Моргаушский район Чувашской РеспубликиОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
 
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Утарçăсем канашларĕç

27 июня 2006 г.

 

Июнĕн 15-мĕшĕнче пĕрлешÿллĕ хуçалăхсенче, харпăр-хăй килĕнче хурт-хăмăр тытакансемпе Е. Андреев яч. хис. хуçалăх утарĕнче канашлу иртрĕ. Ăна ял хуçалăх управленийĕн ертÿçин çумĕ А.И. Павлов ертсе пычĕ. Малтанах пухăннисене Н.В. Рудаков хуçалăх пирки тата кунти утар ĕçĕсемпе паллаштарчĕ.

Районти  хурт-хăмăр отраслĕн аталанăвĕпе ЧР Ял хуçалăх министерствин «Хурт-хăмăр агентствин»  Муркаш районĕнчи зоотехник-хатĕрлевçи П.В. Семенова паллаштарчĕ.

Паянхи куна районта 14  пĕрлешÿллĕ хуçалăхра 16 утар пур. Вĕсенче хурт-хăмăр йышĕн 781 çемйи хĕле кĕнĕ, çăва 763 çемйе тухнă. Чакнин сăлтавĕ çакăнта: «Восток» хуçалăх утара сутса янă, «Передовик» хуçалăхра виçĕ çемйе вилнĕ. Ытти çĕрте вара тĕрĕс-тĕкел ĕçлесе пыраççĕ. Палăртмалла, юлашки çулсенче пирĕн районта «Приокский» ăратлă хурт ĕрчетес ĕç аталанма пуçларĕ.

Канашлăва ЧР Ял хуçалăх министерствин «Хурт-хăмăр агентствин» ертÿçи Г.А. Максимов хутшăнчĕ, республикăри лару-тăрупа паллаштарчĕ. Утар ĕçĕнчи çĕнĕлĕхсем пирки тĕплĕн чарăнса тăчĕ. Пухăннисене практикăра çемьене çамрăк ама лартса парассине тата çемье уйăрассине кăтартса пачĕ. Çакна та палăртма кăмăллă, Е. Андреев яч. хис. хуçалăх утарне агентство ертÿçи Г.А. Максимов ăратлă амасем пиллĕк тата тĕрлĕ инвентарь парнелерĕ. Малашне çĕнĕ технологипе тупăшлă ĕçлеме сунчĕ.

Источник: "Çĕнтерÿ ялавĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429530, с.Моргауши, ул.Мира, д.6
Телефон: 8(83541) 62-58-81, 62-2-36, 62-1-34
Факс: 8(83541) 62-1-64
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика