсем. Улмисем чăнах та аякка ÿкмен: ачисем ĕçчен те тарават пулни ашшĕ-амăшне савăнтарать кăна ĕнтĕ.
Юлия Николаевнăна нумай-нумай çул пурăнма сывлăх, телей те ăнăçу сунас килет. Ĕçĕр кăмăла кайтăр, çемьере яланах тăнăçлăх хуçалантăр. Мăнукăрсен чĕвĕл-чĕвĕл сасси, ачăрсен ырă сăмахĕ чуна ăшăтсах тăтăр. Çакă ĕнтĕ вăл телей тени. Çакă ĕнтĕ вăл пурнăç илемĕ. Ĕç илемĕ.
Источник: "Çĕнтерÿ ялавĕ"