Моргаушский район Чувашской РеспубликиОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
 
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ÿсĕм тăрăшмасăр килмест

26 июля 2006 г.

 

ЧР Ял хуçалăх министерствинче иртнĕ эрнере «Агропромышленноç комлексĕн аталанăвĕ» наци проектне пурнăçлас ыйтупа ĕçлекен ушкăнăн ларăвĕ иртрĕ. Ăна Михаил Игнатьев министр ертсе пычĕ.

Паянхи кун ял хуçалăх предприятийĕсенче, çав шутрах ытти харпăрлăхра та, кассăна укçа-тенкĕ ытларах илсе килекенни сĕт тата аш-какай пулни пирки иккĕленмелли çук. Çавăнпа та-и, тен, ЧР ял хуçалăх министрĕн çумĕ Светлана  Енилина хăйĕн докладне сĕт кăтартăвĕсенчен пуçларĕ. Кăçалхи 5 уйăхра сĕт сăвасси, пĕлтĕрхи çав тапхăртипе танлаштарсан, 101,7 процента çитнĕ. Раççей Федерацийĕнче вара çак кăтарту пĕлтĕрхи шайрах юлнă. «2006 çулта республикăра сăвăм кашни ĕне пуçне 211 килограмм хăпарнă. Çавăн пекех ĕнесен продуктивлăхĕ ÿснине те асăнмалла.

Уйрăмах ку енĕпе Вăрмар (23,6 процент), Елчĕк (12,1), Шăмăршă (6,3), Етĕрнепе Канаш (4,8), Комсомольски (4,3), Красноармейски (3,7), Шупашкар (3,1), Муркаш (3), Патăрьел (2,9), Хĕрлĕ Чутай (1,1), тăрăшуллăрах пулнине палăртмалла. 2005 çулхипе танлаштарсан, Çĕмĕрле районĕ ăна - 74,5, Сĕнтĕрвăрри - 88,1, Тăвай тата Пăрачкав – 90,9, Куславкка – 96, Çĕрпÿ - 96,7, Вăрнар - 99,6, Элĕк - 99,7 процент кăна пурнăçланă.

Кăçалхи кăрлач-çу уйăхĕсенче республикăри тĕрлĕ харпăрлăхлă хуçалăхсенче, пĕлтĕрхи çак вăхăтрипе танлаштарсан, аш-какай 100,6 процент туса илнĕ. Шăмăршă районĕ ку енĕпе тухăçлăха 19,66 процент, Вăрмар – 19,4, Патăрьел - 12,2, Етĕрне - 6,7, Шупашкар - 8, Муркаш - 9 процент ÿстерме пултарнă. Вăрнар – 80,6, Тăвай, Улатăр,  Канаш, Çĕмĕрле, Куславкка, Комсомольски, Хĕрлĕ Чутай, Пăрачкав, Çĕрпÿ, Йĕпреç, Красноармейски, Елчĕк районĕсенче выльăх-чĕрлĕх йышне тата унăн продуктивлăхне ÿстерессипе çителĕклех ĕçлемен «АПК аталанăвĕ» проекта пурнăçа кĕртес ĕçре уйрăм çын хуçалăхĕнчи выльăх-чĕрлĕх йышĕ те пысăк пĕлтерĕшлĕ. Çавăнпа та ял тăрăхĕсен уйрăм çын хуçалăхĕпе тачă  çыхăнса ĕçлемелле. Халăх усракан выльăх йышне хуçалăх кĕнекинче тĕрĕс кăтартса пымалла. Çак тĕллевпе Ял хуçалăх министерстви Чăвашстатпа пĕрле уйрăм çын хăйĕн килĕнче туса илекен  продукцие шута илмелли йĕрке те туса хатĕрленĕ. Çакăн тăрăх районсем çу уйăхĕнче отчет та тăратнăччĕ. Анчах вĕсенче çитменлĕх сахал  марччĕ.

Раççей ял хуçалăх министерстви кăçал 1072 выльăх-чĕрлĕх комлексĕ лартма-çĕнетме, 100 миллиард тенкĕлĕх çăмăллăхлă кредит уйăрма палăртать. Çав шутран 680 миллион тенкипе Чăваш Республикинче сысна тата мăйракаллă шултра  выльăхăн 21 комлексне тунă çĕрте усă курасшăн.

«АПК аталанăвĕ» проектра уйрăм çынпа фермер хуçалăхĕсене пулăшас енĕпе те пысăк тимлĕх уйăрнă. Патшалăх вĕсене пулăшу сĕнет, çăмăллăхлă кредит пама тытăннă. Паянхи кун тĕлне ăна республикăри 3581 çын çур миллиард тенкĕлĕх илчĕç. Вăл шутран - 3530-шĕ уйрăм çын, 51-шĕ - фермер хуçалăхĕ.

Ял хуçалăх отрасльне аталантарма пулăшас енĕпе кредит парассипе Элĕк, Патăрьел, Комсомольски, Красноармейски, Сĕнтĕрвăрри, Пăрачкав, Вăрмар, Шăмăршă, Çĕмĕрле, Елчĕк районĕсем уйрăмах ăнăçлă ĕçлеççĕ. Вĕсенче ăна палăртнă виçерен те ытларах илнĕ. Шел те, хăш-пĕр районта ку енĕпе ĕç-хĕл вăраххăн пулса пырать. Сăмахран, Улатăр, Хĕрлĕ Чутай, Муркаш, Етĕрне, Канаш, Çĕрпÿ, Шупашкар тăрăхĕсенче кредитпа тивĕçтерессине палăртнин çурри чухлĕ кăна пурнăçланă.

Кредитпа тивĕçтересси малалла пырать. Паянхи кун тĕлне республикăри кредит организацийĕсене тата 1144 заявка тăратнă. РФ Ял хуçалăх министерстви республикăна ку енĕпе 200-250 миллион тенкĕ хушма укçа парасшăн.

Кăçал федераци бюджетĕнчен Чăваш Ене ялта çурт-йĕр лартма 59 миллион тенкĕ уйăраççĕ. Çав шутран 39 миллионĕ - çамрăк специалистсем, 20 миллионĕ  çамрăк çемьесем çурт çавăрнă çĕре кайĕ. Федераци бюджетĕнчен субсиди илме ирĕк пур граждансен списокне тунă ĕнтĕ, 145 çынна 19,7 миллион тенкĕ уйăрĕç. Тепĕр списокĕнче - 166 çамрăк çемьепе специалист. Кусем валли 22,1 миллион тенкĕ палăртнă. Анчах та Канаш районĕнчен субсиди илекен граждансен списокне халĕ те таратман-ха. Çавăн пекех Канаш, Вăрмар, Елчĕк районĕсен те ăна илме кăмăл тăвакан çамрăк специалистсен списокĕ çук.

Министр çумĕ Сергей Димитриев хăйĕн докладĕнче ял хуçалăх потребитель кооперативĕсем тăвасси пирки каларĕ. Уйрăм çын тата фермер хуçалăхĕсем - ял отраслĕн экономикин пысăк пĕлтерĕшлĕ пайĕ. Вĕсем  республикăри пĕтĕм апат-çимĕç продукцийĕн 33,9 процентне туса илеççĕ. Анчах та укçа-тенкĕ çитменни чылай чухне ялти комлекслă ĕçсене вăхăтра пурнăçлама йывăрлатать. Çакă ял хуçалăх продукцине хатĕрлекен производствăна чăрмав кÿрет. Унсăр пуçне хăйсем туса илнĕ продукцие сутаймасăр хăшкăлаççĕ.

Çак чăрмавсенчен тухас, çав отрасльте пĕр-пĕрне  пулăшса пырас тĕллевпе «Чăваш Республикинче 2006-2010 çулсенче ял хуçалăх потребитель кооперативĕсем  йĕркелесси çинчен» тĕллевлĕ программа хатĕрленĕ. Унпа килĕшÿллĕн Чăваш Енре 75 кооператив йĕркелеме палăртнă. 2010 çул тĕлне вĕсен йышне 153 çитересшĕн.

Ларура çакăн пек шухăш та палăрчĕ. Вĕсене кашни ял тăрăхĕнче йĕркелесен тата аван пулмалла. Хресчене ытларах пулăшу кÿрĕччĕç. Халĕ республикăра вĕсем йышлах мар, 5-6-ран та иртеймеççĕ.

 

«Хыпар» хаçатран.

Источник: "Çĕнтерÿ ялавĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429530, с.Моргауши, ул.Мира, д.6
Телефон: 8(83541) 62-58-81, 62-2-36, 62-1-34
Факс: 8(83541) 62-1-64
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика