26 июля 2006 г.
Акă ĕнтĕ Мăн Сĕнтĕрти вăтам шкул çумĕнчи «Солнышко» лагерь хăйĕн ĕçне вĕçлерĕ. Лагере 1-4 класс ачисем кăмăлласах çÿрерĕç. Вĕсем валли А.А. Егорова тата Г.И. Васильева воспитательсем тĕрлĕ мероприятисем тăрăшсах ирттерчĕç: вăйăсем, конкурссем, викторинăсем, экскурсисем. Ачасем ирттернĕ мероприятисене хаваслансах хутшăнчĕç. Асра юлмалли самантсем чылай пулчĕç вĕсем валли.
Ытларах лагерьте канакансене анлă Атăл хĕррине экскурсие кайни кăмăла кайрĕ. Атăл çинче пысăк пăрахут ишнине курсан ачасен туйăмĕсем çĕкленсех кайрĕç. Шыв хумĕсем çыран хĕррине вăйлăн пыра-пыра çапăннине интересленсех сăнарĕç, çара уран шыв хĕрринчи хăйăр çинче киленсе утрĕç. Асра юлмалăх рак хуранĕсем пухрĕç.
Ачасене Каршлăх вăрманĕнче вырнаçнă таса та сиплĕ çăл куç патĕнче пулни те интереслĕ пулчĕ. Унта вĕсем аллисемпе пичĕсене йĕпетрĕç, сиплĕ шыва тутанчĕç.
Моделлĕ библиотекăна ертсе пыракан С.Г. Соколова та лагерьте канакансене хапăлласах йышăнчĕ. Воспитательсене тĕрлĕ мероприятисем ирттерме пулăшрĕ.
Шкулти столовăйĕнче вăй хуракан А.П. Горшкова повар пĕçернĕ тутлă апат-çимĕç вара ачасен кăмăлне кайрĕ.
Лагере çÿренĕ ачасем хăйсен сывлăхне çирĕплетрĕç. «Лагерь çăвĕпех ĕçленĕ пулсан татах та лайăхчĕ»,- терĕç кунта канакансем.
Источник: "Çĕнтерÿ ялавĕ"