Моргаушский район Чувашской РеспубликиОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
 
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » «Росинка» лагерьте

26 июля 2006 г.

 

Кашмаш шкулĕ çумĕнче «Росинка»  ятлă ĕçпе кану лагерĕ уçăлчĕ. Лагерь илемлĕ вырăнта вырнаçнă. Юнашарах шкул вăрманĕ, вăрман çумĕнче пĕве - канмалли чи лайăх вырăнсенчен пĕри.

Лагерьти кунсем хаваслă та интереслĕ иртеççĕ. Ачасен кичемленсе ларма вăхăт çук. Ирхине колхоз уйне ĕçе васкаççĕ. Кăнтарлахи апат хыççăн лагерьте тĕрлĕ мероприятисем иртеççĕ. Кашни кун ачасене мĕн те пулин интересли, асра юлмалли кĕтет. Арçын ачасемпе хĕрачасем хаваспах тĕрлĕ конкурссемпе вăйăсенче хутшăнаççĕ.

Нумаях пулмасть пирĕн лагерьте «Робинзонсен» конкурсĕ иртрĕ. Кашни отрядран 4-шар ача хутшăнчĕ. Чи малтанах вĕсем Робинзон çи-пуçне тĕрлĕ ÿсен-тăрансенчен хатĕрлерĕç. Чи кăсăклă костюм пĕрремĕш отрядри Максим Масловăн пулчĕ. Кайран ачасем çынсăр утрав çине мĕнле караппа лекни çинчен ÿкерсе пачĕç, сăмах купинчен çыру çырчĕç, Робинзонăн ирхи апатне хатĕрлерĕç. Çыран хĕрринче Пятница Робинзона хăйĕн хаваслă ташшине вĕрентрĕ.

Çак конкурсра пĕрремĕш отряд çĕнтерчĕ. Конкурса хутшăнакансем хăйсен тавçăрулăхне, ăсне, фантазине пула çынсăр утрав çине лексен çухалса каймаççĕ пулĕ тесе шутлатпăр.

Çуллахи шăрăх кунсем ачасене шыва кĕме чĕнеççĕ. Акă вĕсем вăрман çумĕнчи утма çулпа шыв хĕррине васкаççĕ. Паян кунта - Нептун кунĕ.

Русалкăсем курăнса каяяçĕ, вĕсем çул çине курăк сапаççĕ. Нептун хăйне евĕр çи-пуçĕпе мăнаçлăн шыв хĕррипе утать. Пуçĕнче унăн пуç кăшăлĕ, аллинче сенĕк евĕр туя. Ун хыççăн Нептунăн чунтан парăннă чурисем - пичĕ-куçĕсене сăрланă шуйттан çурисем сиккелесе пыраççĕ. Нептун пурне те уяв ячĕпе саламлать. Кайран шыври вăйăсем пуçланаççĕ. Кашмашвар пĕви ачасен хаваслă сассипе тулать. Шăрăх çанталăкра шыва кĕрсе уçăлнă ачасен пит-куçĕ çуталать, кăмăлĕ çĕкленет.

Хăвăрт иртеççĕ лагерьти кунсем. Çак кунсем ачасен асĕнче

Источник: "Çĕнтерÿ ялавĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429530, с.Моргауши, ул.Мира, д.6
Телефон: 8(83541) 62-58-81, 62-2-36, 62-1-34
Факс: 8(83541) 62-1-64
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика