27 июля 2006 г.
Çу пуçламăшĕнче Шетмĕпуç шкулĕнче районти вĕрентÿ пайĕпе ЖКХ спецалисчĕсенчен йĕркеленĕ комисси тĕрĕслев ирттерчĕ. Шкулăн çур- çĕр енчи стени калама çук япăххине вĕсем те асăрхарĕç. Çумăрлă кунсенче шыв ун тăрăх сăрхăнса цемент растворне юхтарса кайнă. Стена кирпĕчĕсем çинче кăна тытăнса тăни ачасемшĕн те, шкул ĕçченĕсемшĕн те хăрушă, паллах. Комисси çак çитменлĕхе çитес вăхăтра тÿрлетме хушса хăварчĕ. Ку ĕç пысăк тăкаксемпе çыхăннă пулин те, район бюджетĕнче ăна йĕркене кĕртме валли укçа-тенкĕ çук иккен...
Шетмĕпуç шкул директорĕ Антонина Владимировна Степанова никам çине шанма хăнăхман. Унăн тăрăшулăхне, хастарлăхне пулах ишĕлсе анма тытăннă стена вырăнĕнче çĕнни, çирĕппи çĕкленчĕ. Икĕ эрне хушши шкул ĕçченĕсем, ашшĕ-амăшĕсем, ачасем шăрăха пăхмасăр тимлесе ĕлерĕç. Шкул ĕçченĕсенчен нумайăшĕ отпускра пулин те, нимерен никам та юлмарĕ. Пурте пĕр шухăшлă пулнăран, ĕç пĕлтерĕшне ăнланнăран килет ĕнтĕ ку. 10 метрлă шкул стенине хăйсен аллипе хăйсем хăпартрĕç Шетмĕпуçсем. Унтан шкул çурчĕн çине битумпа, рубероидпа та витсе хăварчĕç.
Строительство материалне те хăех тупрĕ Антонина Владимировна. Шкулăн ятарлă фондĕнчен 2 тонна цемент туянчĕ. Кирпĕчне те садикăн кивĕ котельнăйне пăсса хатĕрлесе çитерчĕ. Нимене пынисем кашни кирпĕче тасатса шкул умне йăтрĕç. Хăйăр тиеме те карьера шкул ĕçченĕсем хăйсем кайса килчĕç. Директор вашаватлăхне пулах ĕç вĕресе кăна тăчĕ. Антонина Владимировна ĕçлекенсене хăйĕн тĕслĕхĕпе те хавахалантарса яма хал çитерчĕ: шкул стройкинче кун кунларĕ ертÿçĕ, пурне пĕрле шкул çийĕнчне битум сарнă çĕрте тимлерĕ.
10 метрлă стена хăпартни - пĕтĕмпех Шетмĕпуçсен тивĕçĕ ĕнтĕ. Унччен шыв шăпăртатса аннă классем халĕ хĕн курманнишĕн те нимене пынă çынсене тав тумала. Çĕнĕ вĕренÿ çулне ачасене таса та илемлĕ шкул кĕтни, паллах, пуриншĕн те - шкул ĕçченĕсемшĕн те, ашшĕ-амăшĕсемшĕн те, ачасемшĕн те - нимĕнпе виçми савăнăç.
Çак кунсенче эпĕ шкул директорĕпе А.В. Степановапа курса калаçрăм. Пысăк ĕçе ăнăçлă вĕçленĕшĕн хĕпĕртенине пытармарĕ шкул ертÿçи: «Нимене хутшăннă шкул ĕçченĕсене, ашшĕ-амăшĕсене, ачасене тав сăмахĕ калас килет. Уйрăммăн Н.И Петрова, В.В. Федорова, О.И. Павлова, В.А. Серафимова, Ю.К. Григорьева тав тăватăп. Ю.Д. Соловьева та çĕре çитиех пуç тайнă пулăттăм: вăл ялти сумлă строительсенчен пĕри, шкулта ĕçлемест пулин те, вăй çитнĕ таран пире килсе пулăшрĕ».
Хальхи вăхăтра алă усса ларман, хăйсемшĕн хăйсем тăрăшакан шкулсем çеç йĕркеллĕ ĕçлеме пултараççĕ. А.В. Степанова ертсе пыракан Шетмĕпуç шкулĕ шăпах вĕсен йышĕнчен ĕнтĕ.
.
Источник: "Çĕнтерÿ ялавĕ"