27 июля 2006 г.
Çапла калаççĕ Мăн Сĕнтĕрти ваттисен çуртĕнче вăй хуракан ăшпиллĕ виçĕ хĕрарăм. Людмила Геннадьевна Каргина ертÿçĕре 1997 çултанпа тăрăшать.
- Кашни çыннăн хăйĕн шăпи пирĕн пата ватăсем ăшă кĕтес, хÿтлĕх шыраса килнĕ. Эпир вĕсемпе пĕр чĕлхе тупса, туслă кил-йышри пек пурăнатпăр. Хăйсен хурлăхлă кун-çулĕпе паллаштарсан, ватă çын хуйхине хамăрăн инкек вырăнне хуратпăр. Май килнĕ таран пулăшса лăплантарма тăрăшатпăр,- каласа пачĕ Людмила Геннадьевна.
Чăнах та, çакăнта килнĕ асатте-асанне килте ырăрăнах кунта килмен пулĕ. Хăшне вара мĕн пĕчĕкрен пăхса ÿстернĕ, ура çине тăратнă ачи ăшă кĕтес, хÿтлĕх пама шелленĕ. Кунти ватăпа сăмах пуçарсан ватă кинемей çапла хурав пачĕ: «Эпĕ кунта пурăннишĕн кулянмастăп. Яланах апат-çимĕç, ăшă кĕтес пур. Пире пăхакансем чуна лăплантармалла сăмахсем тупса калаçнăран питĕ савăнатпăр. Килте пĕччен пурнăç самай йывăр пулнă пулĕччĕ».
Çу кунĕсем çитсессĕн килĕсене каякансем пур. Хĕлле валли каялла килеççĕ. Кăмăл тăвакансем валли библиотека ĕçлет, районти «Çĕнтерÿ ялавĕ», «Достоинство» хаçатсем те килсех тăраççĕ. Пахча çимĕç туса илмелĕх çĕр уйăрса панă. Ĕçлеме пултаракансем кунта ĕçлеççĕ.
Çапла пурăнать паян коллектив, пурнăç уттинчен кая юлмасăр.
Источник: "Çĕнтерÿ ялавĕ"