Моргаушский район Чувашской РеспубликиОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
 
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ял уявне ирттерчĕç

27 июня 2006 г.

 

«Алран кайми аки-сухи, асран кайми атти-анни...» Ял варринче юрă янăрать, Шарпаш çыннисем - ваттипе вĕтти те, яшсем те - пурте уява пухăнаççĕ.

Апаш пуххи - ĕлĕкренпе пыракан уяв.  Ăна  Апаш тăрăхĕнчи пур ялта та ирттернĕ. Халĕ те çак йăла пырать-ха. Çавăнпа та Çимĕк хыççăнхи тепĕр кун та кунта пурăнакансемшĕн пысăк праçник.

Çĕртме уйăхĕн вун иккĕмĕшĕнче лекрĕ кăçал пурте чыслакан, ăруран ăрăва куçса пыракан ял уявĕ. Малтанах Чуманкасси ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Л.Г. Ковалева саламлă сăмахсем каларĕ. Раççейре тата пирĕн республикăра пурнăçланса пыракан программăсем çинче кăшт чарăнса тăчĕ. «Ĕçлеме пултаратпăр, канма та пĕлер»,- терĕ Людмила Германовна.

Уява З.И. Иванова библиотекарьпе Н.А. Димитриева вĕрентекен ертсе пычĕç. «Интересшĕн мар, малашлăхшăн ирттеретпĕр çак уява»,- терĕç вĕсем. Шарпашсем хăнана ку тăрăхри тавра  пĕлÿçĕне И.Д. Вязова чĕнсе питĕ тĕрĕс тунă. Иван Димитриевич кĕскен Апаш тăрăхĕ мĕнле пуçланса кайни çинчен каласа пачĕ. Шарпаш ялĕн историйĕ çинче чарăнса тăчĕ. Ялти ятлă çынсене те асăнмасăр хăвармарĕ ăсчах. Ăна итлесе ларакансем питĕ кăмăллă пулни тÿрех куçа курăнчĕ.

Ялти çынсем (ачасем те аякка тăрса юлман) уяв валли илемлĕ концерт хатĕрленĕ. Юрă хыççăн юрă шăрантарчĕç вĕсем, хăйсен уçă сассисемпе халăха савăнтарчĕç. Кашни юрри камăн та пулин ячĕпе янăрарĕ - сахал-им Шарпашра сумлă çынсем: трактористсемпе водительсем, бригадирсемпе ăсчахсем... Ĕç ветеранĕсем кăна хăлĕ вăтăр тăваттăн ку ялта. Питĕ хастар, ĕçчен халăх Шарпашра. «Пĕчĕк хуранăн пăтти тутлă», тени аса килчĕ. Çак пысăк мар ял, чăнах та, хăйĕн «пăттипе» мухтанма пултарать.

Концерт хыççăн спорт вăййисем иртрĕç: çемье эстафети, кире пуканне çĕклесси, вĕрен туртни... Уйрăмах хĕр арăмсем вĕрен туртни интереслĕ пулчĕ.

Уява хатĕрлекенсем ăс-хакăл çулĕ пирки те манман: ваттисен сăмахĕсемпе каларăшсем, тупмалли юмахсен конкурсĕсем те иртрĕç кунта.

Уява хутшăннă пĕр çын та парнесĕр юлмарĕ. Конкурссем вĕçленсен ваттисен йăлипе чăваш сăрине ас тивсе пăхма, шÿрпе тутанма вăрăм сĕтел хушшине малтан ватăраххисене, сумлăраххисене лартрĕç, кайран вара пуян кĕреке хушшинче ачасем таранах вырнаçрĕç.

Ÿркенмен Шарпашсем, уява уяв пек ирттерме пĕтĕм вăйпа кăмăла парса хатĕрленни курăнчĕ. Ĕçре кăна мар, уявра та ял халăхĕ пĕрле пулни питĕ савăнтарчĕ.

Источник: "Çĕнтерÿ ялавĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429530, с.Моргауши, ул.Мира, д.6
Телефон: 8(83541) 62-58-81, 62-2-36, 62-1-34
Факс: 8(83541) 62-1-64
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика