27 июля 2006 г.
2006 çулта 6 уйăх хушшинче пирĕн район территорийĕнчи çулсем çинче 25 авари пулнă. Вĕсенче 5 çын вилнĕ, 33 çын аманнă. Пĕлтĕрхипе танлаштарсан, кăçал çул çинче инкек пуласси 25 процент ÿснĕ.
Мĕн сăлтавпа пулаççĕ-ха ку аварисем; Çул çинче тимлĕ пулманнипе тата руль умне ÿсĕр ларнипе. Çул-йĕр правилисене тĕрĕс пăхăнсан, хăв пурнăçа та сыхласа хăваратăн. Çуран çÿрекенĕн те пурнăçĕ сыхланса юлать.
Акă, июнĕн 3-мĕшĕнче тăватă сехет тĕлĕнче Муркаш Турай çул çинче авари пулнă. Мăн Токшикре пурăнакан Афанасий Иванович Арбузов, 1980 çулта çуралнăскер, ВАЗ-2101 автомашинăпа кювета çаврăнса ÿкнĕ. Вăл руль умне ÿсĕр пуçпа ларнă. Унпа юнашар ларнă В.Г. Евстафьев пассажир Муркаш больницине лекет.
Июнĕн 25-мĕшĕнче Кармăш ялĕ патĕнче тепĕр авари пулчĕ. Шупашкарта пурăнакан Вячеслав Анатольевич Иванов, 1985 çулта çуралнăскер, ВАЗ-2109 автомашинăпа çул çинче тимлĕ пулманнипе кювета сикет. Юнашар ларса пынă Анна Николаевна Фадеевапа иккĕшĕ те больницăна лекеççĕ.
Авари ан пултăр тесен, çул çинче яланах тимлĕ пулăр.
Источник: "Çĕнтерÿ ялавĕ"