Моргаушский район Чувашской РеспубликиОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
 
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çамрăк ырă ята тивĕçлĕ

26 июля 2006 г.

 

Çын ĕçпе илемлĕ теççĕ халăхра. Тĕрĕсех пулĕ, анчах ĕçпе кăна мар юратупа илемлĕ. Ĕçпе юрату, юратупа ĕç тата илемлĕрех. Çуллахи вăрăм кунсенче кайăксем мĕнле хитре юрлаççĕ. Николай Иванович Александров тăххăрмĕш класс хыççăн шкула каймарĕ. Фермăна дояра вырнаçма шутларĕ. Майĕпен шутланă ĕç майлашăнма тытăнчĕ тесен те юрать. Малтанхи вăхăтра йывăрччĕ. Хăнăхман ĕç, ĕнисене те хăнăхман, ĕнисем те çамрăк дояртан хăраççĕ. Вăхăт иртнĕçемĕн майĕпен вĕренсе пырать çамрăк дояр, ĕнисем те ăна сасранах уйăракан пулчĕç.Сĕт сăвасси те майĕпен ÿсет. Ахальтен каламан ĕнтĕ ĕнен сĕчĕ чĕлхе çинче тесе. Ĕнене мĕнле тăрантаран, сĕтне çавнашкалах парать. Кашни ĕне уйрăмлăх ыйтать. Пĕри ачашланине юратать, теприне патак итлеттерет, виççĕмĕшне хыттăн калани çителĕклĕ.Николай Иванович çамрăк, кĕске каçсенче çывăрманни те пулать пулĕ каччăн. Çапах тăрăшать ывăнма пĕлмен дояр. 2005 çулхи ĕç кăтартăвĕсем лайăх пулнишĕн Хисеп грамоти тата укçан преми парса чыс турĕç ăна. Виççĕмĕш çул тăрăшать ĕне ферминче Николай Иванович Александров. Хăйĕн кăмăлĕпе, ĕçченлĕхĕпе коллективра ырă ятлă. Çынсене пулăшма яланах хатĕр. Вăл дояркăсене çăнăх миххисене çурăмпа йăттармарĕ, лавпа турттарса пачĕ. Халĕ ĕнесем симĕс курăк çинче çÿренĕ вăхăтра сĕт сăвасси палăрмаллах ÿсрĕ. Тăрăшать ывăнма пĕлмен çамрăк каччă Николай Александров, юратуллă ĕçчен дояр.

Источник: "Çĕнтерÿ ялавĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429530, с.Моргауши, ул.Мира, д.6
Телефон: 8(83541) 62-58-81, 62-2-36, 62-1-34
Факс: 8(83541) 62-1-64
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика