26 июля 2006 г.
Çĕр çыннишĕн çут çанталăкăн нихăш вăхăтĕнче те канлĕх çук. Хĕлле те пĕтĕм шухăш çураки çинчех. Ăна ăнăçлă ирттернĕ хыççăн пĕтĕм ĕçĕ пуçланать çеç ял ĕçченĕн. Çу каçипех лăш курмасăр вăй хурать вăл, мĕншĕн тесен çуллахи кун ахаль сая янă вăхăт кайран хакла ларма пултарать. Мĕнлерех лару-тăру паян районта ку енĕпе; Çакăн пирки калаçрăмăр та ĕнтĕ эпир район администрацийĕн пуçлăхĕн пĕрремĕш çумĕпе А.Н. Ивановпа.
- Альберт Николаевич, çурхи культурăсен анисем те кăçал пысăкланчĕç. Паян мĕнлерех ĕçсем пыраççĕ вĕсенче;
- Пĕтĕмĕшле илсен, кăçал çурхи культурăсене 19,2 пин гектар çинче акса-лартса хăвартăмăр. Çав шутран пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсем иртнĕ çулхинчен 965 гектар нумайрах - 15,3 пин гектар йышăнаççĕ. Пĕр çул ÿсекен курăксен лаптăкне те 380 гектар чухлĕ пысăклатрăмăр кăçал – 1 пин те 713 гектар çинче вĕсем. Çавăн пекех 1367 гектар çĕр улми, 131 гектар пахча-çимĕç, 325 гектар выльăх кăшманĕ лартнă районĕпе. Силослăх культурăсем 159 гектар чухлĕ.
Паян районти çĕр ĕçченĕсем акса-лартса хăварнă ял хуçалăх культурисене тухăçлă çитĕнтерессипе тимлеççĕ. Çуркунне кĕр тыррисене 2 пин гектар çинче сÿрелесе хăварнă. Çак ĕçе нумай çул ÿсекен курăксен анисем 10 пин те 970 гектар çинче те туса ирттернĕ.
Паянхи кун тĕштырăпа пăрçа йышши культурăсене тасатса имçамлас ĕç вĕçленсе пырать. Кунта çакна палăртмасăр иртме çук: ял хуçалăхĕнче агротехника мероприятийĕсене вăхăтра ирттернине нимĕн те çитмест. Унсăрăн пысăк тăкаксем пулма пултараççĕ. Тĕслĕхрен, К.Иванов, Ленин, Суворов ячĕпе хисепленекен хуçалăхсемпе А.Н. Михайлов фермер хуçалăхĕнче уйсене гербицидсене вăхăтра сапманнипе уйсем çумланса кайрĕç. Тырпула сирпĕтмелли ятарлă техникăна малтанах хатĕрленĕ пулсан, асăннă хуçалăхсенче лару-тăру лайăхрах пулатчĕ.
Çавăнпа та опрыскивательсем кашни хуçалăхрах кирлĕ. Унсăрăн, асăннă ĕçе вăхăтра ирттермесен, тырă тухăçĕ палăрмаллах чакать. Ку - пĕр çитменлĕх. Тепĕр енчен, çак туса çитереймен ĕç вырмара та çĕр кăлтăк кăларса тăратать: çумкурăклă вырăнта комбайнсем çĕмĕрĕлеççĕ, тырă йĕркеллĕ çапăнмасăрах арпапа, улăмпа хутăш тухать.
Хуçалăхсенче çавăн пекех выльăх кăшманĕн анисене гербицидсемпе сапасси çине те тимлĕх уйăрмалла. Çынсене çум çумлама кăлариччен çак ĕçе туса ирттермелле малтан.
Çĕрулмие нумай хуçалăхсем 3 хут чĕрсе тухрĕç ĕнтĕ. Ку алă усмаллине пĕлтермест, мĕншĕн тесен çум курăкĕ тухсах тăрать. Çавăнпа та «иккĕмĕш çăкăра» тепĕр хут кăпкалатса тухни ытлашши мар. Çав хушăрах колорадо нăррисемпе фитофтора чирĕнчен те вăхăта сая ямасăр имçамламалла. Ку ĕçе «Волга», Ленин яч.хис., «Передовик» хуçалăхсемпе хресчен фермер хуçалăхĕсенче чи малтан туса ирттерчĕç.
Хуçалăхсенче çавăн пекех 2844 гектар пусу хăварнă. 1 пин ытла гектарне сухаланă.
- Паян усă курман çĕрсем те пур вĕт-ха районта. Вĕсенче çумкурăк «вăрманĕ» ан ешертĕр тесе мĕнле мерăсем йышăнатăр;
- Чăннипех те, Юнкăпуç, Турай, Мăн Сĕнтĕр, Шетмĕпуç ял тăрăхĕсенн территорийĕсенче те 2000 гектара яхăн усă курман уйсем пур. «Хлебороб», «Лидер», «Агро-Урожай», «Колос», К.Иванов ячĕпе хисепленекен хуçалăхсенче те çумкурăк айне пулма пуçлакан лаптăксем пур. Çавăнпа та çав уйсене хальтерех сухаласа, кĕр тыррисем валли хатĕрлесе хăвармалла. Акиччен вара культиваторпа 2-3 хутчен çумкурăксенчен тасатсах тăмалла. Иртнĕ çул Суворов ячĕпе хисепленекен, «Нива», «Чемеево», «Ударник» хуçалăхсенче çĕртме пуссисене таса тытса тăчĕç. Çавăнпа ĕнтĕ çуркунне калчасем аван тухрĕç. Çав хушăрах нумай хуçалăхра кĕр тыррисем (районĕпе 2170) çурри ытла пĕтрĕç.
Акас умĕн çеç çĕр хатĕрлесен, çĕр йĕркеллĕ пусăрăнса çитмест, çапла вара нÿрĕк те пухаймасть.
- Альберт Николаевич, паян хуçалăхсен уйĕсенче «симĕс ĕççи» пырать. Ăна мĕнле хак паратăр;
- Иртнĕ çулхипе танлаштарсан, выльăх апатне хатĕрлес ĕç хăвăртлăхĕ пысăкрах. Апла пулин те «Сеятель», «Герой», «Лидер», «Нива», Андреев, Ленин, Суворов ячĕпе хисепленекен хуçалăхсенче сенажпа силос хатĕрлес ĕçе вăраха ячĕç. Асăннă хуçалăхсен ертÿçисемпе инженерĕсем çак ĕçе тăвакан техникăна хатĕрлесси çине вăхăтра тимлĕх уйăрнă пулсан, çапла пулса тухмастчĕ. Техникăна юсанă, пур кăлтăксене тупса йĕркене кĕртнĕ çĕре 4-5 кун иртет. Курăк хытса пырать, пахалăхĕ чакать. Пĕтĕмпе районĕпе 12752 тонна утă, 25222 тонна сенаж, 21030 тонна силос хатĕрлемелле пулсан, ĕнерхи кун тĕлне ---------- тонна утă, ------------ тонна сенаж, --------- тонна силос хатĕрленĕ.
Выльăх апачĕ хатĕрлес ĕç «Ударник», «Восток», «Оринино», «Свобода», Ильич яч. хис. хуçалăхсенче кал-кал пырать. Районĕпе выльăх апатне хатĕрленĕ çĕрте çак тĕллевпе усă курмалли 20 комбайн, 39 косилка ĕçлет.
- Сисĕнмесĕрех вырма та çитсе тăрĕ. Ăна хатĕрленесси паян мĕнлерех шайра;
- Ку ыйту çинче иртнĕ эрнере иртнĕ комбайнерсен канашлăвĕнче те тĕплĕн чарăнтăмăр. Хуçалăхсенче тыр-пула пухса кĕртмелли техникăна, йĕтемсене паянах çине тăрса тимлемелле, ĕçлекенсене юсав, тыр-пул тата выльăх апатне пухса кĕртнĕ тапхăрти ĕç условийĕсемпе, вăтам хаксемпе паллаштармалла. Ĕç пахалăхне кура тивĕçлĕ ĕç укçипе, тырăпа, утăпа, улăмпа тивĕçтерессе шанас килет.
Паян хуçалăхсенче пĕтĕмпе 106 комбайн, 31 жатка, тырă алламалли 77, тырă сăвăрмалли 35 машина пур. Çавăн пекех тырă типĕтекен комлекссем 25, нательнăй сушилкăсем 43. Вĕсене пурне те юсаса, тепĕр хут пăхса тухса, техуход тата регулировка тумалла, йĕтемсене, тырă кĕлечĕсене çуса тасатмалла, имçамламалла.
Ĕççинче ĕç сыхлавĕн правилисене пăхăнасси çине пысăк тимлĕх уйăрмалла. Ĕçлекенсемпе инструктаж ирттермелле, вĕсене ĕç хатĕрĕсемпе, медаптечкăсемпе, ĕçмелли шывпа тивĕçтермелле. Кирек епле техникăна та заводра кăтартса çырнипе килĕшÿллĕн ĕçлеттермелле.
- Ĕç çынни, уншăн тăрăшасси малти вырăнта пулмалла. Ку кăçал çакнашкал пуласси сирĕн сăмахăртан яр уççăнах курăнать. Вырмана хутшăнакансене хавхалантаракан условисемпе тĕплĕнрех паллаштараймастăр-ши;
- Механизаторсем вырмана пахалăхлă тата кĕске вăхăтрах ирттерме явăçтарас тесе çулсеренех районти механизаторсен хушшинче конкурс йĕркелеççĕ. Район администрацийĕн пуçлăхĕн Ю.А. Ивановăн ятарлă хушăвĕпе (шăпах хаçатăн паянхи номерĕнче паллашма пултаратăр) кăçал та çакнашкал конкурса йĕркелетпĕр.
Çакнашкал хавхалантармалли условисем кашни хуçалăхрах пулмалла. Çĕр ĕçченĕ хăйĕн ĕçĕ хисеплĕ пулнине туйса тăтăр.
Вырма вăхăтĕнче халăха хавхалантармалли ырă йăласаене пăрахăçа хăвармалла мар пирĕн. Культура ĕçченĕсем, уя концертпа тухса халăх кăмăлне çĕклеччĕр тата ытти те.
- Альберт Николаевич, техника çулсеренех кивелсе пырать. Çакă хĕрÿ тапхăрта чăрмав кăларса тăратмĕ-и;
- Чăннипех те, çулсеренех кивелсе пынă май комбайнсене юсаса ĕçе кĕртме çăмăл мар. Пирĕн тăрăхри çанталăк условийĕсене кура комбайн пуçне 100-115 гектар лаптăк тивĕçет. Районĕпе ку кăтарту 163 гектарпа танлашать. 7 хуçалăхра вăл 200 гектартан та иртет. Уйрăмах «Нива» ООО (520 га), «Чемеево» (270 га), Суворов яч. хис. (268 га), «Лидер» (245 га), «Сеятель» (232 га) хуçалăхсене çăмăлах пулмĕ. Çавăнпа та асăннă хуçалăхсен ертÿçисем çĕнĕ комбайнсем туянасси пирки шутламалла. Кун пек тума вăй çитмесен, ытти хуçалăхсемпе вырмара комбайнсемпе пулăшасси çинчен калакан килĕшĕве тумалла.
Пытарма кирлĕ мар, районти хуçалăхсенче техника паркне çĕнетме çăмăлах мар. Юлашки 5 çул хушшинче 47 трактор, 19 комбайн, выльăх апатне пухса кĕртмелли 34 комбайн, 17 косилка, 25 пресс-подборщик, 11 плуг, 14 сеялка, 7 культиватор тата ытти ял хуçалăх техникине илнĕ. Анчах та «Нива», «Агро-Урожай», «Сеятель», «Хлебороб», «Лидер» хуçалăхсенче 2-3 машинран ытла туянайман.
- Çĕр ĕçченĕн кăçалхи тĕллевĕсем пĕчĕк мар. Мĕн каланă пулăттăр вĕсене;
- Районта кăçал 58 пин тонна тĕш-тырă, 18 пин тонна çĕрулми, 1500 тонна пахча-çимĕç туса илмелле.
Кĕр тыррисене те 5 пин гектар çинче акса хăвармалла. Çакна валли
1500 тонна вăрлăх кирлĕ. Куçса пыракан фондран вăрлăх паянхи куна 600 тонна пур. Ăна халех тĕрĕслеттерсе акма юрăхлă кондицине лартмалла. Çитменнине вара кăçалхи тырпултан хатĕрлемелле, çĕнетме килĕшÿсем тумалла.
Çак çăмăл мар ĕçе хуçалăх ертÿçисемпе специалистсем, комбайнерсем, ял ĕçченĕсем пĕр-пĕрне ăнланса тăрăшса пурнăçласса шанас килет. Пирĕн пурнăç, район пуласлăхĕ йăлтах эпир умри тивĕçе епле пурнăçланинчен килет.
- Çакна валли патшалăх та пур майсем туса парать. 4 приоритетлă наци проектĕнчен пĕри - «АПК аталантарасси». Ăна пурнăçа кĕртесси районта паян мĕнле шайра;
- Асăннă наци проекчĕ чăннипех те, ял хуçалăхне аталантарма майсем туса пачĕ. Районти ял хуçалăх предприятийĕсем çак наци проекчĕпе килĕшÿллĕн 10 миллион тенке, 2 хресчен (фермер) хуçалăхĕ 3 миллион тенке яхăн кредит илчĕç.
Çакна палăртмалла Районта туса илекен выльăх-чĕрлĕх продукцине çурри ытла ялти хушма хуçалăхсенче туса илеççĕ. Асăннă наци проекчĕ килти хушма хуçалăха аталантарма тата çул-йĕре уçса пачĕ. Çак тĕллевпе 250 яхăн çын 40 миллион тенке яхăн кредит илчĕ. Ку тĕлĕшпе уйрăмах Ярапайкассисен ял тăрăхĕ ăнăçлă ĕçленине палăртмалла. Ял тăрăхĕн пуçлăхĕ хăй те патшалăх пулăшăвĕ илчĕ, ыттисене те çапла туни усăллă иккенне кăтартса пачĕ. Ăçта ял тăрăхĕн пуçлăхĕсем хăйсен тĕслĕхĕпе çакна çирĕплетрĕç, çав ял тăрăхĕсенче наци проекчĕпе кредит илекенсем те йышлă. Ку енĕпе çавăн пекех Оринин, Юнкă, Уйкас Янасал, Катькас, Муркаш ял тăрăхĕсене ырăпа асăнмалла.
Сăмах май çакăн пирки те асилтерсе хăварас килет. Асăннă наци проекчĕпе кредита илсен, 45 кун хушшинче унпа тĕллевлĕн усă курнине çирĕплетекен документсем тăратмалла.
- Альберт Николаевич, ял çыннине тÿрремĕн пырса тивекен тепĕр ыйту. Çĕр пайĕсене харпăрлăха куçарасси пирки сăмахăм. Ку енĕпе лару-тăру мĕнле;
- Çĕр пайĕсене харпăрлăха куçарассипе пирĕн район республика шайĕнче малти вырăта пырать. Анчах ку пире тивĕçтерет, тесе калас килмест. Акă, мĕншĕн. Çĕр пайĕсем районĕпе 15 пин ытла пулсассăн, халлĕхе вĕсенчен 1-5 пайĕ пирки çĕр хуçисем çырса панă. Урăхла каласан, 3027 çын.
Ку ĕçĕн хăвăртлăхĕ ÿстĕр тесе район администрацийĕ пур условисене те туса пачĕ. Саккунпа килĕшÿллĕн çĕр пайĕсене харпăрлăха куçарма ыйтса çырнă заявленисене хаçатра кăлармалли хака та палăрмаллах йÿнетнĕ. Заявленисене пĕчченшерĕн хаçат редакцине вăхăт итттерсе кайса çÿремесĕрех пама пулать халĕ. Вĕсене ял тăрăхĕсене çырса памалла, унтан вара заявленисене редакцие пĕрле кайса параççĕ пичетлеме. Çавăнпа та ял тăрăхĕсенче ĕçлекенсен хăйсен те ку тĕлĕшпе çаврăнăçуллăрах пулмалла. Кашни киле çитсе, ăнлантарса, заявлени çыртармалла. Кăна та ансатлатма пулать ял тăрăхĕнче: пичетлесе хатĕрленĕ заявленисем çине тивĕçлĕ цифрăсем çине лартса алă пусмалли çеç юлать çĕр пайĕсен хуçисен.
Пĕтĕм Раççейри ял хуçалăх çыравĕ пуçланчĕ. Çыравçăсемпе тачă çыхăнса ĕçленĕ май çак ыйтупа пĕрле ĕçлесен те вырăнлă пулмалла.
Çĕре харпăрлăха куçарассине паян тумалла. Сисмĕпĕр те 2007 çулхи январĕн 27-мĕшĕ те çитсе тăрĕ. Çак вăхăтчен туса ирттересчĕ çак ĕçе. Унсăрăн кая юлсан каю шăтать тени килсе çитме пултарать. Паян пур çĕр пайĕсемсĕрех тăрса юлма пулать. Çавăнпа та ку ыйтупа хамăр çинчен хамăрах шутласчĕ.
- Тавах, Альберт Николаевич, калаçушăн.
Источник: "Çĕнтерÿ ялавĕ"