Моргаушский район Чувашской РеспубликиОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
 
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Хаваслă кану сире, ачасем!

27 июня 2006 г.

 

Шетмĕпуçĕнчи пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан шкулти çиччĕмĕш класа куçнă Татьяна Григорьевăшăн каникула ăçта, еплерех ирттересси вĕренÿ çулĕн вĕçĕнчех паллăччĕ - шкулти кану лагерьне çÿрĕ, сывлăхне çирĕплетĕ. Хĕр ача савăнчĕ: ир-каç килте, ашшĕ-амăшне пулăшма меллĕ пулĕ. Дневникри лайăх паллăсем те хавхалантарчĕç, улттăмĕш класран аван вĕренсе тухрĕ Таня.

Тин çеçрех уçăлчĕ-ха «Солнышко». Пурĕ кунта вун пиллĕк вĕренекен канать. Лагерьте Таня пĕрремĕш хут. Тĕлĕнмелли чылай. Кунта кашни кун мĕн те пулин çĕнни, кĕтменни. Чупма та урăхла, «лагерьле» чупаççĕ иккен, пĕр-пĕрин хыççăн, хур  кайăксем пек. Тăсăлать вара вар пуçĕсемпе иртекен сукмак тăрăх ачасен речĕ. Кĕçех пĕве çумĕнчи сап-сарă чечеклĕ сăрт çине сапаланать те тĕрлĕ хусканусем тума тытăнать. Авкаланать-хуçкаланать кăна ачасен пиçĕ кĕлетки. Иртен-çÿрен савăнса ăмсанать. Ваттисем хăйсен ачалăхне куç умне кăлараççĕ, çамрăксем сывă та тĕреклĕ ăру çитĕннишĕн хавасланаççĕ. Кун кашни ир çапла пуçланать. Ертсе пыракан хистенипе мар, ачасен кăмăлĕ çапла. Юратаççĕ спорта. Акă паян та дистанцие вăрăмлатмалла терĕç те, ешĕл хир урлă тăсăлакан сукмакпа çаврăнса лагере ял урамĕпе  таврăнтăмăр. Хаваслă пурте, шÿт-кулă чарăнмасть. Аленăпа Ирина Васильевасем çеç, пĕчĕкрех пулнăран, тÿррĕн чупса килчĕç.

...Техĕмлĕ апат шăрши сăмсана ыррăн кăтăклать. Ачасен хырăмĕсем паçăрах «хыр тăрринче». Дежурнăй пурне те столовăйне йыхравларĕ.

Елена Михайловна Терентьева повар ир-ирех ура çинче. Нумай çул ĕçлет шкулта. Вун сакăр çул вун сакăр кун мар, чăн-чăн ăста Лена аппа. «Нимĕн çукран нимĕр пĕçерет»,- теççĕ ун пеккисем пирки.

Любовь Изосимовна Серафимова завхозăн та кăмăлĕ ылтăн. Мĕн тутлипе, мĕн усăллипе сăйлам-ши шăпăрлансене тесе вĕткеленет.

Шкулти кану лагерĕн ĕçне йĕркелесе пыма кăçал пире Юрий Кузьмич Григорьевпа иксĕмĕре черет çитрĕ. Юрий Кузьмич шкулта çирĕм çул ытла ĕçлет, акăлчан чĕлхипе вĕрентет. Вĕрентÿ ĕçĕн хисеплĕ ĕçченĕ.

- Ачасен канăвне интереслĕ те усăллă йĕркелесе вĕсен сывлăхне çирĕплетесси - пирĕн тĕп тĕллев. Хамăртан мĕн килнине пĕтĕмпех тума тăрăшатпăр,- тет Ю.К. Григорьев. Ĕçе юратма вĕрентетпĕр. Шкул пахчинче купăста лартма пулăшрăмăр, пахча-çимĕç йăранĕсене шăварсах тăратпăр.

- Ĕнер эпир тăван тавралăх илемĕпе килентĕмĕр.

- «Кладовая  природы» журналта сиплĕ курăксем çинчен нумай вуласа пĕлтĕмĕр.

- Акăшки вăрманĕ çывăхĕнче шапа хупаххи чылай пухрăмăр.

- Курăк пухса тунă укçапа хĕсĕкрех пурăнакан çемьесенчи ачасене шкул хатĕрĕсем илсе парса савăнтарма шутларăмăр, - пĕр-пĕрне пÿле-пÿле паллаштараççĕ ачасем хăйсен лагерьти пурнăçĕпе, ĕçĕ-хĕлĕпе.

- Мана «Чи нумай пĕлекен» интеллектуал вăййи питĕ килĕшрĕ,-тет Денис Алексеев.

- Манăн татах асфальт  çинче ÿкерес килет «Яланах мир пултăр!» темăпа ÿкерчĕксем турăмăр-ха, урăххи çинчен те...

Ку - Шура Петрова, конкурс çĕнтерÿçи. Çапла вăл, мала тухсан.

Ĕмĕтсем  пысăк-ха Шетмĕпуçсен: Çармăс çĕрĕнчи Козьмодемьянск хулине çитсе килесшĕн. Унти «Уçă пĕлĕт айĕнчи музейра» пулса курасшăн. Атăл шывĕ хĕрринче выляса канасшăн. Ашшĕ-амăшĕсене те пĕрле илсе каясшăн... Велотур йĕркелесе кÿршĕри Очăкасси шкулĕнчи «Хаваслă ачасем» лагерьте канакансемпе тĕл пуласшăн, вĕсемпе паллашса туслашасшăн, ăспа та, çивĕчлĕхпе те вăй виçесшĕн... Нептун çĕршывне хăнана кайса килесшĕн...

Вăхăт пур-ха. Сывлăх та, кăмăл та ытлă-çитлĕ. Ăнăçусем сире, ачасем!

Источник: "Çĕнтерÿ ялавĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429530, с.Моргауши, ул.Мира, д.6
Телефон: 8(83541) 62-58-81, 62-2-36, 62-1-34
Факс: 8(83541) 62-1-64
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика