Моргаушский район Чувашской РеспубликиОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
 
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Маттуррисем мала тухрĕç

26 июля 2006 г.

 

Муркашри вăтам шкул стадионĕнче иртрĕ ĕçпе кану лагерĕсен иккĕмĕш спартакиади. Чăн-чăн уяв - сывлăхпа спорт уявĕ пулчĕ вăл. Ĕçпе кану лагерĕсен 12 команди тата çул çитмен ачасен ĕç бригадисен 8  команди хутшăнчĕ спартакиадăна.

Питĕ хаваслă тата илемлĕ стадион, нихçанхинчен те: савăк кĕвĕ, ача-пăча шăв-шавĕ. Кашни команда хитрелетсе ÿкернĕ, лагерь пурнăçĕ çинчен тĕплĕн каласа кăтартакан стена хаçачĕсем илсе килнĕ. Кашни командăн хăйĕн символики, девизĕ. Кашни спортсмен çĕнтерес тĕллевлĕ.

Сакăр тĕрлĕ енпе иртрĕ кĕрешÿ. Чи çивĕччисем, чи хастаррисем, вăйлисем пухăннăран çăмăл пулмарĕ Федор Александрович Рылин судьяна.

Çĕнтерÿçĕ-команда ятне тивĕçме тата куçса çÿрекен кубоксене илме ăмăртусенче чи мала тухса çул çитмен ачасен ĕç лагерĕсем хушшинче Муркашри вăтам шкул команди, ĕçпе кану лагерĕсем хушшинче вара Орининти вăтам шкул  команди тивĕçрĕç.

Ĕç лагерĕсен командисем хушшинче Орининти вăтам шкул тата Нискассинчи вăтам шкул, ĕçпе кану лагерĕсем хушшинче Кашмашри пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан шкулпа Никскассинчи вăтам шкул командисем иккĕмĕшпе виççĕмĕш вырăнсене йышăнчĕç, хаклă парнесем илме тивĕç пулчĕç.

Унсăр пуçне спортăн тĕрлĕ енĕпе вăй виçсе çĕнтернĕ командăсем те районти вĕрентÿ пайĕн парнисемпе грамотисене тивĕçрĕç.

Ачасене спартакиада питĕ килĕшрĕ. Вĕсем çитес çул татах тĕл пулма, вăй виçме, çĕнтерме пухăнас кăмăллă.

Источник: "Çĕнтерÿ ялавĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429530, с.Моргауши, ул.Мира, д.6
Телефон: 8(83541) 62-58-81, 62-2-36, 62-1-34
Факс: 8(83541) 62-1-64
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика